Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Мордвинов артист ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 16.02.2021 04:37 | 286 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ СССР халӑх артисчӗ Николай Мордвинов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Етӗрнери паллӑ купса ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑн училищӗре (халӗ унта — гимнази) вӗреннӗ, Етӗрне уесӗнчи халӑх вӗрентӗвӗн пайӗнче ӳнер секторӗнче ӗҫленӗ, хулари хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсем лартакан спектакльсене хутшӑннӑ.

Етӗрнесем артиста асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑ ҫуртра музей уҫнӑ, унта Николай Мордвинов архивӗнчи документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, артистӑн япалисем упранаҫҫӗ. Училище пулнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. «Запомните меня таким…» (чӑв. Мана ҫакӑн пек астуса юлӑр...) Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ театр фестивалӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртет. Жюри председателӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина. Фестивале 45 ӗҫ тӑратнӑ. Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ кинозалта артист вылянӑ фильмсене кӑтартаҫҫӗ.

#артистсем, #юбилейсем, #Етӗрне, #спектакльсем, #ентешсем, #фестивальсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ
2021, 01, 27
Николай Сергеев артистӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ
2021, 02, 01
«АВАНсцена» кӑҫал та иртӗ
2021, 02, 02
Лидия Красова артисткӑн юбилейне уявлӗҫ
2021, 02, 10
Ҫамрӑксен театрӗнче премьера кӑтартӗҫ
2021, 02, 10

Комментари:

Agabazar // 2140.69.7903
2021-02-16 18:06
Agabazar
Кунта реаллĕ теессине «чăн» тени вырăнлă мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org