Культура
![]() Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки Тамара Красотина ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Кун пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина (ӑна чылайӑшӗ «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ пулнипе пӗлет) Фейсбукра хыпарланӑ. «Сцена ҫинчи унӑн дебючӗ кинори сюжет евӗр пулнӑ. Амур ҫинчи Благовещенск хулинчи театрта тӗп сӑнар рольне выляма 15 ҫулта тухнӑ», — тесе ҫырнӑ журналист. Ун чухне вӑл театр студийӗнче вӗреннӗ. Ҫамрӑк хӗр урине хуҫнӑ артист вырӑнне вылянӑ. Спектакле хулана пынӑ Рокоссовский маршал тата ҫар командованийӗ валли вылянӑ. Маршал ҫамрӑк артисткӑна пӗр курупкӑ канихвет парнеленӗ. Ҫав спектакль хыҫҫӑн ҫамрӑкскере Амурти облаҫ театрне йыхравланӑ. 16 ҫул харӑсах икӗ театрта ӗҫленӗ артисткӑ. Кайран Тӗменте, Магнитогорскра, Чӗмпӗрте, темиҫе вунӑ ҫул Шупашкарта тӑрӑшнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Алексей Красотин театра ӗҫлеме Константин Рокоссовский пилленипе лекнӗ. Ку вӑл Польшӑра, Ҫарсен ҫурҫӗр ушкӑнӗн вырӑс театрӗнче пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пилӗк ҫултан Тамарӑпа Алексей тӗл пулнӑ. Легендарлӑ маршалпа иккӗшӗ те пӗр вӑхӑталла тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗл пулнинчен тӗлӗнсе каярах пӗрре ҫеҫ мар аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенчен кӑшӑлвируса пула самайӑшӗ онлайн мелпе иртеҫҫӗ. «Славься, Чувашия!» (чӑв. Чаплӑлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ ҫак кунсенче малалла пырать. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Комсомольски районӗ те хутшӑннӑ. Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫланнӑ, Шупашкарта вӗҫленӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнмалла. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи карттӑ ҫине пуссан районсен видеороликӗсемпе паллашма пулать. Видеороликсенче район-хлуан паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, муниципалитетсен гимнӗсем янӑраҫҫӗ. Флешмоб мӗнпур район-хула Чӑваш Республикин гимне юрланипе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Асамат кӗперӗ» тӗнче тетелӗнчи фестиваль ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль тӗллевӗ — республикӑмӑр наци музыка пултарулӑхне сарасси тата 100 пин юрӑллӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне кӑтартасси. Фестивале уйрӑм юрлакансем те, хор коллективӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗркелекен мероприятире хӑйсен пултарулӑхне профессилле ушкӑнсем те, вӗренекенсем те кӑтартайӗҫ. Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене виҫӗ енпе хаклӗҫ: академилле юрӑ, халӑх юрри, фольклор юрри. Мероприяти пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма Мускавран субсиди илме тивӗҫнӗ. Конкурса Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви ирттернӗ. Роспичет уйӑракан укҫапа Ю.Ю. Ювенальевпа С.Ю. Ювенальевӑн «Этническая религия, традиционные праздники и обряды суваро-булгар – предков чувашей» кӗнекине пичетлӗҫ. Сӑвар-пӑлхарсем ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствинче унччен те кӗнекесем кӑларнӑ. Маларах пичетленисем: «Военное искусство суваро-булгар», «Ювелирное искусство суваро-булгар», «Материальная и духовная культура суваро-булгар – предков чувашей». Федераци укҫи-тенкипе Чӑваш кӗнеке издательствинче унччен те кӗнекесем кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсен тата ӳкерчӗксен «Пӗрле – Вместе» онлайн-конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен чӑваш тумне кӑтартса пама тивнӗ. Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулти Илемпи Кузьминан «Современный чувашский наряд в мире красоты» (чӑв. Илем тӗнчинчи хальхи чӑваш тумтирӗ) ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш лицейри Дарина Иванова наци тумне тӑхӑннӑ, асанне юмахӗсене вулакан хӗрачасене сӑнланӑ. Унӑн тӑрӑшӑвне иккӗмӗш вырӑнпа палӑртнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 160-мӗш ача пахчинчи Валерия Волкова. 209-мӗш ача пахчинчи Николай Васильев ӗҫне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. «Ӳкерчӗк» номинацире Шупашкарти 39-мӗш шкулти Арина Николаева пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, 18-мӗш вӑтам шкулти Злата Нарицына «Эпӗ хитре чӑваш хӗрӗ» ӳкерчӗкпе — иккӗмӗшне, 3-мӗш ача пахчинчи Алексей Терехов «Манӑн Чӑваш Ен» темӑпа — виҫҫӗмӗшенче. Куракансене килӗшнӗ ӗҫ вара — 4-мӗш лицейри София Матвеевӑн. Вӑл матрёшкӑна чӑвашла тумлантарнӑ, ӗҫчен чӑваш халӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май мероприятисене ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ирттерӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗнче массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ темиҫе производство уҫӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртӗ. Унта республикӑн ҫитес пилӗк ҫуллӑхри социаллӑ экономика аталанӑвне тишкерӗҫ. Ҫав кунах Шупашкарти юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи Хӗрлӗ лапама уҫӗҫ, Хӗрлӗ Чутайра – Ҫӗнтерӳ лапамне тата ҫуран ҫӳрекенсен аллейине. Мӗнпур пулӑма Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче кӑтартӗҫ. Шупашкарти Наци музейӗнче «Золотая россыпь веков» (чӑв. Ӗмӗрсен ылтӑн вырӑнӗ) наци тумӗн куравӗ уҫӑлӗ. Коллекцие мода историкӗ Александр Васильев илсе килӗ. Курав Шупашкарта темиҫе уйӑх ӗҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчи чылай мероприяти: флешмобсем, фотоакцисем, конкурссем – инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртӗ. Онлайн ирттермелли мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Уҫӑ тӳпе айӗнчи театр ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май «Нарспи» мюзикла пурте пӑхайӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче классика кӗввин фестивалӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Петр Иванов (1920 – 1983) ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулса ӗҫленӗ. Пулас актер Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кивӗ Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти театр училищин гримпа парикмахер тата актер уйрӑмӗсенче, Мускаври ГИТИСра актер уйрӑмӗнчи чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. Профессири ӑсталӑха туптассине вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче гримерпа актертан пуҫланӑ. 1947–1983 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче «Грим» дисциплинине 1950–1983 ҫулсенче вӗрентнӗ. Сцена ҫинчи 40 ҫулта Петр Иванов 100 ытла роль калӑпланӑ. Унӑн ячӗпе тӑван ялӗнчи урамсенчен пӗри хисепленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев). Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ. 1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ. 1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ. Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хулинче «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурса хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал вӑл куҫӑн мар майпа иртӗ. 2020 ҫулхи фестивале 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитичченхисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Шкулта вӗренекен ача-и, культура учрежденийӗ ҫумӗнчи пӗр-пӗр клубра пултарулӑха туптать-и, юрлас-ташлас енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илет-и — хутшӑнма никама та чармӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне «Янра, чӑваш юрри!» номинацире вокал ӑсталӑхӗ енчен хаклӗҫ, «Айтӑр пӗрле ташлар-и!» ятлинче – хореографи ӳнерне; «Чӑваш паттӑрӗ» – вӑйлӑ ачасем валли; «Этно-кроссворда» суйласан чӑваш историне, йӑли-йӗркине тата культурине пӗлнине кӑтартма тивӗ. Фестиваль-конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницинче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки разных народов» (чӑв. Тӗрлӗ халӑх юмахӗсем) ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унта тӗрлӗ этносӑн культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан хайлавсене пухнӑ. Кӗнекере пурӗ — 18 хайлав. Вӗсене тӑхӑр темӑпа ушкӑнланӑ. Кашни темӑра сюжечӗ тата идейи енчен пӗр пекрех юмахсем. Никӗсе чӑваш халӑх юмахӗсене хунӑ. Кӗнекене вуласа ӑнланма ачана та ансат, аслине те. Кӑткӑс мар сюжетлӑ юмахсемпе паллаштарнӑ унта. Ҫӗнӗ кӑларӑма Елена Енькка пухса хатӗрленӗ. Художникӗсем — вӑл хӑй тата унӑн мӑшӑрӗ Станислав Юхтар. Редакторӗ – Ольга Федорова. Сӑмах май каласан, Елена Еньккапа Станислав Юхтар шкулта чылай ҫул ачасене вӗрентнӗ. Елена Енькка чӑваш чӗлхи учебникӗсене те хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |