Культура
![]() Александр Вражкин конкурса тӑратнӑ ӗҫсем Чӑваш Енри фотоӑстасем «Дети России-2020» (чӑв. Раҫҫей ачисем-2020) конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Александр Вражкин, виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «О крае Чувашском поет душа» (чӑв. Чӑваш Ен ҫинчен юрлать ман), «Мы подружки — словно куклы» (чӑв. Тусӑмсем – пукане тейӗн), «С голубого ручейка начинается река» (чӑв. Пӗчӗк шывран юханшыв пуҫланать). Пӗринче чӑваш тумӗллӗ виҫӗ пӗчӗк хӗрача, иккӗмӗшӗнче наци музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур Николай Фомиряков ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Акатуйра ачасем шӑхлич калани, виҫҫӗмӗшӗнче Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринчи шӑпӑрлансем руна ҫырулӑхӗпе паллашни сӑнланнӑ. Ентешӗмӗрсен фотоӗҫӗсемшӗн конкурс сайтӗнче сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |