Культура
![]() Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫак кунсенче «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» курав ӗҫлет. Унпа ҫулталӑк вӗҫленичченех паллашма май килӗ. Курава Красноармейски районӗнчи икӗ ӑстан: Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Жанна Михайловой тата тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратассипе ҫине тӑракан хастарӑн Светлана Мефодьеван — ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ. Жанна Михайлова Красноармейски районӗнчи «Заволжский» клубра ачасемпе ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе унта декораципе прикладной ӳнер ӑсталӑхӗн «Пӳрнеске» кружокне йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ҫулти 50 ытла ачапа 30 ытла хӗрарӑма вӑл тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Республикӑри, пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери куравсемпе конкурссене хутшӑнать. Светлана Мефодьева чӑваш тӗррипе 2000 ҫултанпа кӑсӑкланать. Ӑна чӑваш тӗрри Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ирттернӗ курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн илӗртме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |