Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ехрем хуҫа ҫуртне юсӗҫ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 17.03.2021 20:43 | 1027 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнче вырнаҫнӑ Ехрем хуҫа ҫуртне юсӗҫ. Халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеме уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ – 3 миллион те 82 пин тенкӗ. Конкурса ултӑ уйӑхра ирттерсе ӗлкӗрмелле. Объектӑн историпе культура экспертизине тӑвассине те палӑртса хӑварнӑ.

Ефремов купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫурт культура эткерлӗхӗ шутланать. Асӑннӑ ҫуртра 1919 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫ ҫыннисем умӗнче Надежда Крупская тухса калаҫнӑ.

Ҫурта 1884 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи малтан Прокопий Ефремов пулнӑ, кайран – унӑн ывӑлӗ Сергей. Революци хыҫҫӑн унта РКП (б) Шупашкарти уес комитечӗ, Халӑх ҫурчӗ, Шупашкар ӗҫтӑвкомӗ, НКВД, патшалӑх политика управленийӗ, хӑрушсӑрлӑх комитечӗ, В.И. Ленин музейӗ, 1991 ҫултанпа Чӑваш наци музейӗ вырнаҫнӑ.

#укҫа-тенкӗ, #Шупашкар, #юсав, #ҫурт-йӗр, #культура, #эткерлӗх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

вулакан // 5059.3.5746
2021.03.18 15:25
Владимир Трофимов тӗпчени тӑрӑх, ку ҫуртра пӗр вӑхӑт вулавӑш та вырнаҫнӑ пулнӑ (Р.Люксембург урамне куҫса каиччен). Кӑҫал Наци библиотеки 150 ҫул тултарчӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем