Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.07.2021 06:01 | 2102 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ.

Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ.

#культура, #театрсем, #спектакльсем, #композиторсем, #Культура министерстви, #мультфильмсем, #Хабаровск, #Брянск

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.cap.ru/news/2021/07/08/tyuz
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2828.03.9121
2021.07.09 18:10
Agabazar
Золушка е Кĕлпике?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем