Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Унта хӗрарӑм-поэтсен вулавӗ пулнӑ тата «Мир цвета глаз женщины» (чӑв. Хӗрарӑм куҫӗн тӗслӗ тӗнче) курав уҫӑлнӑ.
Курав, сӑмах май, 30 ытла ӗҫпе паллаштарать. Пейзажсем, натюрмортсем, портретсем... Курава йӗркелес енӗпе Чӑваш Енри Художниксен союзӗн пайташӗ Светлана Кокель тӑрӑшнӑ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина пӗлтернӗ тӑрӑх, музейри пултарулӑх каҫӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Людмила Исаева, Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Светлана Березкина, Нина Пӑрчакан хӑйсен сӑввисене вуланӑ, Людмила Сачкова прозаик тата драматург пултарулӑх планӗпе паллаштарнӑ. Венера Сандомирова чӑваш халӑх юррисемпе романссем юрланӑ.