Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: "Сӑр чикки" оперӑна 5 млн тенкӗпе лартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.01.2022 18:54 | 1411 хут пӑхнӑ
Культура

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев профессионал коллективсене пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама грантсем уйӑрса парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ "Сӑр чикки" оперӑна лартмашкӑн 5 миллион тенке тивӗҫнӗ. Кӑҫал Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 100 ҫул тултарать, ҫавна май уяв мероприятийӗсене ирттерме 5 миллион тенкӗ уйӑрса пама йышӑннӑ.

Чӑваш наци музейӗ чӑваш тӗррин шкулӗпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫлама 3 миллион тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли "Симфо-фолк - пур вӑхӑт кӗвви" проекта 3 млн тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫламашкӑн 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.

Сӑмах май, кӑҫалтан 6 проекта пурнӑҫлама пӗтӗмпе 18 миллион тенкӗлӗх грант параҫҫӗ.

#культура, #грантсем, #хушусем, #Элтепер, #укҫа-тенкӗ, #театрсем, #проектсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4126.3.9648
2022.01.09 21:38
Agabazar
Ку ăнлавра «рубеж» тени «чикĕ» тенине мар пĕлтерет. Урăхла сăмахапа каламалла. Тĕрек теме пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем