Шупашкарта кӑҫал та «Атӑл юмахӗ» фестиваль иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ ирттернӗ конкурса хутшӑнса пултарулӑх мероприятине ирттерме 360 пин тенке тивӗҫнӗ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртӗ. Мероприятин учредителӗ – республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ. Фестивале ирттерме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ пулӑшӗ.
Раҫҫейри театрсен чи лайӑх спектаклӗсемпе паллашма май килӗ. Артистсем, режиссерсем, артист пулма вӗренекенсене ГИТИСри педагогсем ӑсталӑха вӗрентӗҫ, Мускаври, Чулхулари, Ӗпхӳри, Индинчи Вриндаванти режиссерсемпе театроведсем те фестивале хутшӑнӗҫ.