Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑвашсем «Чӳклеме» уява иккӗмӗш хут ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «пӗлтӗрхи кӗрхи тухӑҫ праҫникӗ ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулмалла».

Яла кӗнӗ ҫӗрте хӑнасене «чӗрӗ коридор» туса кӗтсе илнӗ. Хӑнасен йышӗнче Теччӗ районӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, ТР ЧНКА канашӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ЧНКА канашӗн председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин, Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасем тата ыттисем пулнӑ.

Хӑнасем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Вӗсене унтах вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсен панорамине кӑтартнӑ. Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне те уҫнӑ хисеплӗ хӑнасем. «Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр», — тенӗ унта.

Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_3403
 

Культура

Чӑваш Енри паллӑ тележурналистӑн, драматургӑн, сӑвӑҫӑн, сценаристӑн Марина Карягинӑн ӗҫӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑнӗ.

Мероприяти Питӗр хулинче юпа уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртӗ.

«Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) ят панӑ кинофестивале хутшӑнас кӑмӑллисем чылай ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем художниксемпе, кинематографистсемпе, музыкҫӑсемпе, балет артисчӗсемпе тата ыттисемпе паллаштарӗҫ.

Фестивалӗн программа директорӗ Виктория Цетлина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, 300 ытла картинӑран чи лайӑххисене суйласа илме ҫӑмӑл пулман. «Тоня Стефанскаяпа иксӗмӗр 120-е яхӑн сехет видеопа паллашрӑмӑр», — тесе ҫырнӑ кинофестивалӗн программа директорӗ.

Суйласа илнӗ фильмсем хушшинче Марина Карягинӑн ӗҫӗ те пур. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ.

 

Культура

«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр.

Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

«Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш эстрадин артисчӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич вӗсене Республика кунне тата Шупашкарӑн 550 ҫулхи юбилейне уявланӑ чухне тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Ҫапах лӑпланмалла мар – Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленмелле.

Элтепер ҫитес уява ҫӳллӗ шайра ирттермеллине палӑртнӑ. «Пӗр команда, пӗр ҫемье пек пирӗн Чӑваш Республикине тата ҫӗклемелле», - тенӗ вӑл.

Элтепер уяв мероприятийӗсем ытти регионта та иртессине пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, Мускав мэрӗпе Сергей Собянинпа тӗп хулара Чӑваш Ен кунӗсене ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Михаил Васильевичӑн тепӗр шухӑш та пур: республикӑри кашни районта ял ҫыннисем валли тӳлевсӗр концерт ирттересси.

Юрӑҫсем вара хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пирки те каласа хӑварнӑ: концерт залӗсене тара илесси, репетицисемпе ларусем ирттерме ятарлӑ лапам ҫукки вӗсене пӑшӑрхантарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59408
 

Культура
Фонтанка.ру сайтри сӑн
Фонтанка.ру сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Питӗрте «Гимн кунӗ» иртнӗ. 20 пин ҫынран тӑракан хор Раҫҫей гимнне юрланӑ. Акцие ҫӗршыври 85 регионтан хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен 100 ҫын кайнӑ. Вӗсем – Шупашкарти «Классика» юрӑ капеллин юрӑҫисем. Ертӳҫи – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ – Александр Васильев.

Хорта 20 пин ҫын юрланӑ, 8 пинлӗ оркестр пулнӑ. Кунашкалли историре пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку таранччен Раҫҫей гимнне ҫакӑн чухлӗ ҫын чӗрӗ сасӑпа юрламан. Ку кӑна мар, акци тӗнче шайӗнчи рекорд пулнӑ.

«Капелла» ертӳҫи Александр Васильев каланӑ тӑрӑх, Питӗре вӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществи чӗннӗ, ҫул укҫине тӳленӗ.

 

Культура
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем флешмоб ирттерӗҫ. Ӑна вӗсем Раҫҫейри театр ҫулталӑкне тата юбилейлӑ 60-мӗш сезона уҫнине халаллӗҫ.

Артистсем флешмоба Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче ирттерӗҫ. Акци 17 сехетре пуҫлаӗӑ. Опера, хор, симфони оркестрӗн солисчӗсем М.И.Глинкӑн «Руслан тата Людмила» оперин пайӗсене кӑтартӗҫ. Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енре пӗрремӗш ут янӑрӗҫ.

Артистсен пултарулӑхӗпе кашниех киленме пултарӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ.

 

Культура

Кӑҫал Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗ, Граждан вӑрҫин ҫар пуҫлӑхӗ Василий Чапаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пуҫ хунӑ.

Паттӑр ентешӗмӗре асра тытса ҫак кун, кӗҫнерникун, Шупашкарта кӑнтӑрла Чапаев скверӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Унтан Чӑваш наци музейӗнче «Чапаев вилнин версийӗсем» виртуаллӑ экскурси ирттерӗҫ. Каярахпа «Астӑвӑм кӗнекине» хӑтлӗҫ. Курма пыракансене куҫса ҫӳрекен «В.И.Чапаев музейӗ» куравпа паллаштарӗҫ.

Мероприяти «Легендарлӑ Калашников» курав хӑтлавӗпе вӗҫленӗ.

 

Культура

Авӑн уйӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ачасене халалланӑ. Унта уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ача-пӑча спектаклӗсен «Для вас, дети!» (чӑв. Сире валли, ачасем!) фестивалӗ иртӗ.

Ҫав тапхӑрта тӗрлӗ жанрлӑ ӗҫе пӑхса савӑнма май килӗ. Программӑра — музыка юмахӗсем, балет, мюзикл.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре А. Галкинӑн «Дюймовочка» музыка юмахне кӑтартӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 12 сехетре «Дитя и волшебство» (М. Равель) лирикӑлла фантазине курма пулать. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре театр «Кентервильское привидение» мюзикла йыхравлать. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 12 сехетре П. Чайковскин икӗ пайлӑ «Щелкунчик» балетне кӑтартӗҫ. Театрта пурне те кӗтеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ.

Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ.

Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ.

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, масарсем ҫинче пулнӑ. Вӗсем театрта ӗҫленисен тата пьесӑсем ҫырнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе вӗсене тирпейлеҫҫӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йӑла учрежденире тахҫантанпах пырать.

Йыш чи малтанах Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫине кӗрсе тухнӑ. СССР халӑх артистки Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Артистсем СССР халӑх артисчӗн Алексей Ургалкинӑн, РСФСР халӑх артисчӗн Виктор Родионовӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗн Леонид Семеновӑн вил тӑприсене тирпейленӗ. Театра питӗ юратнӑ Валерий Ярды Олимп чемпионӗ канлӗх тупнӑ вырӑна пуҫ тайнӑ.

Карачурари, Лапсарти, Явӑшри ҫӑвасем ҫине те кӗрсе тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, [224], 225, 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, ...423
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫӗртме, 01

1990
35
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та