Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

«Чӑвашкино» чӑваш патшалӑх киностудине тата электрон документацин архивӗнче Кӑркӑстанри кинематографистсем пулнӑ.

Вӗсем Совет Союзӗн маршалӗн А.И. Еременкӑн «Годы возмездия» кӗнекине тӗпе хурса Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 10 паттӑрӗ ҫинчен фильм ӳкереҫҫӗ иккен. Ҫав паттӑрсенчен пӗри — Чӑваш Енри Вӑрнар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Фёдор Иванович Ашмаров.

Кӗске метрлӑ фильма Латвинче, Кӑркӑстанра, Узбекистанра, Каракалпак Республикинче, Пушкӑртстанра, Тутарстанра, Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускав облаҫӗнче ӳкернӗ. Кино ӳкерес ӗҫе 2018 ҫулта пуҫланӑ.

Хӑнасене «Чӑвашкино» ертӳҫин ҫумӗ Олег Цыпленков В.В. Николаевӑн «Генеалогия чувашского народа» кӗнекине тата Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗн статуэткине парнеленӗ.

 

Культура

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗпе саламланӑ.

«Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑ-шать.

Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш.

Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчев-ҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата унӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», — тенӗ Олег Николаев хӑйӗн саламӗнче.

 

Культура
Ирина Удалова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж
Ирина Удалова архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж

Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкулта 8-мӗш «а» тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстипе Геннадий Иванов-Орковпа тӗл пулнӑ.

Ачасене асӑннӑ район центрӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музее йыхравланӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Хӑйӗн ӗҫне юратса, чунтан тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлакан Геннадий Иванов-Орков искусствовед ӳнере халалланӑ сахал мар кӗнеке пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнеке-альбом. 100 ҫултан каҫнӑ ҫав паллӑ ӑста нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Геннадий Иванов-Орков ӑна халалласа икӗ хут та кӗнеке пичетленӗ. Маларах — 2009 ҫулта. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫав ӗҫе ҫӗнетсе пичетленӗ.

Сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату вӗҫӗмех шкулсене, вулавӑшсене, ача пахчисене тухса ҫӳрет. Паян вӑл Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансемпе курнӑҫнӑ.

Сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе тӗл пулни ӑна яланах хаваслантарать. Альбина Юрату хӑйӗн сӑввисене вуланӑ.

Ачасемпе тӗл пулма ача пахчин воспитательници Татьяна Тихонова чӗннӗ. Асра юлмалли тӗл пулушӑн сӑвӑҫ ӑна тав тунӑ, пур енлӗн ӑнӑҫу суннӑ.

 

Культура
Клипри сӑн
Клипри сӑн

Алексей Московскийӗн «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑн клипне — ӑна ку вӑхӑта ҫити темиҫе теҫетке пин хут пӑхма ӗлкӗрнӗ — мӗнле ӳкерни ҫинчен «ПроГород» кӑларӑм каласа панӑ. Клип хӑй те нумаях пулмасть ҫеҫ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Youtube-ра вырнаҫӑннӑ.

Александр Яшков блогер каласа панӑ тӑрӑх, хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ, вӗсем хушшинче вырӑнти ҫынсем те, клипра тӳлевсӗр ӳкерӗннӗ. «Пурте тӳлевсӗр вылянӑ: трактористсем, ялти ҫынсем, чӑхсем те, хурсем те», — тенӗ Богатырь ятпа ытларах паллӑ блогер.

Клип ӑнӑҫлӑ пулса тухнин сӑлтавӗ пӗтӗм команда килӗшӳллӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. «Куракансем пирӗн ӗҫе хаклани, тав тунине илтни, ҫав шутра яланхи хейтерсенчен те, савӑнтарать», — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ командӑри тепӗр ҫын Евгений Григорьев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62665
 

Культура
sovch.chuvashia.com сайтри сӑн
sovch.chuvashia.com сайтри сӑн

Шупашкарта иртекен кинофестивале кӑҫал 13-мӗш хут йӗркелӗҫ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртӗ.

Кӑҫал та конкурс программине хутшӑнакан фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программӑсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, пресс-конференцисем, ҫавра сӗтелсем йӗркелеме палӑртнӑ.

Кинофестивале Дмитрий Астраханӑн «Судьба диверсанта» ҫӗнӗ фильмӗпе уҫӗҫ. Ӑна пурнӑҫри пулӑмсене тӗпе хурса ӳкернӗ. Халӗ жюри пайташӗсене, конкурс фильмӗсен элчисене суйлаҫҫӗ.

 

Культура
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Каҫал тӑрӑхӗнчисен «Кӗтне» ентешлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Валери Туркай поэт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ентешлӗхӗн канашӗ ҫӗнелнӗ. Халӑх пӗрлешӗвне ертсе пыма ларура Чӑваш халӑх поэтне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫине, Комсомольски районӗн тата Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ ҫыннине Валерий Туркая шаннӑ.

«Кӗтне» ентешлӗхе 1998 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисенчен пӗри шӑпах Валери Туркай пулнӑ та. Ентешлӗх Шупашкар хулинчи обществӑпа культура ӗҫне те хастар хутшӑнать. Паллӑ чӑваш халӑх поэтне вара ентешлӗхе ертсе пыма тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ суйланӑ.

«Кӗтне» ентешлӗхӗн ларӑвне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П. Краснов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ В. Гордеев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ С. Лукиянов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Галкин тата ыттисем хутшӑннӑ.

 

Культура
Ирина Оленкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ирина Оленкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.

Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.

Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.

Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.

 

Культура

Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ. Беларуҫ республикин информаци министерстви йыхравӗпе унта виҫҫӗмӗш хут — юлашки ҫулсенче беларуҫ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе хастар ӗҫлекен чӑваш Халӑх поэчӗ Валери Туркай — хутшӑннӑ. Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ.

Хальхинче Валери Туркая Минскра ырӑ тӗрӗнтермӗш кӗтсе тӑнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ. Чӑваш поэтӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисен куҫаруҫи пулса хӑйӗн пултарулӑхне Беларуҫри чи паллӑ сӑвӑҫисенчен пӗри, Беларуҫ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Мятлицкий кӑтартнӑ.

Кӗнеке умсӑмахне Беларуҫ Республикин информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ.

 

Культура
kramola.info сайтри сӑн
kramola.info сайтри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, университетӑн пӗрлештернӗ команди КВНра палӑрнӑ, Премьер-лигӑна лекнӗ. Тепӗр вӑйӑ пуш уйӑхӗнче иртӗ, ентешӗмерсене те Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ.

«ЧПУн пӗрлештернӗ команди» кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери «КиВиН-2020» КВН фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Сочире иртнӗ. Фестивальте ентешӗмӗрсене ҫӑмӑлах пулман. Ара, унта 457 команда хутшӑннӑ, вӗсен 10 проценчӗ кӑна «Премьер-лигӑна тата «вышкӑна» тухнӑ.

Палӑртмалла: Чӑваш Енрен ЧПУ команди ҫеҫ кунашкал шая тухнӑ, унччен кун пекки пулман. Сочире иртнӗ фестивальте пирӗн студентсем залри ҫынсене кӑна мар, Александр Масляков телеертӳҫе те култарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62503
 

Страницӑсем: 1 ... 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, 204, 205, [206], 207, 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, 215, 216, ...419
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 21

1925
100
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
100
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
78
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
70
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем