Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валери Туркай поэзие юратакансене ҫӗнӗ кӗнеке парнеленӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 23.06.2020 20:07 | 493 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗмӗр 75 ҫул, Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа, поэзие юратакансене хӑйӗн «Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ.

Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайне, вӑл «Чӑвашшӑн чӑваш — чи хаклӑ юлташ!..» ятлӑ, паллӑ сӑвӑҫ чӑвашлӑх темипе тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗ «Вунсаккӑрта алла пӑшал эп тытрӑм» ятлӑ. Вӑл Валери Туркай юлашки вӑхӑтра ҫарпа патриотизм темипе ҫырнӑ хайлавсенчен тӑрать. Виҫҫӗмӗш пая тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсем, тӗпрен илсен фронтовик-поэтсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене пурне те чӑвашла Валери Туркай куҫарнӑ. Ку ярӑмри сӑвӑсенчен уйрӑмах Расул Гамзатовӑн «Тӑрнасем» сӑввипе Владимир Харитоновӑн «Ҫӗнтерӳ кунӗ» сӑвви палӑрса тӑраҫҫӗ.

«Тӑван яла кайӑк пулса эп килтӗм» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Геннадий Шурбинпа Андрей Головин предпринимательсем, «Комплекс» строительство фирмини директорӗ Валерий Гордеев тата Шупашкар хулин нотариусӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗ Анатолий Шагаров воин-интернационалист пулӑшнӑ.

#кӗнекесем, #культура, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #Республика кунӗ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкара юратса кӗнеке пичетленнӗ
2019, 07, 06
Ева Лисинан кӗнеки Японире пичетленнӗ
2019, 07, 24
Парижра пичетленнӗ кӗнекене халалланӑ курав уҫӑлӗ
2019, 08, 13
Валерий Яковлев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ
2020, 01, 21
Журнал пулӑшнипе кӗнеке пичетленнӗ
2020, 05, 10

Комментари:

Пăшатанпек // 8044-0509
2020-06-24 19:06
Питĕ пултаруллă çын вăл Туркай, асăннă кĕнекен 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн вăл Хĕлип Литюкне "ТА" редакторĕнчен кăларса ывăнтнă (ун пирки нимле хыпар та сарса ан çÿретĕр), ăшă вырăна хăйĕн кумне Тарасов Арçука лартнă. Ларать лешĕ, чавса лартнă юпа пек ларать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org