Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Артистсен — ҫӗнӗ председатель

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 30.03.2021 21:07 | 835 хут пӑхнӑ
Культура
Сергей Павлов
Сергей Павлов

Пӗлекенни пӗлет-тӗр, пӗлменнисене хыпарлар. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене суйланӑ. Асӑннӑ тивӗҫе маларах Чӑваш халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев пурнӑҫлатчӗ. Ҫак тилхепене чылай ҫул тытса пычӗ вӑл.

Нумаях пулмасть иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче артистсем ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Тивӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тепӗр артистне — Сергей Павлова — шаннӑ.

Сергей Павлов 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ҫуралнӑ, Пучинкере ӳснӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухсан К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

#Йӗпреҫ районӗ, #артистсем, #театрсем, #Пучинке, #Туҫа, #пухусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Паян — Надежда Кириллова артисткӑн юбилейӗ
2020, 11, 16
Николай Дмитриев артист 60 ҫул тултарнӑ
2021, 03, 08
Артистсем хисеплӗ ята тивӗҫнӗ
2021, 03, 20
Надежда Алферова юбилейне паллӑ тӑвать
2021, 03, 25
«Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ
2021, 03, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org