Шупашкарта шыв ҫийӗнчи музей ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хӑйӗн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) карап ҫинче ушкӑнпа экскурсисем йӗркелеме тытӑнӗҫ. Аслисен билет хакӗшӗн 150 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 100 тенкӗ. Билетсене карап патӗнчи кассӑра ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен сутӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — +7 (8352) 23-20-31.
Аса илтерер: Балтийскри хурал карапне Шупашкара пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче оркестрпа, МИХсенче ӗҫлекенсене пухса тата тӳре-шара сӑмах каласа кӗтсе илнӗ. Карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.
Карапа 1988 ҫулта Ярославль хулинче туса кӑларнӑ. 1997 ҫулччен вӑл «Соболь» ятпа ҫӳренӗ, кайран ӑна «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) тесе ылмаштарнӑ.