Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта кӗслеҫӗсен фестивалӗ иртет. Кӑшӑлвируса пула ӑна онлайн тата офлайн форматпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал фестиваль Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Палӑртмалла: ӑна пӗрремӗш хут 16 ҫул каялла ирттернӗ. Фестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ, унтан пултарлӑх ушкӑнӗсем концерт кӑтартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Ҫавӑн пекех курав тата ҫавра сӗтел йӗркелӗҫ. Вӗсенче кӗслене кӑна мар, халӑхӑн ытти инструментне те сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсем халӑх ҫыравне халалланӑ пӗтӗм ҫӗршыври сӑнӳкерчӗксен «Страна в объективе» (чӑв. Объективри ҫӗршыв) конкурсӗн регионти тапхӑрӗнче «Храним традиции» (чӑв. Йӑла-йӗркене упратпӑр) номинацире ҫӗнтернӗ. Зима районӗнчи Новолетники ялӗнче пурӑнакан Нина Машугина облаҫ шайӗнче финала тухнӑ. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Нина Машугинӑна тата конкурса хутшӑннӑ Зима районӗнчи Успенский-3 ялӗнчи Светлана Быковӑна чӑваш халӑхӗн сумне сарассипе тӑрӑшнӑшӑн тав туса Фейсбукра ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем каччӑна чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра чӑваш культурине аталантарас тесе йӗркеленӗ «Ентешлӗх» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ. Фондӑн шурсухалӗн тата канашҫин Владислав Тимофеевӑн мӑнукне салтака илсе кайнӑ. Ҫамрӑка йӑхташӑмӑрсем хӑйсен туслӑ йышӗпе, чӑвашла йӑла-йӗркепе ӑсатнӑ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи ентешӗмӗрсем каччӑна хӗсмет вӑхӑтне лайӑх ирттерме, тивӗҫе таса кӑмӑлпа пурнӑҫлама, чӑн-чӑн арҫын пулса таврӑнма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Пӗрле» уяв пӗтӗм Раҫҫейри премие илессишӗн конкурса хутшӑнать. «Золотой пазл» (чӑв. Ылтӑн пазл) премин шорт-листне лекнӗ финалист-проектсене паян суйлӗҫ. Конкурса тӑратнӑ мероприятисене HR, PR компанисен ертӳҫисем, ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври компанисен маркетинг пайӗсен пуҫлӑхӗсем, МИХсенче тӑрӑшакансем, сумлӑ экспертсем хаклӗҫ. Тӑван республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине халалланӑ мероприяти икӗ номинацире ӑмӑртать: «Массӑллӑ чи лайӑх мероприяти» тата «Пулӑмпа ҫыхӑннӑ туризм енӗпе чи лайӑх мероприяти». Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Спящая красавица» балет Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров кӑ,алхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилее театрта ӗнер паллӑ тунӑ. Унта Петр Чайковскин «Спящая красавица» балетне кӑтартнӑ. Художник тӗрлӗ жанрлӑ (опера, балет, оперетта, мюзикл, драма спектаклӗ, концерт) ӗҫсене илемлетнӗ. Вӗсене Мускаври, Ҫӗнҫӗпӗрти, Курскри, Екатеринбургри, Чулхулари, Улан-Удэри, Аҫтӑрханти, Кемӗрти, Шупашкарти ҫеҫ мар, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сценӑсем ҫинче лартнӑ. Ӳнер ӑстисем каланӑ тӑрӑх, «Спящая красавица» балет художникӑн ҫапах та чи вӑйлӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XX балет фестивальне уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ. 50 пин тенкӗ укҫана Юрий Сементер шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Параппанлӑ Митраппан» алҫырушӑн тивӗҫнӗ. Улькка Эльменне вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ «Кушак» хайлавшӑн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Кӑшӑлвирус» алҫырушӑн Владислав Николаева 75 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енрп «Атӑл юмахӗ» регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ. Ача-пӑча тата ҫамрӑксен театрӗсен фестивальне культура учрежденийӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелет. Программӑна ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисен лекцийӗсене, семинарӗсене, тренингӗсене кӗртнӗ. Фестивале 6 театр хутшӑнӗ: Хусанти Габдулла Кариев ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ «Микулай» монодрамӑпа, Пушкӑртстанри Мустай Карим ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ «Я – кулак. Я А-Н-Н-А» социаллӑ драмӑпа, Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗ «Всем кого касается» шкул хроникипе, Мордвари драма театрӗ «Куйгорож» юмахпа, Мари Элти ҫамрӑксен театрӗ «Сöсна поминка деч вара» сатирӑллӑ камитпе тата «Мойдодыр» юмахпа. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ фестивале «Чи хаклӑ пуянлӑх» истори легендипе уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче пирӗн республикӑри паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – пин экземпляр. Кӗнеке авторӗ – Николай Сидоров. Хӑйӗн кӑларӑмне вӑл «Пӗрремӗш учитель» ят панӑ. Асӑннӑ ӗҫ пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Информполитика министрӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑна кӑларма хыснаран укҫа уйӑрнӑ. Кӗнекене тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Пӗрремӗш учитель» пьеса кӗнӗ, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ мухтавлӑ китаевед ҫинчен – «Никита Бичурин (Иакинф атте)», вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен – «Слакпуҫ ачи». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи Г.Р. Державинӑн музей-ҫуртӗнче «"Отмеченная зима". 1982. История издания книги» курав уҫӑлӗ. Ҫак кӗнекен авторӗ камне вулакансем ятӗнченех ӑнланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫапла, тӗнчипе паллӑ чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи. Курава поэтӑн хӗрӗ Вероника та хутшӑнӗ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Вероника Айги Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ. Поэтӑн хӗрӗ ашшӗн сӑввисене тата Вероника Лосская патне шӑрҫаланӑ ҫырӑвӗсен сыпӑкӗсене вулӗ. Вероника Айхи — театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлекен курав Геннадий Айхин иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен ҫурри хыҫҫӑнхи тапхӑрӗпе паллаштарнӑ май чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскерӗн пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем таран епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Поэтӑн ҫав ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене пӗр ҫӗре пухса Францири «Синтаксис» издательствӑра 1982 ҫулта «Отмеченная зима» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн умсӑмахне Пьер Эммануэл, Францири паллӑ поэт, ҫырнӑ. Анӑҫра, эмигрантсен издательствинче, кӗнеке кӑларни авторшӑн инкекпе вӗҫленме пултарнӑ. Тӑван тӑрӑхра ҫул паман енне ҫакӑн пек тунӑ поэт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Мускавра нумаях пулмасть Раҫҫейри халӑхсен хальхи вӑхӑтри литературин антологийӗ пичетленсе тухнӑ. Хальхинче драматурги жанрӗллӗ хайлавсене кун ҫути кӑтартнӑ. Сумлӑ кӑларӑма Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем те кӗнӗ. Ку хыпара Фейсбукра республикӑри паллӑ поэт, драматург, тележурналист, сценарист Марина Карягина пӗлтернӗ. «Малтан Шупашкарти ятарлӑ канаш хупӑ сасӑлавпа виҫӗ пьеса сӗннӗ, унтан, апла антологи ытла та хулӑмланса кайнипе, Литература институчӗ ҫумӗнчи экспертсен ушкӑнӗ вуласа хакланӑ хыҫҫӑн, шел, икӗ авторӑн хайлавне кӑна кӗртме йышӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Марина Карягина. Антологие Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» тата Арсений Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» хайлавӗсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |