Культура
![]() Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене ӗҫрен кӑларса ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ Наталья Володина ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ. Ун патне ӗҫтешӗсем шӑнкравласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн мӗнпур музыкантне ӗҫрен кӑларассине пӗлтернӗ иккен. «Ӑслӑ чӑваш правительстви фанерӑпа та юрласа ташлама пултаратпӑр тесе шухӑшлать курӑнать. Маларах Юрий Васильевич Васильева ӗҫрен кӑларчӗҫ», — ҫырнӑ Наталья Володина. «Мӗн тумалла тесе ыйтаҫҫӗ манран. Республика ертӳҫи патне кайма сӗнетӗп. Тен, вӑл пӗлмест те», — шӑрҫаланӑ культура министрӗ пулнӑ ҫын. |
Культура
![]() Республика кунне килте ларсах курма май килӗ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ уява каллех тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Республикӑра иртекен пӗлтерӗшлӗ мероприятисене асӑннӑ телеканал вырӑнтан трансляциленине Чӑваш халӑхӗ унччен те пӗлтеркеленӗччӗ-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче телеканал Улатӑр районӗнче ӗҫлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе унта та тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Улатӑрти мероприятисене Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑнмалла. Асӑннӑ районти Кивӗ Эйпеҫри уява НТРК 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен кӑтартӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче темиҫе трансляци пулӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ӳкерӗҫ. Вӑл Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. 18 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль гала-концертне, «Раҫҫей ӑстисем» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланине, унтан тата Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче «Салам» республикӑри ташӑпа юрӑ фестивалӗ иртнӗ. Асӑннӑ мероприятие Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен Гульчачак Мухамедьянова «Салам» фестивале республикӑри чи анлӑ мероприятисенчен пӗри тесе хакланӑ. Кӑҫалхи фестивале С.Т. Аксаков ячӗллӗ культурӑпа кану пахчинче иртнӗ. Кӑҫал мероприятие республикӑри 24 районпа 4 хуларан пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм ташӑҫӑсем тата юрӑҫӑсем, пурӗ 295 ҫын, килсе ҫитнӗ. «Салам» ташӑпа юрӑ фестивалӗ Пушкӑртстанри чӑваш культура обществипе унӑн Ӗпхӳ хулинчи уйрӑмӗ (ертӳҫисем — Ю.П. Михайлов, Т.Е. Петрова), Ӗпхӳ хулинчи ЧНКА (В.Ф. Иванов), ПР Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ (А.А. Ибрагимов) йӗркеленипе иртнӗ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫсейри ачасен уҫӑ фольклор фестивалӗ уҫӑлӗ. «Легенды. Сказки. Предания» (чӑв. Халапсем. Юмахсем) ят панӑскере ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Республика кунӗ ҫитнине халалланӑ. Фольклор фестивальне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ пуҫарнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ тесе вӗсем халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси тесе калаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫейри халӑхсен юрӑпа ташӑ фольклорне те упраса хӑварас тӗллевлӗ. Фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Фестиваль иртнӗ май финпа угор юмахӗсемпе халапӗсене тӗпе хурса йӗрклеенӗ ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вилӗмсӗр Иосиф Трерӑн кӗнекине хӑтлӗҫ. Тӗлӗнсе каймалла тарӑн шухӑшлӑ поэт тата драматург, пултаруллӑ тӑлмачӑ, актер тата театр режиссерӗ пирӗнтен иртнӗ ҫул уйрӑлса кайрӗ. Хӑй пурӑннӑ чухне унӑн ӗҫӗсем пӗр уйрӑм кӗнекере пичетленмен. «Хӗрӗх чалӑш хӗрлӗ ту» ҫавна кура та пирӗншӗн, Иосиф Дмитриева хисеплесе те аслӑласа пурӑннисемшӗн тата пурӑнакансемшӗн, чӑннипех те хаклӑ парне пулса тӑчӗ. Кӗнекене кӗртнӗ материалсене пухса хатӗрлекенни — шухӑшлавӗпе Иосиф Дмитриева ҫывӑхрах Борис Чиндыков драматург, поэт тата публицист. Иосиф Трер Борис Чиндыков хӑйӗн ӗҫӗсене пухнине пӗлнӗ-ха. Анчах кӗнекене алла тытса ӗлкӗреймерӗ вӑл. Пичет кӑларӑмне пичетлеме Николай Лукианов усламҫӑ кӗмӗл уйӑрса пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ. Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар». Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ. Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗнеке хуплашки Ҫак кунсенче Шупашкарта, 7-мӗш типографире Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн «Кӗтне» ентешлӗхӗн Канашӗн председателӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ «Это — наша с тобой биография!.. Комсомольский район, 1939-2019. Только самые интересные факты» документсен пуххи кун ҫути курнӑ. Ку пулӑ республикӑри чи ҫамрӑк районсенчен пӗри, Комсомольски районӗ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. З000 экземплярпа кӑларнӑ кӗнекен аннотацийӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗмпех иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчи, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлакан, куҫ умне кӑларса тӑратакан документсенчен тӑрать. Валери Туркай пухса хатӗрленӗ, кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекен умсӑмахӗн авторӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Раҫҫей Федерациӗн хисеплӗ строителӗ В.Н.Гордеев документсен пуххине акӑ еплерех хаклать: «Это — наша с тобой биография!..» кӗнекен алҫырӑвне эпӗ савӑнса та хавхаланса вуласа тухрӑм, тӑван районӑм ҫинчен — унӑн пурте пӗлекен паттӑрӗсемпе ял ӗҫченӗсем ҫинчен ял хуҫалӑхӗн район экономики еплерех аталанни ҫинчен — ҫӗннине нумай пӗлтӗм. Шансах тӑратӑп, эсӗ те ку кӗнекере хӑвӑн валли хӑвна кирлине, хӑвӑншӑн усӑллине тупатӑнах! |
Культура
![]() Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫ иртӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ентешӗмӗрсемпе республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем тӗл пулӗҫ. Вӗсен йышӗнче, сӑмахран, Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев тата ыттисем. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарассине халалланӑ. Культура марафонне пирӗн тӑрӑхри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне ирттерме ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Чӑваш культурин пӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредстви пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Республикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне чаплӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫиччӗмӗш хут иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй хӑнисене хапӑл тунине кӑтартса хальччен пӗҫермен хуплу пӗҫерӗҫ. Пӗрремӗшенчен, вӑл кӗнеке евӗр пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл 300 килограмм тайӗ, тӑршшӗ вара 30 метрпа танлашӗ. Кукӑль-ҫӑмах пӗҫерекенсемшӗн капла пысӑк хуплу пӗҫересси пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Чӑваш Енри ӑстасем кукӑле темиҫе кун пӗҫерӗҫ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй кунӗнче уяв хӑнисене тата унта хутшӑнакансене тутлӑ хуплупа хӑналӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗмен хулинче чӑваш культурипе паллаштаракан историпе таврапӗлӳ музейӗ уҫӑлӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Инстаграмра пӗлтернӗ. Ӑна Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче йӗркелӗҫ. Музей уҫас шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнӑ темелле. 2002 ҫулта центра «Тӑван» чӑваш юррин ансамбльне ҫӳрекен Ольга Смирнова авалхи арча илсе пынӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн экспонат хыҫҫӑн экспонат пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсем пурте тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш культурин центрӗ халӗ Тӗменти Энергетиксен урамӗнчи 44-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ираида Маслова ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем вӗҫӗмех кӗрсе тухаҫҫӗ. Кӑҫал центрта музей валли пӳлӗм уйӑрнӑ. Музея йӗркелеме Ольга Федорова хастар хӗрарӑм нумай пулӑшнӑ. Паян халӑх музейӗн экспоначӗсен хисепӗ пинрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |