Культура
![]() Чӑваш Ен патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ ҫӗрте вырӑн уйӑрса парӗҫ. Кун пирки ансамбль директорӗ Сергей Кузнецов республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Роза Лизаковӑна пӗлтернӗ. Министр Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тата юрӑпа ташӑ ансамблӗн коллективӗсемпе тӗл пулнӑ. Сергей Кузнецов каланӑ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кайран унти хӑш-пӗр пӳлӗме юрӑпа ташӑ ансамбльне парӗҫ. Юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫма Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗ те хатӗрленет. Учреждение «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑртнисене кӑҫалхи юпа уйӑхӗ вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Артем Устюжанин / E1.RU сӑнӳкерчӗкӗ Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ. Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла. Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан. Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кун ҫути кӑтартнӑранпа 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 115 ҫул ҫитет. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, сумлӑ ӑсчах, Николай Никольский Хусан хулинче кӑларма тытӑннӑ. Паллӑ кун умӗн «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Аудиохаҫат» сасӑ проекчӗ пуҫарнӑ. Наци медиахолдингӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне самана таппин юхӑмне шута илсе хатӗрленӗ. Хальхи саманара вӑхӑт нихҫанхинчен хаклӑ. Юратнӑ хаҫатсемпе тӗплӗн паллашма ӗлкӗреймесен те тӗнче тетелне ватти-вӗтти таран кӗрет. Наци медиахолдингӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материалсене суйласа илсе аудиоверси формата куҫарма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Mychu.ru сайтри сӑн Етӗрне хулинче Ленин урамӗнче 17 томлӑ словарь авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурт упранса юлнӑ. Чӗлхеҫӗ унта 4 ҫул тултариччен пурӑннӑ. Кӑҫал Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ май ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетесшӗн. Вӑл хула админситрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать, хыснара вара ун валли укҫа ҫук. Етӗрнесем ЧР Культура министерствине проектӑн ӑслӑлӑх-проект документацине хатӗрлеме заявка панӑ. Ку ведомство вара Финанс министерствине укҫан пулӑшма ыйтса заявка хатӗрлет. Сӑмах май, Николай Ашмарин ҫуралнӑ ҫурта 2010 ҫултах ҫӗнетме палӑртнӑ. Анчах ун чухне проект экспертиза витӗр тухман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сербсен паллӑ ҫыравҫин калавӗсен пуххине чӑвашла куҫарса кун ҫути кӑтартнӑКультура
![]() Кӗнеке хуплашки «Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен» — ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай серб халӑхӗн ку чухнехи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричкевичӑн хӑй чӑвашла куҫарнӑ калавӗсен ҫак кунсенче Шупашкарта кун ҫути курнӑ пуххине. Кӗнеке ячӗ хӑйех пире ку калавсенче сӑмах мӗн пирки пынине уҫӑмлӑн калать — ҫапла, ҫапла: М. Джуричковичӑн питех те ансат та сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ кӗске калавӗсенче эпир аякри сӑрт-туллӑ ҫӗршывра икӗ пӗртӑван-йӗкреш еплерех ӳссе харсӑр та пултаруллӑ йӗкӗтсем пулса тӑни ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарӑн шухӑша яраканни те, куҫҫуль кӑлараканни те. «Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ», — тенӗ ваттисем. 2019 ҫулта Белградра, «Алма» издательствӑра Валери Туркайӑн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑччӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе М.Джуричкович та хастар хутшӑннӑччӗ, чӑваш поэчӗн сербла тухнӑ кӗнеки валли ятарласа статья ҫырнӑччӗ. Халӗ вара чӑваш вулаканӗ серб ҫыравҫи калавӗсене тӑван чӗлхипе вуланса киленме пултарать. Милутин Джуричкович, серб халӑхӗн паллӑ поэчӗ, прозаикӗ тата литературовечӗ, 1967 ҫулта Югославири Дечаны ятлӑ хулара ҫуралнӑ. | ||
Культура
![]() misis.ru сайтри сӑн Канмалли кунсенче КВН тӗнчине лайӑх хыпар сарӑлнӑ – Чӑваш Енри команда ҫурмафинала тухнӑ. КВН вӑййине федераци каналӗпе ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пӗрлештернӗ команди премьер-лигӑра пулнӑ. Пирӗн ентешсем маттурлӑхӗпе палӑрса ҫурмафинала тухнӑ. Вӑйӑ маларах иртнӗ, ӑна вара халь кӑна кӑтартаҫҫӗ. ЧПУ командин эфирӗ малтан пулнӑ, 4-мӗш вӑйӑ вӗҫленсен Дмитрий Хрусталев ЧПУн пӗрлештернӗ команди те ҫурмафинала тухни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Шупашкарти пӗр урама Габдулла Тукай ятне парасшӑн. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ырланӑ. Ку ыйтӑва Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ мероприятире сӳтсе явнӑ. Ку шухӑша Шупашкарти тутарсен наци культурин автономийӗн пуҫлӑхӗ Хайдяр Сафиуллин сӗннӗ. Тутар наци конгресӗ те Хусанти пӗр урама чӑвашсен паллӑ ҫыннин ятне пама хатӗр. Палӑка тата асӑну хӑмине вырнаҫтарас ыйтӑва та вӑл хӑйӗн ҫине илӗ. «Шухӑша ырлатӑп. Чӑваш Ен тата Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ ҫул ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, икӗ халӑха тата пӗрлештерӗ», - тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, коллеги ларӑвӗнче Республикӑн 5 ҫуллӑх программинчи культурӑпа ҫыхӑннӑ пайне тишкернӗ. Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, мухтаса та ырласа сахал калаҫнӑ. Ларура ҫивӗч ыйтусем, тимлӗх кирлӗ объектсем пирки сӑмах хускатнӑ. Сӑмахран, Оперӑпа балет театрне юсасси. Ача-пӑчан вӗренӳ туризмне те сӳтсе явнӑ. Республикӑн районӗсемпе хулисенче пурӑнакан ачасене Шупашкарпа тӑтӑшрах паллаштарма тӑрӑшмалла. Тӑван тӑрӑх историне пӗлни вӗсенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратасса шанаҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем музыка, художество, драма енӗпе ҫамрӑк специалистсем кирлине палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин кунне ҫирӗплетесси пирки те калаҫу пулнӑ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Андрей Чэнӑн ҫӗнӗ кӗнеки Андрей Чэн ҫыравҫӑ вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларчӗ — вӑл «Пӑлхар ҫар ҫынни». Кӗнекери ӗҫсем Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче пулсан иртеҫҫӗ, ӑна историллӗ-приключениллӗ жанрпа хайланӑ. Вулакансем 13 ӗмӗрти пӑлхар-чӑвашсем тутар-монголсене хирӗҫ епле кӗрешнипе паллашӗҫ. Икӗ пайран тӑракан (пӗри «Пӑлхар ҫар ҫынни» ятлӑ, тепри — «Шурӑ ҫар ҫынни») 100 страницӑллӑ кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра пин экземплярпа ҫапӑнса тухнӑ. Туянас кӑмӑл пур пулсан лавккасенче ӑна 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Электронлӑ версине туянас кӑмӑл пур пулсан автор ӑна 300 тенкӗпе сутать, сирӗн унпа Andrey_Chen2020@mail.ru адреспа ҫыхӑнмалла. Кӗнекене почта урлӑ та ҫырӑнса илме май пур. Почта тӑкакӗсемпе унӑн хакӗ 250 тенке ларӗ. | ||
Культура
![]() Куславкка районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче муниципалитетӑн гимне ҫырма конкурс ирттерессине пӗлтерчӗҫ. Ыран — заявкӑсене йышӑнмалли юлашки кун. Конкурса уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисемпе учрежденисем те хутшӑнаяҫҫӗ. Профессилле е хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен, поэтсен, пултарулӑх студийӗсен ӗҫӗсене те хаваспах йышӑннӑ. Конкурса камсем хутшӑнассине утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтермелле. Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнере Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |