Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() «ОТР» телеканал хӑйӗн кураканӗсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи Хӗл Мучисене саламлаттарать. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, телекуравҫӑсене чӑваш Хӗл Мучийӗ ырӑ суннӑ. Унӑн асамлӑ туйи ҫемӗ те каласа кӑтартнӑ. Хӑй вӑл сӑхман тата чӑвашла эрешпе капӑрлатнӑ калпак тӑхӑннӑ. Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Пуҫне вӑл тухья тӑхӑннӑ. «Телекуравҫӑсене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп. Ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!» — саламланӑ Хӗл Мучи тӑван чӗлхепе. Унтан вӑл тата Юрпике салама вырӑсла вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |