Культура
![]() zhivye-uroki.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтанпа, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, пирӗн республикӑра Туризма аталантаракан агентство пулӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Туризма тата хӑнасене кӗтсе илекен индустрие аталантаракан агентство» (кӗскен каласан, «Туризма аталантаракан агентство») автономи учрежденийӗ пачах ҫӗнӗ орган мар. Ӑна республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Чӑваш Республикинчи туризмпа культура информаци центрӗ» автономи учржденин ятне ылмаштарса йӗркеленӗ. Агентство туризм индустрине пур енлӗн аталантарассишӗн яваплӑ пулӗ. Ҫав шутра — регионӑн туризм брендне сарассишӗн, туриндустрие цифровизацилессишӗн, туроператор тивӗҫне пурнӑҫлассишӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |