Культура
ЧР Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерстви ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен тата вӗсен ӗҫченӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш «Ялти чи лайӑх вулавӑш» номинацире ҫӗнтернӗ. Учреждени вулакансене компьютер технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ формӑсем сӗнет, вулавӑш проекчӗсене пурнӑҫлас ҫӗре хастар хутшӑнать. Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Туҫари вулавӑш ҫулталӑк тӑршшӗпех районти, республикӑри тата регионсен хушшинчи мероприятисене хастар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ. Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.). «Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри». А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та. Ҫынна ӑнланма ҫур пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Александр Ивановича тахҫантанпа пӗлекенсем те темшӗн ӑнланас йӗр ҫине ӳкмен. «Поэт мар ӗнтӗ вӑл», – терӗ Ю.М. Артемьев (2018, чӳк, 28). А.С. Смолин – Сантӑр Аксара вырӑсла куҫараканӗ. Анчах вӑл та темшӗн Сантӑр Аксарта унра ҫуккине шырать. «Тӗссемпе туйӑмсен алхасӑвӗ» тесе ят панӑ вӑл «Сандор Аксар. Сильбийский родник. Стихи и песни, поэма» кӗнеке (Чебоксары, 2006) умсӑмахне: «Поэзи пулмалла айвантарах та», – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче А.С. Пушкин. Паллах ӗнтӗ, вӑл поэзи ӑссӑр та ниме юрӑхсӑр япала пулмлла темен, пачах та урӑхла – Александр Сергеевич сӑвӑсен урӑм-сурӑм хӑватне, урӑхла каласан, туйӑмсен ирӗклӗхпе шухӑшсен алхасӑвне, вӗсемсӗр поэзи пулма та пултарайманнине шута илнӗ. |
Культура
Чӑваш Енри тата тепӗр шӑпӑрлан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен те лайӑххи) телешоура ӳкерӗннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникун каҫсерен кӑтартаҫӗ. Ӑна Алексей Галкин шӳт ӑсти ертсе пырать. Раштавӑн 23-мӗшӗнчи телекӑларӑмра 3 ҫулти Мария Александровӑна кӑтартрӗҫ. Вӑл Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчи паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗ. Унпа Максим Галкин «тӗнчери чи ҫамрӑк экскурсовод» тесе паллаштарчӗ. Кӑларӑма ача ашшӗ-амӑшӗпе тата хреснашшӗпе-хреснамӑшӗпе пынӑ. Хӗрачан ҫулталӑкри Глеб шӑллӗне те аслисем пӗрле илнӗ. Шупашкарта пуринчен ытла мӗн килӗшни пирки телеертӳҫӗ ыйтсан Маша: «Диван», — тесе хуравларӗ. Мускавра ӑна, амӑшӗ Ксения каланӑ тӑрӑх, Василий Блаженный чиркӗвӗ килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре тинех мӗнпур вырӑнта цифра телекуравӗн иккӗмӗш мультиплексне хута янӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата масӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланине ӗненсен, халӗ цифра телекуравне, тепӗр майлӑ каласан тӳлевсӗр 20 канала, пысӑк пахалӑхпа пирӗн республикӑри халӑхӑн 99 процентне курмалла туса панӑ. Аса илтерер, цифра телекуравӗ ҫине пирӗн ҫӗршывра виҫӗ тапхӑрпа куҫарӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем валли ҫак вӑхӑт 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта кӗрсе вулама е 8-800-220-20-02 телефон номерӗпе шӑнкравласа (уншӑн укҫа тытса юлмӗҫ. Вӑл тӳлевсӗр хӗрӳ лини) ыйтма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, сӑвӑҫ, драматург Марина Карягина Мускавра иртнӗ Еврази, Раҫҫей ҫыравҫисен тата« ЛиФФт» литература журналӗн регионсенчи редакторӗсен пӗрлехи съездӗнче пулнӑ. Ӑна унта Мана Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин литература комитечӗн Чàваш Енри ҫум председателӗ пулма сӗннӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ. Ырӑ хыпарпа саламланисенчен пӗри, Владислав Николаев журналист тата драматург «Эс хальхи вӑхӑтра чӑваш литературине Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче кӑтартма пултарнӑшӑн маттур тетӗп. Эсӗ шайне кӑтартатӑн, пӗтӗмӗшле шайӗ питӗ-питӗ аялта пулсан та, ҫавах та сан ятна, пултарулӑхна пула пӗтӗм литература ҫинчен те лайӑх тесе шутласса шанас килет», — тесе палӑртнӑ. |
Культура
Питӗрти Наци литературисен вулавӑшӗнче (вӑл асӑннӑ хулари Пахча урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «Чӑваш литературин каҫӗ» иртӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Уяв программи Диана Гаврилова ҫыравҫӑн «Ты лучше всех» (чӑв. Эсӗ пуринчен те лайӑххи) ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланипе пуҫланӗ. Дина Гаврилова пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, вӑл Эстонире пурӑнать. Хӑй Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Унӑн кӗнекисенче тӗп вырӑнта — асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ. Питӗрти чӑваш шур сухалӗсенчен пӗри, Виталий Золотов, та унта хутшӑнмалла. Литература каҫне хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравӗ те йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Килес ҫул Раҫҫейре Театр ҫулталӑкӗ пулӗ. Ӑна Чӑваш Енре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртнӗ эрнерех уҫнӑччӗ. Асӑннӑ культура учрежденийӗн директорӗ Валерий Клементьев театра хисеплӗ пӗр-пӗр ҫын ячӗпе хисепленсе тӑмалла тӑвасшӑн. Тата театра академи ятне партарас килет унӑн. Ҫак шухӑша вӑл «Чӑваш Ен» телекуравне нумаях пулмасть пӗлтернӗ. «Пӗр-пӗр паллӑ юрӑҫ, музыкант, ҫын ячӗпе парас шухӑш пур», — терӗ Валерий Клементьев Марина Карягина тележурналистпа калаҫнӑ май. Сӑмах май2 ҫакна палӑртар: паян Чӑваш Енре патшалӑхӑн 6 театрӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсем те уҫнӑ. Ун пекки — иккӗ. Ҫитес ҫул Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсене юсаса ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав. Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ. Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет. Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе! Геннадий Дегтярёв
*** Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ, Шевли килет йӑпӑртлӑха. Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ Калать пекех: «Таси паха!»
Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ, Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене, Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр Эпир пуҫланӑ ӗҫсене. |
Культура
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ артиста хисеплӗ ят панӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Тӗрле Хисеп ят тата Пичет грамоти памалли списокра ытти отрасль ҫыннисем те пур. Сӑмахран, вӗренӳре тӑрӑшакан темиҫе ҫын, промышленноҫра тар тӑкакансем, пушар хуралӗнче тимлекен пур. Вӗренӳри виҫӗ ҫын ҫак отрасльти тава тивӗҫлӗ ята илнӗ, промышленноҫра вара — икӗ ҫын. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Татьяна Васильевна Бахтина тата Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлекен драма артисчӗ Людмила Николаевна Казимир тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |