Культура
![]() uchportfolio.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес ҫул Республика кунне Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ. Паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николав ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунне 2021 ҫулта Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче уявлӗҫ. вырӑнти инфраструктурӑна хӑтлӑлатма муниципалитета (сӑмах Ҫӗмӗрле районӗ пирки пырать) укҫа пама шантарнӑ. Ку ӗҫшӗн явапли — республикӑн Правительстви яваплӑ. Мероприятисен планӗ пирки те Министрсен Кабинечӗнех пуҫ ватмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем валли те ӗҫ пур. Вӗсен Республика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти, ҫав шутра Акатуйсемпе Сапантуйсем те, ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малашне ҫӗнӗ йышши вулавӑша ҫӳреме тытӑнӗҫ. Унта тӑватӑ зона пӑхса хӑварнӑ: ҫемҫе дивансемпе меллӗ пукансемлӗ вулав залӗ, компьютерсемпе планшетсемлӗ информаци центрӗ, интерактивлӑ оборудованиллӗ тата электрон микроскопӗллӗ интеллект-центр тата курав зони. Вулавӑшри кӗнеке фондне те пуянлатнӑ. Куҫ начар куракансем валли саспаллисене пысӑклатса кӑтартакан портативлӑ хатӗр тата тифлофлешплеер туяннӑ. Тӗнче тетелне тухас тесен вай-фай ҫыхӑнупа усӑ курма пулать. Кирлӗ хутсене сканерлама тата пичетлеме те майсем пур. Ҫӗнӗ йышши вулавӑша иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра уҫнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
1. Калле-малле пӑхса илсен…Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ. Пирӗн килти мачча ҫинче вӑрҫӑ хыҫҫӑн та упранатчӗҫ-ха ҫав журналсем, халӗ те пур хӑшпӗр кӑларӑмӗсем. Упратӑп вӗсене, тата тепӗр хутчен хавхаланса вуларӑм. Чӑваш халӑхӗн ХХI ӗмӗрте пысӑккисем валли пӗртен пӗр чӑвашла «Тӑван Атӑлне» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (литературно-художественный и культурно-просветительский журнал) тенӗ. Вӑл 1936 ҫулта «Илемлӗ литература» ятпа тӑваттӑ тухнӑ та, виҫӗ ҫул — тискер репресси ҫулӗсенче! — пичетленеймен. 1940–1944 ҫулсенче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, «Тӑван Атӑл» пулса тӑриччен, вунҫичӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. |
Культура
![]() espanarusa.com/ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кинотеатрсене уҫма йышӑннӑ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем кӑшӑлвирус условийӗсенче ӗҫлеме хатӗр. Роза Лизакова министр кинотеатрсем хушу саккунлӑ вӑя кӗрсен 5-7 кунра уҫӑлма пултарнине каланӑ. Республикӑра харпӑр 6 кинотеатр тата 16 кинозал пур. Пӗлтӗр вӗсенче 26 пин ытла киносеанс иртнӗ, 778,9 пин куракан пулнӑ. Паян Культура министерстви Шупашкарти «Синема», «Три пингвина», «Волжский» кинотеатрсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем куракансене йышӑнма хатӗр – кинотеатрсенче дистанци пӑхӑнмалли паллӑсем, кассӑра тата кинозала кӗнӗ ҫӗрте хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаллине аса илтерекен наклейкӑсем пур, санитайзерсем вырнаҫтарнӑ, маскӑсемпе перчеткесем туяннӑ. Анчах Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская кинотеатрсене уҫма хирӗҫ пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ОРВИпе, пневмонипе, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Web.archive.org сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта «Культура» программӑпа килӗшӳллӗн 2025 ҫул тӗлне 16 вулавӑша юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 627 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ йышши пӗрремӗш вулавӑш Вера Чаплина ячӗллӗ филиал ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта сценӑллӑ амфитеатр, шӑплӑх пӳлӗмӗ, библиозвукотека, вулав залӗ, коворгинг-зона, кафе, арт-сцена, ача-пӑча лапамӗ пулӗ. Ҫитес ҫул Маяковский тата Марфа Трубина ячеллӗ вулавӑшсене ҫӗнетӗҫ. 2022 ҫулта Сухомлинский, Гайдар, Шумилов ячӗллӗ вулавӑшсене ҫӗнӗлӗх кӗтет. Чапаев, Лев Кассиль, Агаков, Александр Пушкин, Ҫеҫпӗл Мишши, Константин Иванов, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсенче юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Вулавӑшсенче юсав кӑна ирттермӗҫ, фондсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хӑватлӑ компьютерсемпе, мультимеди техникипе тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова килнӗ. Республикӑна килсе ҫитнӗ каҫхине вӑл Хӗрлӗ лапама кайса курнӑ. Шупашкарта пилӗк ҫул каялла пулнӑранпа хула тӗпрен ылмашнине палӑртнӑ вӑл. Мускавран килнӗ ҫынна сайра тӗл пулакан реликвариум – уҫӑ тӳпе айӗнчи музей — уйрӑмах тыткӑнланӑ. Вӑл Шупашкар тата тӑван халӑх историйӗпе паллаштарать. Чӑваш халӑхӗн тымарӗсем патне илсе каякан коллекцие урӑх ниҫта та курманнине палӑртнӑ Ярилова. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Паян Ольга Ярилова Шупашкар хулин 550 ҫулне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас енӗпе пуҫарнӑ йӗркелӳ комитечӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн йышне икӗ ҫӗнӗ ҫын кӗнӗ. Асӑннӑ пӗрлешӳ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех союза кӗме заявлени ҫырнисене те пӑхса тухнӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, профессионал ҫыравҫӑ пысӑк ята Мальвина Петрова тата Инесса Шашкина ҫамрӑк авторсем те тивӗҫнӗ. Мальвина Петрова сӑвӑсем тата сатирӑллӑ юптарусем ҫырать, Инесса Шашкина — калавсем. Вӗсен ӗҫӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекере пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Ирина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) шоуна хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ кӑларӑма ӗнер кӑтартрӗҫ. Ирина Сергей Бодров актера вӑл вилнӗ пулсан та юратса пурӑннине пӗлтерчӗ. Маларах хӑй те режиссер пулас тесе театр режиссерӗ пулма вӗреннӗ тесе ӗнентерчӗ. Унсӑр пуҫне илем конкурсӗсемпе кӑсӑкланнӑ, кондитера, видеооператора, визажиста т.ыт.те вӗреннӗ. Кӑларӑм ертӳҫисенчен пӗри Роза Сябитова тӗрлӗ курса ҫӳресе мӗншӗн укҫа тӑкакланинчен тӗлӗнчӗ. Ирина халӗ тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан пулса Мускавра тӑрӑшать. Кӑларӑма Шупашкар хӗрӗ 26 ҫулти каччӑпа паллашма пынӑ. Удмурт Республикинче ҫуралнӑ, Краснодарта пропискӑра тӑракан, Мускавра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ урӑх хӗре суйларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрӑ-кӗвве юратакансем валли Чӑваш кӗнеке издательстви лайӑх парне хатӗрленӗ. «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» юрӑ пуххи валли тивӗҫлӗ хайлавсене Геннадий Кириллов суйланӑ. Унта халӑх юратакан юрӑсем кӗнӗ. Кӗнекене Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗнчен пуҫланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ҫичӗ пайран тӑрать. Тӑван тавралӑхпа, Шупашкарпа, ҫемьепе, юратупа, туслӑхпа, телейпе тата пурнӑҫри хаклӑхпа ҫыхӑннӑ юрӑсем кӗнӗ кӗнекене. Халӑх юррисемсӗр пуҫне ҫӗнӗ кӑларӑмра чӑваш композиторӗсемпе поэчӗсен хайлавӗсем пур. Кӗнекене, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Геннадий Кириллов пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Валерий Алексеев, художникӗ – Светлана Бритвина. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 3000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Культура
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа
Вӗҫ-хӗрсӗр, пӗлӗт пек, ҫулсем шӑваҫҫӗ — Ҫук улшӑнмасть этемлӗх ҫав-ҫавах: Кив йӑнӑшсем каллех такӑнтараҫҫӗ, Темле усал ҫул урлӑ выртнӑнах.
Хӑшӗ-пӗри мӗн пулнине манать-тӗр, Вӗренеймест вӗт тӗрӗс пурӑнма. Вӑхӑт иртсессӗн кашниех ав паттӑр — Суяпала витесшӗн чӑнлӑха.
Совет Союзӗ вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ — Ҫакна манасшӑн халӗ Анӑҫра. Питне вӗсем кӗҫҫепеле ҫӗленӗ, Нимле миме те ҫуккӑ-ши пуҫра?
Пирӗннисем – мӗльюнӑн пуҫ хурса-ҫке — Хӑтарнӑ тӗнчене чуралӑхран. Ҫав вилнӗ салтаксем суйма памаҫҫӗ — Паттӑрсене манмастпӑр нихӑҫан.
Ман асатте Берлин патнех ав ҫитнӗ: Телей пӳрмен-ҫке — чӗрӗ юлайман. Кукаҫипе ват хуньӑм сусӑр килнӗ, Шел, ҫавӑнпа нумай та пурнайман.
Ҫӗнтерӗве тылра та ҫывӑхлатнӑ Асаннесем те аннесем пӗрле. Ҫак чӑнлӑха епле манма пултарӑн — Ӑна шӑварнӑ йӳҫӗ куҫҫульпе.
Суеҫтерме кӗҫҫе питсем ан хӑйччӑр — Май ҫук улӑштарма историе. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |