Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче эстрада юррине юрлакансен «Юратсан юрлас килет» районти фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2015 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалтан ӑна Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Жуков композитор ячӗпе ирттерме йышӑннӑ.

Конкурса коллективсемпе солистсем хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче вырӑнти профессионалсем те, ачасем те пулнӑ. Кашниех конкурса тӗплӗн тата тӑрӑшса хатӗрленни палӑрнӑ.

Сцена ҫине тухнисен пултарулӑхне хаклакан сумлӑ тӳресен йышӗнче Юрий Жуков та пулнӑ.

 

Культура

Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркашри тӗп вулавӑшра «Улькка Эльменӗ – пурнӑҫ ҫыравҫи» литературӑпа музыка тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна ҫыравҫӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне халалланӑ.

Улькка Эльменӗ Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн строительство организацине ертсе пыма тытӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗскер хӑй вӑхӑтӗнче тӑван районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫри вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, район администрацийӗн тӗп специалистӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.

Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Упраймарӑм сана» кӗнеке вара виҫӗ пайпа пичетленнӗ.

 

Культура

Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртӗҫ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ. Сӑмах май каласан, укҫа виҫи пӗлтӗрхи шайах юлнӑ.

Конкурса авторсен ӗҫӗсене те, ушкӑнпа шӑрҫаланисене те йышӑнӗҫ.

Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ алҫырушӑн 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӑтам шкул тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ.

 

Культура

Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать.

Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана.

 

Культура

Ӗнер «Уяв» халӑх фольклор коллективӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова 75 ҫул тултарнӑ.

Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Вӑл — фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ.

 

Культура

Пушкӑртстанра Слакпуҫӗнче историпе культура центрӗ пулассипе пулмассине пӗр ларура сӳтсе явнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен канашӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Ларӑва асӑннӑ республикӑри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗн директорӗ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.П. Смородин, Слакпуҫ ял хутлӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Ю. Андреев, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн председателӗ Л.И. Мурманская, «Асра тытчӑр» проект авторӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин этноконфесси уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А.Б. Хасанов, А.Х. Зулькарнаева тӗп специалисчӗ хутшӑннӑ.

Борис Гордеев Слакпуҫ паллӑ ял пулни, унта чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай, Совет Союзӗн Геройӗ Николай Павлов ҫуралса ӳсни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче историпе культура центрӗ тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Борис Ефимович этнокультура комплексӗнче халӑх архитектурипе, пурлӑх культурипе, чӑваш халӑхӗн илемлӗ пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырнаҫтарма, наци кухнине ас тивсе пӑхма, сувенир продукцийӗсем сутма, чӑваш чӗлхине вӗрентекен семинарсем йӗркелеме тата чӑваш культурипе кулленхи пурнӑҫне уҫса паракан ытти аспектсемпе паллаштарма сӗннӗ.

Малалла...

 

Культура
culture19.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture19.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑри тата ӳнерти паллӑ ҫынсене стипенди пама документсем йышӑнма пуҫланӑ.

Патшалӑх стипендине уйӑхсерен, пӗр ҫулталӑк, парса тӑраҫҫӗ. Ӑна тивӗҫес тесен ҫуллӗ шайри паха хайлавсем ҫырмалла, литературӑпа ӳнер енӗпе вӑйлӑ тӗпчевсем ирттермелле.

Патшалӑх стипендине илмелли конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, професси пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.

Документсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 64-20-68 (Ольга Витальевна Ефимова).

 

Культура

Чӑваш Енри пилӗк бренд ҫӗршыври культура тата туризм бренчӗсен ТОП-1000 йышне лекме пултарӗҫ.

РФ Общество палатинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ топа пирӗн республикӑран «Киремет юманӗ» («Сӑнарсем» номинацире), «Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ» («Сооруженисем» номинацире), «Чӑваш тӗрри» («Йӑла-йӗрке тата промысласем» номинацире), ҫавӑн пекех Андриян Николаев космонавт тата Никита Бичурин ӑсчах ячӗсем («Ҫынсем» номинацире) кӗрес шанчӑк пур.

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн 1000 тӗп бренчӗн списокне хатӗрлеҫҫӗ. Халӑх сасӑлавӗ Живоенаследие.рф сайтра ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кайран вӗсене ятарлӑ карта ҫинче кӑтартӗҫ тата каталога кӗртӗҫ.

 

Культура

Чӑваш пукани Корейӑра упранӗ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Сеулта, «Пушкин ҫурчӗ (Pushkin House)» музей пур. Ӑна вырӑссен культурӑпа вӗренӳ центрӗ ҫумӗнче 2002 ҫулта уҫнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Корея пӗр-пӗрин культура эткерлӗхӗпе пуянланччӑр, вырӑнтисем вырӑс чӗлхине вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ. Шӑпах ҫав музейре упранӗ те чӑваш пукани.

Сеулти музей вали пуканесене Людмила Васильева ӑста хатӗрленӗ. Матрешка 8 пуканерен тӑрать. Кашни пуканене чӑвашла тумлантарнӑ.

Пуканене Халӑхсем хушшинчи ассоциаци урлӑ ӑсатӗҫ. Проект партнерӗсем — Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, «Манӑн услам» центр тата республикӑн Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, [183], 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, ...439
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 10

1896
129
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
56
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
48
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем