Сумлӑ сӑмах
Культура
Ман арӑм амӑшне телефонпа Фарида юррин сӑмахӗсене вуласа ҫыртарнине курсан — тӗлӗнтӗм. (Ялта ватӑсен интернет ҫук.). Хуняҫапа хуняма, Вениамин Ефимовичпа Римма Ивановна, — вӗреннӗ ҫынсем, интеллигентсем темелле. Пурнӑҫ курнӑ. Пули-пулми япалапа вӗсене астараймӑн. Шалтипе тулаш мӗнне вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Тиркевлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ вӗсем чӑваш культури ҫине. Фарида вӗсен кӑмӑлне кайни мана юрӑҫ вӑрттӑнӗ пирки шухӑшлаттарчӗ. Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида. Вокал палитри ун пуян мар – вӑл халӑхла, чуна тивмелле, юрлать. Шалтине, чӗре ҫумӗнчине ҫитересшӗн итлекен патне. Вылямасть, «артист» мар – чӑнтан/чӑнласа/чӑннипе юрлать. Чунтан юрлать. Сассине те, юррине те хуҫкаламасть – хӑй те хуҫкаланмасть. Шалти мӑнаҫлӑх, аристократизм сисӗнет юрӑҫ хӑйне епле тытнинче (сассинче, кӗлетки-сӑн-питӗнче…). «Тутар хӗрарӑмӗ хӑйне тутарла тытать, мӗнех тӗлӗнмелли пур кунта», – тейӗҫ мана. Сцена ҫинчи чавашӑн (хӑть театрта, хӑть эстрада ҫинче, хӑть политика сцени ҫинче…) темле шапӑлккалӑх, арҫурилӗх, ирттерсе хуҫкаланни… пур. |
Культура
![]() Тольятти хулинчи «Центр поддержки общественных инициатив» (чӑв. Халӑх пӗрлешӗвӗсене пулӑшакан центр) муниципалитетӑн хысна учрежденийӗ наци кухнин «Новогодний хоровод» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул вӑйӑ карти) конкурс ирттерет. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, унта вӑл тарӑхри хастар чӑвашсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Наталия Панфиленко, акӑ, конкурса виҫӗ тӗрлӗ апат: хуплу, салма яшки, ҫӑмарта хӑпартни — тӑратнӑ. Конкурса хутшӑнакансемшӗн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа https://vk.com/album-68654581_260074289. Ӗҫсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе пӗрлех вӑл е ку апата епле хатӗрлемеллине те вӗрентсе ҫырнӑ. Онлайн-сасӑлав кӑрлачӑн 28-мӗшӗччен пырӗ. Пӗр-пӗр апата суйласа уншӑн сасӑланӑ хыҫҫӑн теприншӗн сасӑлама май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Аттила» балета хатӗрленнӗ самант Ҫитес уйӑхра Шупашкарта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ. Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче гала-концертпа уҫӑлӗ. Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсемпе киленме май пулӗ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче «Аттила» балет кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — Григорий Хирбюн «Нарспи», Федор Васильевӑн «Шыварманӗ» оперисем тата унӑн «Сарпике» балечӗ. Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертӳҫисем паянхи пресс-конференцире наци кадрӗсем енӗпе йывӑррине палӑртнӑ. Анатолий Ильин режиссер чӑвашла пӗлекен солистсем сахал тесе каланӑ. Аслӑ ҫулти сӑнарсене калӑплама артистсем ҫителӗклӗ-мӗн, анчах ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Тӗрӗсрех каласан, пӗр сыпӑка. Республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура вӑл кӑҫал Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине палӑртса хӑварнӑ. «Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр, Ҫӗршывӑн хастар ачисем, Вут кайӑклӑн вӗҫӗр, ан юлӑр, Ан юлӑр кун-ҫул уттинчен!» – тесе чӗннӗ вӑл тӑван халӑха. Ҫак хӗрӳ ӗненӳ пирӗн чӗресенче те вутланса тӑтӑр!», — тесе вӗҫленӗ вӑл хӑйӗн Ҫырӑвне. Элтепер Ҫырӑвне итлеме тӗрлӗ шайри депутатсем, предприяти-организаци пуҫлӑхӗсем, районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем, халӑх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе пайташӗсем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет. Ӑна Шотландири паллӑ поэт Роберт Бернс ҫуралнӑ кунне халаллӗҫ. Ҫак уява чылай ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарта ӑна «Бэлтайн ҫулӑмӗсем» ӗлӗкхи тата халӑх ташшисен студийӗ йӗркелет. Яланхи пекех фестивальте ҫак ҫӗршыв пирки нумай истори, сӑвӑ, юрӑ пулӗ. Чылай программӑна Шотлани ташшисене халаллӗҫ. Фестиваль кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра пуҫланӗ. Тепӗр кун 18 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче Шотланди историйӗсене халалланӑ каҫ иртӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ, унта Юлия Ткачевӑн ӑсталӑх класӗ пулӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Ухсай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче ташӑ каҫӗ иртӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче фестиваль ӑсталӑх класӗпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тавлашуллӑ ыйту
Культура
Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.». Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать. Ытти юсав мастерскойӗсенче мӗнлине пӗлместӗп те, анчах ман юлташ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тума тӑрӑшать. Клиентсем унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе кӑсӑк япаласене те ӑнлантарса парать. Юлташ сӑмахӗсем хыҫҫӑн хам та шухӑша путрӑм. Чӑн та халӑх ухмахрах-шим? Ман юлташ паянхипе ӗнерхи куна мар, паллах, танлаштарать. Вунӑ-ҫирӗм ҫул каяллахипе хальхи вӑхӑта. Эпир унпа пӗр вӑхӑталла ҫуралнӑ та танлаштармалли, паллах, пурах. Паянхи кун эпир, калӑпӑр, 1990-мӗш ҫултисемпе танлаштарсан ӑслӑрах темелле. Пирӗн халь кашнин ахаль телефон ҫеҫ мар, смартфон пур, эпир тӗнче тетелне кӗрсе тем те пӗр пӗлме пултаратпӑр. |
Культура
![]() Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑран та паллӑ сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Чӑвашсен хастар ушкӑнӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ пуҫарнипе, ку куна паллӑ туса яланах Петӗр Хусанкай вил тӑпри ҫине ҫитсе пуҫ таять. Кӑҫал та ку йӑлана пӑсмарӗҫ — пысӑк ушкӑнпа пухӑнчӗҫ. Яланхи пекех паллӑ поэта сума суса ҫывӑхри 14-мӗш номерлӗ Всеволод Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ (ертӳҫи Светлана Петрушкина), Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ. Паллӑ поэта сума суса килнисен йышӗнче кӑҫал Атнер Хусанкай тӗпчевҫӗ, Владимир Степанов ҫыравҫӑ, Василий Кервен ҫыравҫӑ, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ, Виталий Родионов профессор, Владимир Милютин хореограф, Алексей Сӗрмек усламҫӑ, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Марина Карягина сӑвӑҫ, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, Вера Никифорова литература тӗпчевҫи тата ыттисем пулчӗҫ. Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. |
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хаклассине вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Анчах эпир кӗнеке авторӗн ятне темшӗн асӑрхаймарӑмӑр. Кӗнекере Чаваш Республикин халӑх артисткин Полина Чамжаеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — артисткӑн аса илӗвӗсемпе ҫырӑвӗсем. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенскер ҫак вӑхӑтра вуншар сӑнара калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Полина Чамжаева «Шупашкарти савни» спектакльте «Пиҫет палан, пиҫет пилеш, кӗр хӗрелет хӗрле...» тесе ҫепӗҫ сассипе юрланине театра ҫӳрекенсем паян та астӑваҫҫӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Шупашкарта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Элли Юрьев художник ячӗллӗ парнесемпе хавхалантарӗҫ. Конкурс учредителӗ — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулӗ, Чӑваш патшалӑх художество музейӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ. Ҫулсерен йӗркелекен конкурса ытти ҫул хамӑр республикӑри ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата унӑн тулашӗнчи ачасем те хутшӑннӑ. Вӗсем 500 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн культура управленийӗ ӗнентерет. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулта (вӑл Шупашкар хулинчи Мир проспектӗнчи 98-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Провинци театрӗсен йывӑрлӑхӗ пӗр пекрехех тесе шухӑшлать Раҫҫейри режиссерсен гильдийӗн пайташӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ Станислав Васильев режиссер. Унпа Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче кӑсӑклӑ интервью пичетленнӗ. Ҫак йӗркесен авторне Станислав Васильев ҫӗршывӑн тӗрлӗ театрӗсемпе ҫыхӑну тытса ӗҫлени пирки те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫакӑ тӗлӗнтермерӗ. Пултаруллӑ специалист яланах хай вырӑнне тупать. 2018 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче Станислав Васильев, сӑмахран, Мурманскра, Абаканра спектакльсем лартнӑ. Владислав Николаев журналист режиссера Раҫҫейре кӑҫалхи ҫула Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине те хаклама ыйтнӑ. Провинцири театрсем Мускавран тем кӗтнинчен тӗлӗнет Станислав Васильев. Ҫав вӑхӑтрах ыттисене, ҫав шутра Мускаврисене те, аталанма хистекен театрсем регионсенче те пуррине палӑртнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |