Культура
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрнере 109 ҫулти ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку ӗҫе «РАС» фирма пурнӑҫлӗ. Ҫурта 90 кунра туса пӗтермелле. Ку тӗллевпе 14,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Маркс урамӗнче вырнаҫнӑ ҫурта 1911-1912 ҫулсенче тунӑ. Ӑна Таланцев пиччӗшӗпе шӑллӗн укҫи-тенкипе хӑпартнӑ. 1928 ҫулта унта Етӗрне районӗн пульницин хирурги уйрӑмӗ вырнаҫнӑ. 2008 ҫултанпа – ача-пӑча уйрӑмӗ. 2010 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчен унта ӳнер музейне уҫнӑ. Ҫурта РФ халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн статусне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
2. Утса тухнӑ ҫул мӗн кӑтартать?Килти ҫӳлӗк ҫинчи тахҫанхи те хальхи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене чылай вӑхӑт ҫавӑрса лартӑм. Вуласа тухнисем ватӑлнӑ чуна ҫӗнӗрен ҫупӑрларӗҫ. Унта шухӑшламалли пайтах, унта — чӑвашӑн йывӑр кунҫулӗ, пирӗн халӑхӑн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те ҫирӗп тӑн-пуҫӗ, писательсен пултару паттӑрлӑхӗ. Унта – чӑваш литературин классики, халӑх сӑмахлӑхӗ, ача-пӑча литератури, чӗлхе пӗлӗвӗ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем, истори, ӳнерсем, тӗрленчӗксемпе асилӳсем, теори, критикӑпа библиографи, ҫамрӑксен пайӗ, календарь, сатирӑпа юмор тата тӗнче литературинчен куҫарнӑ паха хайлавсем. Чухӑн пирӗн альманах, чуххӑм пирӗн журнал тесе калаймӑн. «Трактӑрӑн» пӗрремӗш кӗнекинче (1931, январь-февраль) Василий Краснов-Аслин «Тӑвалла» сыпӑкӗсем (кун ҫути курнӑ пӗрремӗш чӑваш романӗ) пичетленме пуҫланӑ, Мӗтри Юманӑн «Колхоз новеллисем», Николай Патманӑн «Вобла ҫинчен» калавӗ, Сергей Ялавинӑн «Савӑт сасси» пьесси, Илле Думилинӑн эскимоссем ҫинчен «Самоедсем патӗнче» очеркӗ, Кӗркури Келин «Ҫилапӗкпе тонӗк ҫинчен тавлашни мӗнле сӳтӗлсе тухрӗ» статйи, Андрей Петтокин «Ҫирӗм иккӗ» поэми, Василий Алагер, Валентин Ахтупай, Ехрим Иванӗ, Николай Пиктемир, Куҫма Наманган сӑввисем пичетленнӗ. |
Культура
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӗҫех ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Вӑл «Шуйттан чури» ятлӑ. Хальхи вӑхӑтра декорацисене тата геройсен ҫипуҫӗсене хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартаҫҫӗ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ. «Шуйттан чури» трагедие Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр. Спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш художникӗсен союзӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юбилейлӑ курав курав уҫӑлнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӗнерех Чӑваш Енри художниксен союзӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, союза ертсе пыма Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) скульптора шаннӑ. 150 ытла художникран сасӑлава 93-ӗн хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ Нагорновшӑн пулнӑ. Владимир Нагорнов — республикӑри чи паллӑ скульпторсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсем хушшинче монументсем, портретсем, рельеф композицийӗсем пур. Раҫҫей тата Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Золото тюрков» (чӑв. Тӗрӗксен ылтӑнӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал форума пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче вӑл Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑн уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче иртет. 4 кунта тӗрлӗ вӗрентӳ программи йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫав шутра – ӑсталӑх класӗсем, экспертсемпе тӗлпулусем, этнокультура енӗпе лекцисем. «Тӗрӗксен форумӗ» пӗлтӗр Шупашкарта иртнӗччӗ. Унта ҫӗршывӑн 14 регионӗнчи 160 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӑвай районӗнчи Элпуҫ ялӗнчи шкула 1886 ҫулта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев хутшӑннӑ. Унта самана ыйтнине шута илсе Турӑ саккунне, ҫырулӑха, вулама тата арифметикӑна вӗрентнӗ. 1974 ҫулта ҫурта республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра культура эткерлӗхӗ шутланакан 379 объект пур. Вӗсем – чиркӳсем, купса ҫурчӗсем, 18-20 ӗмӗрсенче тунӑ хуҫалӑх хуралтисем. Росреестрӑн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем ҫавсене тупса палӑртас тесе кӑҫал самай тӑрӑшнӑ. Шел те, 33 ҫурт докуменчӗсене тупма май килмен. Истори пӗлтерӗшлӗ тепӗр 18 ҫурта вара ҫулталӑк вӗҫлениччен кадастр учетне илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫулҫӳревҫисен пӗрремӗш форумӗ иртӗ. Вӗсем кӑҫалхи ҫулла епле канни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Инҫе ҫула тухсан мӗн пӗлмеллине ӑнлантарса парӗҫ. Ҫула тухсан ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарӗҫ. Форум Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртӗ. Вӑл 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансене 17 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Чӑваш Енри ҫулҫӳревҫӗсен пӗрремӗш форумне хутшӑнас ыйтусене 8 (8352)23-02-17 (хушма номер 128) телефон номерӗпе уҫӑмлатма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ЧР Культура министерстви ыйтнипе архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова театрсемпе концерт организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Театрта кӑшӑлвирус ересрен хӑранипе зала ҫуррине ҫеҫ тултарма ирӗк панӑ. Куракансен пӗр-пӗринчен пӗр метртан ҫывӑхарах ларма юрамӗ. Пӗр ҫемьери ҫынсем пулсан юнашар ларма чармӗҫ. «Организацисем ӗҫлеме тытӑнсан та хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма тивӗ», – тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче нумаях пулмасть художество тата техника канашӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта Мускаври Евгений Никоноров художник хутшӑннӑ. Мускаври театрсемпе ҫыхӑну тытакан художник премьерӑна епле курнипе паллаштарнӑ. Ӳнерҫӗ декорацисенчен, пуканесенчен тата сценӑран пӗрлехи ӳкерчӗк йӗркелеме сӗннӗ. Спектакле куракансем патне 2021 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи специалиста «В стране Хахатании» спектакле лартма йыхравланӑ. Пьеса авторӗ – театр ветеранӗ Зоя Никонорова. Спектакле театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Юрий Филиппов режиссер-постановщик икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑнать. Хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ ҫак йывӑҫшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать. Юмана тӑван халӑхӑмӑр атте тесе каланӑ. Конкурса хутшӑнакан лаштра юман Муркаш районӗнчи Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсет. Унӑн тӑршшӗ – 24 метр, вуллин сарлакӑшӗ – 182 сантиметр. Вӑл 369 ҫулта. Ҫак ҫулсенче ҫӗр ҫине миҫе чӑваш килсе миҫен кайман-ши? Миҫе ӑру ҫӗрсе тӑпра пулман-ши? Юман вара ҫаплипех ӳсет. Хӑйӗн хӑвачӗпе тӗлӗнтерет. Чӑваш юманӗн конкурсри номерӗ – тӑваттӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |