Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 26-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Сурпан Пӗрле» халӑх акцийӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Акцие ирттернӗ май хуласемпе районсенчи ӑстасем сурпан тӗрлӗҫ, ӑна Чӑваш тӗррин кунӗнче кӑтартӗҫ. Муниципалитетсем сурпанӑн икӗ вӗҫӗ валли тӗрлӗҫ. «Паха тӗрӗ» хапрӑк сурпан варрине «Пӗрле» тесе тӗрлесе хурӗ. Унтах сурпан пайӗсене пӗрлештерӗҫ. Аса илтерер: кӑҫалтан пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ШупашкартиЧӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXX Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ. Юбилейлӑ (30-мӗш хут иртет те, театрта юбилейлӑ тесе палӑртнӑ) фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. . Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра юрланӑ ӑстасен, хальхи вӑхӑтри опера сассисен ылтӑн фончӗ шутланакан юрӑҫсен пултарулӑхӗпе пӗр каҫра киленме май парӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
«Чӑваш халӑх сайчӗн» яланхи хыпарҫи Виталий Станьял юлашки вӑхӑтра сыватӑшра выртрӗ. Кунта хавасли акӑ мӗн: ун патне юлташӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен шӑнкӑравласах тӑнӑ иккен. Аякран килнӗ саламсене (Михаил Саватнеев музыкант, Камчатка* Федор Мадуров учитель, Аксу* Валерий Ильдуганов культуролог, Тюмень* Николай Кондрашкин скульптор тата ытти нумай ҫыннисене) аксакал кӗске йӗркесемпе тав тунӑ. Сире сыватӑшри хӑшпӗр саламсемпе паллашма сӗнетпӗр.
* * * Кам пӗлет мӗскер пулассине? Шанчӑкпа упратӑп вӑй-хала. Хӳтлӗх кирлӗ пӗчӗк ҫынсене, Танлӑх кирлӗ пурнӑҫ майлама.
* * * Калатӑн эс — ҫын пурӑнни телей. Этем патне пыратӑн пӗр хаваслӑ. Чӑваш турри! Парсамччӗ сан тӗле Пехет те пурлӑх, сӑвапсем курмалӑх.
* * * Пурнатпӑр. Курнатпӑр. Каятпӑр. Ӗҫ ӗҫлетпӗр-ха, унсӑр мӗнле? Кунҫула ҫакӑ пурнӑҫ таять-тӑр, А ӑна эпир пӗртте пӗлмен!
* * * Эпир санпа иртен-ҫӳрен кӑна. Каятпӑрах тухса ыран-паян. |
Культура
![]() Паян Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери 13-мӗш кинофестиваль уҫӑлнӑ. Вӑл Дмитрий Астрахан режиссерӑн «Судьба диверсанта» кинолентипе пуҫланнӑ. Ӗҫе хатӗрленӗ чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ самантсене тӗпе хурнӑ. Кинофестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ. Вӑл «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул» астӑвӑм медалӗпе Шупашкарти кинофестивалӗн программа директорне тата илемлӗх ертӳҫине Сергей Лаврентьева, Туризмпа культура информаци центрӗн директорне Максим Матросова, асӑннӑ центр методистне Лариса Захаровӑна чысланӑ. Кинофестивалӗн хисеплӗ хӑнине, РСФСР халӑх артисткине Светлана Немоляевӑна Шупашкар кинофестивалӗн ятарлӑ парнипе — «Анне» статуэткӑпа — хавхалантарнӑ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем те хальхи саманара тӗрлӗ хыпара тӗнче тетелӗнче ытларах шыраҫҫӗ. Анчах, шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева шухӑшланӑ тӑрӑх, алла кӗнеке тытса вуланинчен пахи ҫук. Шкул вулавӑшӗн кунӗ тӗлне 9-мӗш класра пӗлӳ пухакансем Наталья Никифорова библиотекаре уяв ячӗпе саламласа сӑвӑсем хайланӑ, вуласа панӑ. «Кӗнеке пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ пулнине ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑнланса ҫитӗнеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра час-часах библиотекӑна ҫӳреҫҫӗ. Вулавӑшра тематикӑллӑ мероприятисем, куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш тата вырӑс литература программине тивӗҫлӗ кӗнекесем, ытти илемлӗ литература, ӑслав литератури, хаҫат-журнал чылай. Вулавӑш фондне пуянлатма ҫулсеренех ҫӗнӗ кӗнеке килсех тӑрать. Ҫитес вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухса каякансем чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренме тытӑнӗҫ», – тет Алина Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историлле роман-эпопея авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 105 ҫитнине халалланӑ. Ку хыпара Фейсбурки хӑйӗн страницинчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫасен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтерне. Вӑл мероприятие йӗркелекенсемпе унта хутшӑннисене тав тунӑ. Куҫма Турхан 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровский ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Кӑшӑлвируса пула Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне каярах куҫарма йышӑннӑ. Ҫак кун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен фестивалӗ иртмеллеччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна каярах ирттерессине пӗлтернӗ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, тен, уяв чӳкӗн 30-мӗшӗнче иртме пултарӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Конституцине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет. Палӑртмалла: Халӑхсен фестивальне ирттересси пирки утӑ уйӑхӗнче диаспорӑсен тӗлпулӑвӗнче калаҫнӑ. Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова республика уява ахаль чухнехи форматпа ирттерме пултарассине каланӑ. Анчах ку Роспотребнадзортан та нумай килет – вӑл мӗнле йышӑну тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнӗ концерт сезонӗ уҫӑлнӑ. Уяв концертне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ирттернӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — филармонире юсав ӗҫӗсем пыни. Ҫӗнӗ сезона уҫма Камера оркестрӗ Сергей Григорьев маэстро ертсе пынипе ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Концертра В.А. Моцарт тата Вольфанг Моцартӑн тата Петр Чайковскин хайлавӗсем янӑранӑ. Камера оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине Чӑваш Республикин халӑх артистки Маргарита Финогентова (меццо-сопрано) тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Василий Журкин (скрипка) тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chv.addnt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче — Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче — пирӗн республикӑра Чӑваш Енри халӑхсен фестивальне ирттерме палӑртса хунӑ. Анчах кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру кӑткӑссине шута илсе ӑна йӗркелемӗҫ. Ҫакӑн пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова фестивале ирттермелли вырӑна палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ-ха. Анчах Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ май мероприятие каярах вӑхӑта куҫарма сӗннӗ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ кун — чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — йӗркелеме пулать. Е Раҫҫей Конституцийӗн кунӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртрӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Наци музейӗнче уҫӑлчӗ. Икӗ куна тӑсӑлнӑ мероприятие чӑваш тӗррин ӑстисемпе пӗрлех культурӑра, вӗрентӳре ӗҫлекенсем, чӑваш тӗрри-эрешне килӗштерекенсем, ун вӑрттӑнлӑхне ӑнланакансем тата унпа кӑсӑкланакансем пухӑннӑ. Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче ӑстасем тӗрӗ тӗрлеме пултарнине кӑтартса панӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесинчи ылтӑн алӑллӑ маттурсем кӑна мар, Чӗмпӗрпе Питӗр хулисенчен те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче арҫын та пулнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти И.А. Гончаров ячӗллӗ облаҫри краеведени музейӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Кольцов. Иккӗмӗш кунхине халӑх тумтирне кӑтартакансем ӑмӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |