Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма Ю. Землянухин художник тунӑ портретпа усӑ курса Д. Литаврин илемлетнӗ.
«Хамӑра пӳрнӗ пӗртен-пӗр кун-ҫула эпир, кашниех, харпӑр хӑй куҫӗпе, харпӑр хӑй чунӗпе хаклатпӑр. Станислав Сатурӑн лирикӑллӑ геройӗ совет саманинче те, «пӑнтӑх» тенӗ тапхӑрта та пурӑнса курнӑ, «демократи ырлӑхне» те ытлашшипех тутаннӑ, пасар пурнӑҫӗ тӑван тӑрӑхне нишлӗхе тӑратса хӑварсан ытлӑ-ҫитлӗ ҫӑкӑр шыраса тӗнчене тухса кайнӑ. Ют ҫӗрте те пӗремӗк ҫисе пурӑнмасть вӑл, нуши-асапӗ ҫителӗклех унӑн. Хыпса ҫунакан чунӗ хупса хӑварнӑ килӗ енне туртӑнать, тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлать. Сӳнтерес марччӗ тесе тӑнӑ ҫӗртех сивӗннӗ вучахӗнчи хӑрӑмлӑ ҫекӗл те хитре халь уншӑн. Тӑван тӑрӑхне манман вӑл, манас та, пӑрахас та ҫук. Анчах хӑҫан ҫаврӑнса ҫитӗ-ши каялла?», — тесе пӗлтернӗ ҫӗнӗ кӗнеке пирки Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева.