Культура
«Чӑваш тӗрри – халӑхӑн мӗн авалтан упранса юлнӑ пуянлӑхӗ. Вӑл чӑвашсен ӗлӗкхи пурнӑҫне уҫса паракан тупра шутланать, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑсчахсем паянхи кун та тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова. Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталия Захарова-Кульевӑн «Волшебные узоры кӗскӗ. Асамлӑ кӗскӗ эрешӗсем» альбом каталогӗ пичетленнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн редакторӗсем – А.Г. Майорова, О.Г. Кульев. Ӳнерҫи – Н.В. Андреева. Ҫак кӗнекере хӗрарӑм кӗпин пӗвӗ ҫумне ҫӗлесе хума хатӗрленӗ мӑшӑр эрешлӗ пир татӑкӗсене илсе кӑтартнӑ. «Чӑвашсем ҫак татӑка сыпмалли («сып» глаголтан пулнӑ) тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӗпе пӗвӗн кӑкӑр умне хушса ҫӗленӗ... XIX ӗмӗр ҫурриччен ҫак пир татӑкӗсене елмен (эрмен) пурҫӑнӗпе анчах тӗрленӗ. Ҫемҫе те йӑлтӑркка ҫип эрешсене тата та пуянрах, селӗмрех кӑтартнӑ. Ӗлӗкхи чӑваш хӗрарӑмӗсем сыпмаллисене ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ, килӗшӳллӗ, килпетлӗ ӑсталама пултарнӑ», – тесе ҫырнӑ кӗскӗ эрешӗсем пирки Наталия Ивановна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртет. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халаллӗҫ. Тӗп мероприятисем ЧР Наци вулавӑшӗнче иртӗҫ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче ӳнер литературин пайӗнче Вырӑс драма театрӗн артисчӗсемпе Борис Кукинпа, Лариса Былинкинӑпа, Татьяна Яфановӑпа тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Дмитрий Фадейчевпа тӗлпулу иртӗ. Акцие хутшӑнакансем «Чӗрене юрӑпа тултарар» ятлӑ концерт курма пултарӗҫ. Докуметлӑ фильмсене юратакансем Виктор Чугаровӑн «Берлинран пуҫласа Париж таран куҫса ҫӳрени» ятлӑ ӗҫне курма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех вулавӑшра пултарулӑх лапамӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те мероприятисем иртӗҫ. Шупашкарти ӳнер училищине те ҫитсе курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗннче, Иван Яковлева сума суса Шупашкарта астӑвӑм кунӗ иртӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ ҫынна хисеплекенсем Шупашкарта Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ палӑк умне пухӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланмалла. Иван Яковлева асра тытнине палӑртса митинг ирттерекенсем хушшинче — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкарпа Чӑваш епархийӗ тата ыттисем. Иван Яковлев XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӗҫленӗ. Вӑл чӑваш шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, православи литературине чӑвашла куҫарнӑ. Иван Яковлев 100 ытла кӗнекепе брошюра пичетленӗ, 400 ытла шкул уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сайтри сӑн Китайри Шанхай хулинче ачасен таварӗсен тата теттисен China Toy Expo 2019 куравра Чӑваш Енри теттесем те ҫитнӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ бренд – резин мечӗксем – кӑтартнӑ. Вӗсене трафаретпа сӑрланӑ. Шанхайри курава Китайри тата ют ҫӗршыври пӗрремӗш класлӑ 2500 ытла тетте илсе килнӗ. Шанхайри предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мечӗксене Китайри, Аслӑ Британири, Индири, Японири тата Индонезири ҫынсем килсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Александр Степанов чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парать Паян Шупашкарта XXIV чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Вӑл ҫулсерен иртет. Йӗркелӳҫӗсен йышӗнче педагогика университечӗ (вӗсем патӗнче пухӑнаҫҫӗ), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑвашри эсперанто ассоциацийӗ. Яланхи пекех чӗлхе фестивалӗ питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ — хӑнасем нумай-нумай чӗлхесемпе паллашрӗҫ. Лекцисем пӗр харӑс 17 аудиторире иртрӗҫ. Сӑмах май, чӗлхесем тӗрлӗрен пулчӗҫ — чӑвашсемпе юнашар пурӑнакан ҫармӑссемпе ирҫесенчен пуҫласа инҫетри корейсемпе китайсен чӗлхисемпе те паллашма пулатчӗ. Паллах, фестиваль чӗлхесем вӗренмелли вырӑн мар — ун тӗллевӗ: тӗнчен тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса парасси. Ҫавӑнпа та лекторсем ытларах чӗлхесенчи кӑсӑк енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ вӑл вӑхӑтрах — инҫетрен килнӗ хӑнасем. Сӑмахран китай чӗлхипе паллаштаракансем йышлӑн пулчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе Александр Степанов паллӑ вӗрентекен паллаштарчӗ. |
Культура
Чӑваш Енпе Крым Республики культура тата ӳнер енӗпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ҫак хыпара ЧР Культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута енсем ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пусса йышӑннӑ. Документа икӗ министр алӑ пуснӑ: Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев тата Крым Республикин министрӗ Арина Новосельская. Ҫак кунсенче Крымра Чӑваш Республикин кунӗсем иртеҫҫӗ. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн культурӑпа ӳнер учрежденийӗсен, наципе культура центрӗсем туслӑн ӗҫлӗҫ. Сӑмах май каласан, 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ республика суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑх тата техника, социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юпа уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче Швецин Мускаври посольстви тата Швед Институчӗ пулӑшнипе «Полигон» культура центрӗ Скандинави кинематографӗн ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллаштарӗ. Куракансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ чи лайӑх 8 фильмпа – мелодрамӑсемпе, ҫамрӑксен драмисемпе тата ҫемье киновӗпе - паллаштарӗҫ. Вӗсем пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енри швед киновӗн уявне Швецин Мускаври посольствин культура енӗпе ӗҫлекен канашҫи Стефан Ингварссон уҫӗ. Чи малтан шведсен паллӑ ҫыравҫин Астрид Линдгренӑн шӑпи пирки ӳкернӗ кинолентӑна кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш наци музейӗ «Амазонки поколения Z» (чӑв. Z ӑрури амазонкӑсем) сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Музейҫӑсем ӑна «Амазонки донских степей» (чӑв. Дон тӑрӑхӗнчи ҫеҫенхирхсенчи амазонкӑсем) курав иртнӗ май йӗркеленӗ. Конкурса хутшӑнакансен курав экспоначӗсем тӗлӗнче ӳкерӗнмелле пулнӑ. Сӑнӳкерчӗке музейӑн тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи фотоальбомра вырнаҫтарма тивнӗ. Ӳкерӗннӗ чух бутафори хӗҫ-пӑшалӗпе: сӑнӑллӑ ухӑпа, авалхи салтаксен хӗҫӗпе тата сӑнӑпа — усӑ курма ирӗк панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне тӗнче тетелӗнчи сасӑлав урлӑ палӑртнӑ. Мария Самделова 102 сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 55 сасӑллӑ Анна Казакова – иккӗмӗш, 41 сасӑллӑ Людмила Чулахова — виҫҫӗмӗш. «Ҫамрӑк амазонка» — Елизавета Мершина, «Амазонкӑсен тусӗ» — Илья Мершин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта халиччен йӗркелемен «ЭРЕШ» орнамент-фест пуҫласа иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче пулӗ. Культура мероприятине «РОДИНА. НАСЛЕДИЕ» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв. Эткерлӗх) фондпа Чӑваш наци музейӗ РФ Культура министерстви, Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствисем пулӑшнипе йӗркелӗҫ. «ЭРЕШ» орнамент-феста халӑх промыслисене тата ремёслисене сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта тӗрӗ ӑстисем, тӑмран тӗрлӗ япала хатӗрлекенсем, художниксем, дизайнерсем тата ыттисем пухӑнӗҫ. Чӑваш Енрен кӑна мар. Ют регионсенчен те. Хӑнасем Чӑваш наци музейӗн эсконачӗсемпе те паллашайӗҫ. Орнамент-фест вӑхӑтӗнче фольклор ушкӑнӗсем те хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Что творят мужчины?» спектакль пулӗ. Унта Раҫҫейри паллӑ актер Сергей Астахов вылӗ. Камитри ӗҫсем 1920 ҫулта Петроградра пулса иртеҫҫӗ. Спектакльте интереслӗ сценӑсем нумай. Актерсем камите пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ – вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнаҫҫӗ тейӗн. Ҫавӑн пекех камитре Александр Горшков, Олег Гербутов вылӗҫ. Билетсем 600-1100 тенкӗ тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |