Культура
![]() Чӑваш Енри кадетсем федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлкине хутшӑннӑ. Унта ача ҫурчӗсенче, шкул-интернатсенче, округри кадет корпусӗсенче вӗренекен ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи арҫын ачасемпе хӗрачасене, ӗҫри тивӗҫе пурнӑҫланӑ чух пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен ывӑл-хӗрне, общество пӗлтерӗшлӗ проектсенче, шкулти олимпиадӑсенче ҫӗнтернисене йыхравланӑ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ёлка, ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чулхулари «Юпитер» концертпа кану комплексӗнче иртнӗ. Унта Чӑваш кадет корпусӗнчи 2о ачана илсе кайнӑ. Хӑнасене Чулхулари патшалӑх университечӗн нимеҫисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем ачасемпе савӑнӑҫлӑ конкурссемпе тӗрлӗ вӑйӑ ирттернӗ. Чулхулари М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн актерӗсем юмах кӑтартнӑ. Хӗл Мучипе Юрпике ачасене пылак кучченеҫпе савӑнтарнӑ. Хулари экскурси те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштавӑн 27-мӗшӗнче «Чӑвашкино» кинозалӗнче Александр Осипов режиссерӑн «Рассвет» кӗске метражлӑ фильмне кӑтартӗҫ. Ку хупӑ кӑтарту пулӗ. Ҫакна Магнитогорскра вилнисене асӑнса йӗркелӗҫ. Пурнӑҫ мӗнле пулассине никам та пӗлмест. Ҫакна фильмри сӑнарсем те ӑнланса илеҫҫӗ. Фильм авторӗ – Шупашкарти «Два пути» пултарулӑх ушкӑнӗ. Кӗске метражлӑ фильма кӑҫал юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӳкернӗ. Тӗп сӑнарсене Раҫҫейри сериалсемпе фильмсенче ӳкерӗннӗ актерсем калӑпланӑ: Марина Засухина («Отец и сын», «Клюква в сахаре»), Сергей Баровский («Слепая», «Кулагин и партнеры», «След», «Глухарь. Продолжение» сериалсем). Ҫавӑн пекех Вырӑс патшалӑх драма театрӗн актерӗ Владимир Глушков ӳкерӗннӗ. Фильма курнӑ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе тата сӑнарсене калӑпланӑ актерсемпе калаҫма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Виталий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки пичетленнӗ. Ӑна автор статьясенчен, очерксенчен тата интервьюсенчен йӗркеленӗ. Паха ӗҫе хакласа Виталий Станьял ӑсчах «Московский комсомолец» хаҫатра ҫырса кӑларнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫпе паллашма ӗлкӗрнӗ Виталий Станьял Валерий Алексин ыттисем унччен темиҫе хутчен хускатнӑ темӑсене те ҫӗнӗлле, тарӑннӑн тишкернине ӑшшӑн палӑртнӑ. Валерий Алексин хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телекуравӗнче тӗп редакторта, «Советская Чувашия» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗнче ӗҫленӗ. Валерий Алексин халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшать. Хальхи вӑхӑтри паллӑ та сумлӑ публициста киносценарисем ҫырнипе те пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен тӗп хулинче, Шупашкарта, «СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» мегапроект иртӗ. Мега тесе проект пирки мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтереҫҫӗ. «СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» проект раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнӗлле форматлӑ мероприяти — Алексей Московский, Фарида, Вячеслав Христофоров («Янра юрӑ»), Елена Иовлева, Полина Борисова, Михаил Ӑраскал тата Вера Кожеманова проекчӗ. Асӑннӑ юрӑҫсем ку вӑл калӑпӑшлӑ музыка проекчӗ пулассине шантараҫҫӗ. Концерт И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура ҫуртӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Йӗркелӳҫесем билета ӑҫта туянмаллине те, епле номерпе шӑнкӑравламаллине те каланӑ. Мегапроект епле шайра иртнине унта кайса курсан хаклама май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршывӑн тӗп хулинче чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫалтӑрӗсенчен пӗрне, Ҫеҫпӗл Мишшине, халалласа литература каҫӗ ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки Мускав хулинчи Чӑваш культурин обществи Фейсбукра паян хыпарланӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа (кӑвар чӗреллӗ поэт 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ) 120 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти Мускаври Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнчи 6-мӗш залра иртӗ. Литература каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна Мускав хулин Правительстви, Мускав хулин наци политикин тата регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑвӗн департаменчӗ тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫапла ӑнланма пулать литература каҫӗ пирки йӗркеленӗ анонса тишкерсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш пуканине ӑсталакан Терентий Дверенина халалланӑ кӗнеке-альбом пичетленӗ. «Чувашский мир Терентия Дверенина» ятлӑ ӗҫӗн авторӗ — Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ. Апла кӗнеке унччен пулманччӗ-и вара тесе пуҫ ватма кирлӗ мар. Пулнӑ. 2009 ҫулта. Халӗ, ав, вунӑ ҫул иртсен, ӳркенмен Геннадий Иванов-Орков ӗҫе ҫӗнетнӗ, пуянлатнӑ, тарӑнлатнӑ, туллилетнӗ. Кӗнеке-альбома алла илсен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ алӑ ӑстин пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, Дверенин шурсухал ҫинчен те тӗплӗнрех пӗлме май килӗ. Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Раҫҫей 24» телеканалтан илнӗ скриншот Чӑваш Енри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи планеркӑра Чӑваш патшалӑх автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявланӑ чух усӑ курмалли логотипа тишкернӗ. Концепцие хатӗрлекенсем логотипра наци тӗсӗсемпе, тӗррисемпе тата ерешӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавракапа та пур. Татти-сыпписӗр йӗр вӑхӑтпа инҫӗше пӗрлештерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Логотипри ҫаврака хӗвеле палӑртать тесе ӑнлантарнӑ. Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май вӑл тата «ҫавра» датӑна пӗлтерет тенӗ. Логотипра Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсене, сӑнсене, производствӑри кадрсене усӑ курнӑ. Логотиппа полиграфи продукцине кӑларнӑ, ытти ҫавӑн пек ҫӗрте усӑ курасшӑн. Логотип концепцине уява хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ йӗркелӳ ушкӑнӗн ларӑвӗнче сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() old.muzuch.ru сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен тӗп хулинче Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи регионсенчи композиторсен XXX фестивалӗ пырать. Юрӑ-ҫемӗ мероприятине ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Фестивале Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан, Удмурт республикисенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри композиторсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприятие уҫма пуҫтарӑнсан, сӑмах май, Чӑваш Енри Композиторсен союзӗн ертӳҫине, Чӑваш Ен ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорне Николай Казакова РФ Композиторсен союзӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче 14 сехетре камера музыкин, 18 сехет те 30 минутра Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вокалпа хор музыкин концерчӗ пулӗ. Унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алмаз Фаттахов сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Анат Камӑри Чӑваш наципе культура центрӗ 30 ҫулхи юбилейне тата Чӑваш гимназийӗ уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине уявланӑ. И. Садыков ячӗллӗ ачасен пултарулӑх центрӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ каҫа Францирен Галина Спиридонова та килсе ҫитнӗ. Вӑл хӑйне пӗр хрантсус 1942 ҫулта ӑсталанӑ телей кайӑкне илсе килнӗ. Ӑна Галина Михайловна 34 номерлӗ гимнази-интернат директорне (вӑлах Анат Камӑри ЧНКЦ Канашӗн ертӳҫи иккен) Галина Ляховӑна панӑ. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Францине тыткӑна лекнӗ совет салтакӗсене илсе пынӑ. Пӗчӗк хрантсус вӗсене шеллесе вӑрттӑн апат ҫитернӗ. Пӗр салтакӗ ҫав ачана алӑ вӗҫҫӗн тунӑ куйкӑрӑша парнеленӗ. Малашне ҫав реликви Анат Камӑра упранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Раштав уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗске метражлӑ кино» акци иртет. Палӑртмалла: кунашкал мероприятие пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Акци республикӑри 90 лапамра иртӗ. Кӗске метражлӑ тата анимаци фильмӗсене хуласенче те, ялсенче те кӑтартӗҫ. Шупашкарта вӗсене 9 лапамра курма май пулӗ. Лапамсенчен пӗри – «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ. Киносене аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, ачасем те курайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |