Культура
![]() Кӑҫал Шупашкарти Хӗрлӗ лапама ҫӗнетсе юсама палӑртнӑ. Юсав ӗҫӗсем пынӑ чухне мероприятисем вара ӑҫта иртӗҫ? Ара, Республика кунне те Хӗрлӗ лапамра паллӑ тума хӑнӑхнӑ вӗт. Ку ыйтӑва йӗркелӳ комитечӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта мероприятисене Юрламалли уйра, Юханшыв портӗнче тата Анне палӑкӗ умӗнче ирттерме сӗннӗ. Юлашкинчен йӗркелӳ комитечӗ Анне палӑкӗ умне суйланӑ. Эппин, кӑҫал Республика кунӗнче тӗп мероприятисем ун умӗнче иртӗҫ: Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ тата ыттисем те. Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче иртӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнче мероприятисем ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пуҫланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫамрӑксен театрӗ ҫак спектакле йыхравлать Кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн ҫӗршывра «Культурный минимум» (чӑв. Культура минимумӗ) акци иртет. Унта пирӗн республикӑри театрсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал акци пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ. Шупашкарти хӑш-пӗр театрта ҫавна май спектакльсем тӳлевсӗр кӑтартӗҫ, театр тата актёрсен ӗҫӗпе паллаштаракан куравсене йыхравлаҫҫӗ. Пукане театрӗ, акӑ, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре Александр Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗпе лартнӑ ӗҫе курма чӗнет. Чаршав хыҫӗнчи пурнӑҫпа та паллаштарӗҫ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшенче унта 18 сехетре «14 писем к Богу» спектакль кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 11 сехетре «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камит (пьеса авторӗ — Александр Пӑртта) кӑтартӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне театрӑн куракансемпе ӗҫлекен пайӗн ертӳҫи Валентина Владимирова пӗлтерчӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Александр Партта ӗҫепе паллаштарӗ. «Чӑн телей юратура» спектакле курма пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минута ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей (халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн филиалӗ шутланать) поэзипе музыка каҫӗ ирттерет. «Имена поэтов славьте в песне вы» (чӑв. Поэтсен ятне мухтӑр эсир) ят панӑ мероприяти пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланмалла. «Сӑвӑ вулама, юрӑ юрлама юратакан тата ҫавна итлеме кӑмӑллакансене пурне те йыхравлатпӑр», — тет музей ертӳҫи Антонина Андреева. Поэзипе музыка каҫне Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши музейне 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл урамӗнче уҫнӑ. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан С.В. Черкасов мещен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурта Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомне панӑ. 1921 ҫулхи ҫуркунне унта чӑваш поэзийӗн никӗслевҫи тата паллӑ патшалӑх деятелӗ Ҫеҫпӗл Мишши куҫарупа издательство комиссийӗн тӑлмачи пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахӗсем» кӗнеке икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Кӗнекене пурӗ 11 халӑхӑн 11 юмахӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — чӑвашсен, пушкӑртсен, тутарсен, алтайсен, якутсен, казахсен, азербайджансен, узбексен, кӑркӑссен, туркменсен, турккӑсен. Кашни юмах сюжечӗ тӗрлӗрен пулин те вӗсен теми пӗр пек: юмахсем ӗҫченлӗхе вӗрентеҫҫӗ, ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ пулма хӑнӑхтараҫҫӗ, усал туни усалпа таврӑннине ӑша хывтараҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Ачасене илӗртме кӗнекене хитре ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Федорова. Художникӗ – Татьяна Бурдина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче хор музыкин черетлӗ уявӗ иртет. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри V (Пӗтӗм тӗнчери I) «Жавронок» (чӑв. Тӑри) хор конкурсӗ Ф.М. Лукин ячӗпе хисепленет. Ӑна хальхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Икӗ ҫулта пӗрре пулакансксер вӑхӑтӗнче арҫын ачасен хорӗсем кӑҫал пуҫласа ӑмӑртӗҫ. Конкурса паян 16 сехет те 30 минутра Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче уҫнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал 50 ытла ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен ӳсӗмӗ те тӗрлӗрен: 4 ҫултан пуҫласа 30 ҫулччен. Мускаври, Хусанти, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри, Ижевскри, Йошкар-Олари, Тольяттинчи, Кироври хорсем ҫитме шантарнӑ. Концерт программине Нигерипе Казахстанри артистсем пуянлатмалла. Хор ушкӑнӗсене хак паракан тӳресен ертӳҫи — РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗ чӑваш кӗнекине юратакансене черетлӗ хутчен пуҫтарнӑ. Хальхинче Улькка Эльмен ҫыравҫӑн «Сарӑ кӗпе» кӗнекине тишкернӗ. Кӗнеке тишкерӗвне хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательствин хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улькка Эльмен ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2015 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Хайлаври тӗп сӑнар – аслӑ класра вӗренекен Даша чухӑн ҫемьере ӳсет. Тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен хӗрачана амӑшӗн вӑрҫмалли сӑлтав тупӑнсах тӑрать. Тӗлпулура автор хайлав епле ҫуралнине каласа кӑтартнӑ. «Ку – чӑн пулнӑ истори, – тенӗ Ольга Геннадьевна. – Паллах, пӗр ҫын шӑпи ҫеҫ мар кунта, пурнӑҫра тӗл пулакан тӗрлӗ ҫын историне итленӗ-пӗлнӗ хыҫҫӑн сӑнар калӑпланать». Ҫитес тӗлпулу ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Унта Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче пирки фильм курма май пулӗ. Ӑна Ютуб-каналта тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Кун пирки фильма хатӗрлекенӗ, унӑн режиссерӗ Виктор Чугаров пӗлтерет. Фильма пӑхма ан манӑр, мӗншӗн тесен кинолентӑна пӗр хутчен кӑна кӑтартӗҫ, кайран ӑна хупӗҫ. Кинолентӑна Никита Тӗнчепе пулса иртнӗ пулӑмсене кӗртнӗ. Режиссер видеосемпе, сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ, велоҫулҫӳревҫӗн ҫулне сӑнаса тӑнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнисене те кӗртнӗ. Режиссер фильмпа ҫулталӑк ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 2017 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче, Никита Шупашкара таврӑннӑ кун, ӳкерме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хулинчи Атӑлӑн Мускав ҫыранӗ Раҫҫее тӗлӗнтереесси пирӗнтен те килет теме юрать. Ун ҫинчен хатӗрленӗ видеоролика Шупашкар хулинчи Музейпа туризм центрӗ турист видеохӑтлавӗсен «Диво России-2019» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) VI фестиваль-конкурсне тӑратнӑ. Шалти тата тулашри туризма аталантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ конкурса TRIP2RUS.RU (Мускав) турист порталӗ, KURORT.VIDEO турист видеопорталӗ тата Чулхулари «Приволжье»регионсем хушшинчи туристсен ассоциацийӗ ирттереҫҫӗ. Конкурса ӗҫсене 8 номинаципе тӑратма май пур. Пирӗннисем «Историпе архитектура тата тӗн объекчӗсем, музейсем» номинацире хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. https://www.дивороссии.рф сайтра конкурс условийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫичӗ ютра пурӑнсан та тӑван чӗлхене хӗмлентерекен, тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран-лама куҫакан пуян культурине манӑҫтарасран ырми-канми тӑрӑшакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пур. Чунӗ ыйтнипе, вӑй-халӗ вӗресе тӑнипе ҫапла ҫунатланаҫҫӗ вӗсем. Тӗмен тӑрӑхӗнче те ун пек хастарсем йышлӑ. Хӑшӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ. Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Пилеш» чӑваш юррин ансамбльне нумаях пулмасть тав тунӑ. Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова ансамбле тата унӑн ертӳҫине Зоя Беспаловӑна малашне те талпӑнуллӑн ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Ираида Маслова алӑ пуснӑ хутра ҫӗнӗ шухӑш-ӗмӗтпе хавхаланса, тунӑ ҫитӗнӳпе савӑнса пурӑнма, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ инҫӗше ӑнтӑлма, шухӑшласа хунине ыррӑн пурнӑҫлама суннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑрӗсем). Ҫакӑн пек конкурс РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова пуҫарнипе иртет. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен культурин хайне майлӑ пурлӑх тата ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе ирттернине пӗлтернӗ. Конкурса ирттерме Мускаври, Питӗрти, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗсем, Мускав хулин Хӗвеланӑҫ округӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшӗҫ. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: художество пултарулӑхӗ, вокалпа инструмент пултарулӑхӗ, ташӑ пултарулӑхӗ, сӑнӳкерчӗксем, методика шутласа кӑларни. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Финалистсене Чӑваш Республикин кунӗ умӗн палӑртӗҫ. Конкурс сайтӗнче https://kraski-chuvashii.ru мӗнпур условипе тӗплӗнрех паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |