Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ иртрӗ. Ҫак фестивале йӗркелекенӗ кӑҫал та Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — чун юратнӑ ӗҫе аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшакан Олег Цыпленков) пулчӗ. Ӑна ирттерме хастарсен нимелле пулӑшу ыйтма тивсен те вӗсем чӑваш сценин пирвайхи ӑстисен: Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн — ӗҫне малалла тӑсасшӑн, чӑваш киноне тӗнчене кӑларасшӑн тӑрмашаҫҫӗ. Ӗнер, раштавӑн 6-мӗшӗнче, «Асам» хупӑнчӗ. Кӑмӑлтан тӳрех палӑртар: хальхи саманара чӑваш киновне аталантаракансен йышӗнче ҫамрӑксем йышли. Вӗсем хушшинче Мускаври ӑстасем патӗнче вӗреннӗ маттурсем те пурри. Гран-прие хӑш ӗҫе парасси тӳресене яланах хумхантарнине пытармарӗ Олег Цыпленков. Пурне те пама хатӗррине те палӑртрӗ вӑл. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, апла тӑваймӑн. Кӑҫалхи Гран-прие «В Красном море» документлӑ фильм тивӗҫрӗ. Сценари авторӗ — Сергей Щербаков, режиссерӗ — Андрей Митешин. |
Культура
![]() Раштавӑн 2-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш хут пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иртӗ. Унта куракансем юлашки ҫулсенче ӳкернӗ фильмсемпе паллашма пултарӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ, кинофестивалӗн информаци спонсорӗ пулнӑ май, пӗчӗк конкурс йӗркелени пирки пӗлтерет. Вӑл «Асам. Кинохаклав» ятлӑ пулӗ. Конкурса хутшӑнас тесен сирӗ кинофестивальте кӑтартнӑ фильмсен (конкурса хутшӑнаканнисем те, конкурса кӗменнисем те!) хаклавне хатӗрлемелле. Формачӗ — ирӗклӗ, 2000 саспаллинчен кая мар пулмалла (А4 калӑпӑш). Конкурса эпир чӑвашла ҫырнӑ кинохаклавсене йышӑнӑпӑр. Вӗсене кинофестиваль пынӑ вӑхӑтра (раштавӑн 6-мӗшӗччен) np@chuvash.org адреспа ярса памалла. Вырнаҫтарма юрӑхлӑ хаклавсене тӳрех сайта кӗртӗпӗр — вулакансем вӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Вырӑсла ҫырнӑ хаклавсене те йышӑнма пултаратпӑр, анчах вӗсем пирӗн конкурса хутшӑнаймӗҫ. Асӑрхаса хӑварни: пирӗн конкурса ярса панӑ хаклавсем кинофестиваль хаклавне хутшӑнмӗҫ. Ку конкурс — пирӗн сайт шайӗнче ҫеҫ йӗркеленӗскер. Фильсем хаклавне Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников хаклӗ. 1-мӗш вырӑншӑн 1000 тенкӗлӗ парне кӗтӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 500 тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 300 тенкӗ. |
Культура
![]() Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ. Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ. «Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра. Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ҫак кунсенче Пӗтӗм чӑвашсен 4-мӗш «Асам» кинофествалӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Фестиваль программинчи тӗрлӗ фильм хушшинче — Юрий Скворцов хайлавӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Амаҫури» фильм та пур. Ӑна Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем тӗнче тетелӗнче пӑхнӑ. Асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, фильма ачасем шкулти программӑпа килӗшӳллӗн Юрий Скворцовӑн «Амаҫури анне» хайлавне вуланӑ хыҫҫӑн курса тӗлӗннӗ. «Юрий Илларионовичӑн психологилле хайлавӗсем ҫыннӑн чун-чӗринчи пӑшӑрханӑвне, кулянӑвне, вӑл мӗн шухӑшланине тарӑннӑн кӑтартаҫҫӗ. Ҫакна курса ӗненчӗҫ те ӗнтӗ ачасем. Хайлав тӑрӑх ӳкернӗ фильма курсан 5 класс ачисем Митьӑшӑн ҫав тери пӑшӑрханчӗҫ, ӑна хӗрхенчӗҫ», — тет Алина Николаева вӗрентекен. Фильм режиссерӗ Н.Семенов, А. Ефремов оператор, В.Карсаков сценарист, О. Изванова, А. Бельская тата ыттисем те асӑннӑ фильм пысӑк пахалӑхлӑ пултӑр тесе нумай тӑрӑшнине те палӑртнӑ ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Михаил Журков. Максим Васильев сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ ентешӗмӗре, СССР халӑх артистне Максим Михайлова халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл гала-гонцертпа хупӑннӑ. Театр ӳнерне пур енлӗн хаклакан Маргарита Красотина журналист (вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫлет) гала-концертра пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшне Фейсбукра пӗлтернӗ. «Ӑсталӑх тӗрлӗ шоусӑрах тыткӑнлать. Драма артисчӗсем пӗр пуканпа тухаҫҫӗ те мӗн пултарни тӳрех курӑнать. Оркестр умне юрӑҫ тухса юрлать залра шӑплӑх хуҫаланать. Куҫ алчӑракан шоу — айккинелле пӑракан манёвр, ялтӑркка, чылай чухне пушӑлӑха хуплани. Шоупа ялтӑркка ҫукран эпӗ гала-концертсене юрататтӑм», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина. Опера фестивалӗнчи гала-концерт тӗрлӗ тумлӑ арисемпе декорацисенчен тата татти-сыпписӗр видеоран тӑнӑ иккен. Михаил Журков «Фавортикӑри» Альфонсо патша арине юрланине сӑнлакан сӑнӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ журналист хӑйӗн страницине. «Патшана вӑл хрустальсӗр те сӑнарлама пултарать», — пӗтӗмлетнӗ ӑста журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ уҫӑлчӗ. Ҫавна май ӗнерех пресс-конференци иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем унта пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ, фестиваль ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков культурӑн ҫак енне патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси ҫинчен калакан саккун йышӑнасси пирки ӗмӗтленет. Ҫак шухӑша вӑл пресс-конференцире кӑна мар, фестиваль уҫӑлас умӗн тухса калаҫнӑ чух та палӑртнӑ. Ҫӗршывӑн тепӗр регионӗсенче ун пек саккун пур-мӗн. Тӗслӗх вырӑнне Калининград облаҫне асӑнса хӑварнӑ. Аса илтерер: кинофестиваль иртнӗ май фильмсене виҫӗ кун кӑтартӗҫ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче 14 сехетре «Асам» IV кинофестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. |
Культура
![]() Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Иккассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пирӗн ентеш, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ, вӗрентекен Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт каллех утать ялтан яла» ятлӑ асӑну каҫӗ иртрӗ. Ял халӑхӗ , килнӗ хӑнасем малтанах Н.В.Шупуҫҫыннин пурнӑҫӗпе пуларулӑхне халалланӑ куравпа паллашрӗҫ.. Кунта Николай Васильевич ҫинчен хатӗрленӗ тӗпчев ӗҫӗсем, хаҫатра ҫырса кӑларнӑ статьясен пуххи, фотоальбомсем. Антонина Михайловна Михайлова, библиотека ертӳҫи, асӑну каҫне Стихван Шавли ҫырнӑ «Шупуҫҫынни» ятлӑ сӑввипе уҫрӗ. Залра пухӑннӑ ял халӑхне пирӗн ентеше хисеплесе килнӗ хӑнасемпе паллаштарчӗ. Ҫыравҫӑн пултарулӑхне хак парса Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессорӗ Родионов Виталий Григорьевич, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗчен доценчӗ Софронова Ирина Владимировна тухса калаҫрӗҫ. Тӗл пулӑва ҫавӑн пекех Шмелева Н.П тата А.Л. Шпаннагель поэтсем хутшӑнчӗҫ . Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Гаязетдинович Гельметдинов пӗрле пухӑнса Н.В.Шупуҫҫыннин кунне паллӑ тунипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, хӑнасене хисеплесе килнӗшӗн тав турӗ. |
Культура
![]() Вероника Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Иркутск хулинчи хастар чӑвашсем паллӑ ӑсчаха, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, тӗнчипе ятлӑ-сумлӑ Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ирттернӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Иркутск хула администрацине, Иркутск облаҫӗн Правительствине, Чӑваш Ен Культура министерствине, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне, Чӑваш наци конгресне, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музее, Томск облаҫӗнчи чӑваш культурин обществине, Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономине, Тутарсемпе пушкӑртсен культура центрне, кӑмӑлпа пулӑшнӑ ытти мӗнпур ҫынна тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чап-чап уйӑхӗ» ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта Александр Григорьевӑн, Трофим Иванов-Таҫукӑн тата Юрий Терентьевӑн тата Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилован кулӑшла калавӗсем кӗнӗ. Вӗсене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ — Галина Антонова, ӳнерҫи — Петр Сергеев. Кӗнекере ХХ ӗмӗрти хӑйне евӗрлӗх сӑнарланнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Раштавӑн 3-мӗшӗнче кӗнекене Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дина Гаврилова Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» фестивальне килнӗ. Ҫав вӑхӑтра киносен питчингне ирттерӗҫ. Дина Гаврилован ӗҫӗ те ҫавӑнта хутшӑнӗ. Дина Гавриловӑпа Чӑваш Ен наци вулавӑшӗнче раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехетре тӗл пулма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ ӑсчах, хальхи вӑхӑтри ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ литература критикӗ Виталий Станьял республикӑра пичетленнӗ ҫӗнӗ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ. Виталий Станьял хаклавне «Советская Чувашия» хаҫатра пичетленӗ. Сӑмах Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн (1911-1986) ҫырнисен пуххи пирки пырать. Ӑна икӗ чӗлхепе: вырӑсла тара чӑвашла — пичетленӗ. Ҫырнисен пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗсем — сумлӑ поэтӑн хӗрӗсем Еленӑпа Ольга Ухсайсем. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Ӑна Валерий Алексеев редакциленӗ. Ҫырнисен пуххи 1500 экемплярпа пичетленнӗ. Виталий Станьял ҫак ӗҫӗн сумлӑхне палӑртнӑ. Вӑл асӑрханӑ тӑрӑх, пӗрремӗшӗнчен, наци литературине илсен унччен Иван Яковлев ҫырӑвӗсене ҫеҫ пичетленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫырнисен пуххине литературоведсем пухманни. Ӗҫ типтерлӗ те содержани енчен пуян пулнине те асӑрханӑ Виталий Станьял. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |