![]() Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
1769 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ӑслӑлӑх академийӗн типографийӗнче Вениамин архиепископ (Василий Пуцек-Григорович) Хусантан ярса панӑ чӑваш чӗлхин грамматикине 600 экзеплярпа пичетлеме йышӑннӑ. Кӗнеке сутлӑха тухни ҫинчен 1769 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Санкт-Петербургские ведомости» хаҫатӑн 41-мӗш номерӗнче хыпарланӑ. Ҫак куна ҫӗнӗ стиле куҫарсан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ пулать. Чӑваш кӗнеки ҫынсем (вулакансем) патне ҫитнӗ кун вӑл. Кӗҫех тӗрлӗ хаҫат-журналта кӗнеке пирки ҫырнӑ хаклавсем пичетленеҫҫӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнине ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем те асӑрхаҫҫӗ. Сӑмахран, Германири «Göttingische Anzeigen von Gelehrten Sachen» журналта ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ ырласа ҫырнӑ хаклав тухать. Ку «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ӑслӑлӑх ӗҫӗ тӗрӗк чӗлхисен чи малтан пичетленсе тухнӑ грамматики пулнӑ. Ҫапла вара, эпир ҫак паллӑ куна вӑл питех те пӗлтерӗшлӗскер тесе калама пултаратпӑр. Малашне ҫак куна Чӑваш кӗнеки кунӗ тесе палӑртни питех те тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр вунӑ кунтан православи уявӗ — Ермей Асаплануҫӑ кунӗ — ҫитет. Грамматикӑна ҫырнӑ ӗҫе Ермей Рожанский те хутшӑнни паллӑ. Эппин, унӑн ҫуралнӑ кунӗ та ҫав тӗлерех теме пулать. Кӑҫал вара ҫав чӑваш ҫутуҫи ҫуралнӑранпа 280 ҫул ҫитрӗ. Пысӑк уяв! Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |