Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫиелтинчен тарӑнӑша, шут-хисепрен пахалӑха куҫма вӑхӑт ҫитнӗ»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрий Яковлев 03.01.2021 11:06 | 4824 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

(«Тарӑн чӑваш. Тарӑн мар чӑваш» кӗнекерен)

«Шухӑш ҫукки кисретет», – терӗ Н.Е. Лукианов. (Эпир унпа телефонпа хальхи чӑваш пурнӑҫӗн пӗтӗмӗшле ӗлки, туртӑмӗ пирки калаҫаттӑмӑр, 2020 ҫул).

«Вӑхӑт ҫитӗ, – тенӗ Ҫеҫпӗл («Чӑваш сӑмахӗ», 1920). – Атӑл хӗрри тӑрӑх тӗнче кӗсле сассипе янраса тӑрӗ – ҫакӑ чӑваш юрри пулӗ. Чӑваш чӗлхи кӑвар пулӗ, хӗрнӗ хурҫӑ пулӗ!»

Пуш параппан пӑнтӑртатӑвӗ тесе хакланӑ пулӑттӑм эп официллӑ чӑваш культурин юлашки вун ҫуллӑхне.

Урӑхла культура та пур паллах чӑвашӑн. Анчах та ӑна эпир пӗлсе пӗтерейместпӗр, мӗншӗн тесен ӑна хуплаҫҫӗ, сас памаҫҫӗ, ҫын ҫине кӑлармаҫҫӗ, ҫул памаҫҫӗ…

Юрий Сан самахӗсем аса килеҫҫӗ: «Эп юлташсемпе калаҫса тӑраттӑм. Пирӗн пата хӗрӗнкӗ Толя Смолин таҫтан пырса тӑчӗ те мана калать: «Эх, изгойсем санпа эпир, Юра».

– Кай-ха кунтан, эп нимле изгой та мар, – терӗм ӑна».

Н.М. Кирилловӑн та Юрий Санӑн пекех оптимизм. «Веҫех йӗркеллӗ, эп ӗҫлетӗп, кӗнекесем кӑларатӑп», – тет Надежда Мефодьевна интервьюсенче. Кӗнеке презентацийӗнче вара артистсем, театр ӗҫченӗсем ҫукчӗ, ҫукпа пӗрехчӗ…

«Хӗвелӗн кӑварлӑ хӗлхемӗ / Ҫӗре чечекленӗ чухне / Кам курнӑ ҫанталӑк илемӗ / Пӑрпа пӑрланса шӑннине?» – ыйтать Ҫеҫпӗл «Хурӑҫ шанчӑк» сӑвӑра (1921).

Паян эпир куратпӑр: политика режимӗ пирӗн ҫӗршыва витерех шӑнтасшӑн. Ҫак контекстра хӑш-пӗр чӑвашсем мана, Ҫеҫпӗл калашле, хулпуҫҫипе кӑвак пӗлӗте перӗннӗн курӑнаҫҫӗ. Паянхи улӑпсен шутӗнче, паллах, И.А. Иванов. Ӑслӑран та ӑслӑ куштан та тӳрккес чӑваш (куштанлӑхпа тӳрккеслӗхе эп чӑвашлӑха ҫӑлса хӑварма пулӑшакан фактор пек, ку тапхӑрти чӑвашшӑн питӗ кирлӗ пулӑм-хӑват пек куратӑп) халӑхӑмӑршӑн тӗрек юпи пулма пултарнӑ пулӗччӗ. Анчах ӑна ҫине тӑрса усала ҫавӑраҫҫӗ, ун ятне яраҫҫӗ, чысран кӑлараҫҫӗ… Чӑваш ӗҫӗнчен пӑраҫҫӗ. Илья Арсентиевич пек тӳрӗ те пултаруллӑ чӑвашсене ӗҫлеме майсем туса парас пулсан, тен, вӗреннӗ чӑвашсем тӑват уран упаленме намӑсланнӑ пулӗччӗҫ – вертикаль пирки аса илӗччӗҫ, асра тытӑччӗҫ…

Чӑн интеллектуалсем ытисене малалла тата ҫӳлелле туртӑнтараҫҫӗ, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен, чун-хӑват тӗлӗшӗнчен тимлеме хистеҫҫӗ. «Чӑваш халӑх вӑйӗ йӑлт унтаччӗ, – аса илет Альбина Любимова-Юрату (1997 сулхи авӑн уйӑхӗн 28 калаҫнинчен). – Атнер Петрович Хусанкай ӑна хӑй сисместчӗ: ун тавра йӑлт вут ҫунса тӑратчӗ. Ун йӗри-тавра пӗтӗм халӑх ӑс-тӑнӗччӗ. Пӗтӗм халӑх хӑвачӗ ӑна куҫнӑччӗ. Пӗтӗм халӑх хӑй вӑйне ӑна панӑччӗ. Ун тавра пурнӑҫ вӗресе тӑратче. Ун йӗри-тавра вӑй пуррине пит сисеттӗм. Вӑл – чӑн-чӑн улӑп пекччӗ. Хӑй кӳлепипе пӗчӗк пулсан та, Хусанкайне хӑйне мар – халӑх ӑна панӑ идейӑна килӗштерсе пӑрахнӑччӗ. Хавхалануллӑччӗ ун чухне чунра. Темскер туса тӗлӗнтерес килетчӗ. Хусанкай йӗри-тавра ҫынсем пурте ҫаплаччӗ. Ун чухне вӑл Турӑ, символ пулса тӑнӑччӗ. Ват карчӑксем те ӑна ӗненнӗ. Атнер Петровича халӑх подсознательно суйласа илнӗччӗ. Ҫав самантра ертӳҫӗ кирлӗ пулчӗ, халӑх хӑй сисмесӗрех Атнер Петровича ертӳҫӗ вырӑнӗнче курасшӑн пулчӗ». Елена Османова рецепцийӗ: «Атнер Петрович калаҫнине сывламасӑр итлесе лараттӑмӑрччӗ» («Чӑваш тӗнчи», 2017, ҫурла, 3 (81) №, 5 с.). Рита Кириллова шухӑшӗ: «Упаси меня бог при Атнере Хузангае называть Чувашию провинцией» («Реалист Поволжья», 1997, 5 №, с.2.).

«А вы знаете, Атнер Петрович у нас больше не работает», – терӗ пирӗн ӗҫ пӳлӗмне кӗрсе Г.А. Николаев, гуманитари институчӗн директор ҫумӗ (ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен). Сӑн-пичӗ ун пытарма ҫук савӑнӑҫпа ҫиҫетчӗ. Атнер Петрович институтран кайни (вун ҫул каялла), Илле Тӑхти калашле, «вӗчӗх-кӗвӗҫ чӑвашсемшӗн» чӑн-чӑн уяв пулчӗ – хура юн, хура ӑшчик уявӗ…

– План тултарайман, ҫавӑнпа кӑларса янӑ ӑна, – тесе пӗтӗмлетрӗ ман клаҫу-тӗлӗнӳ-тарӑхӑва Геннадий Медведев артист. (Эпир унпа 8-мӗш мунчара ӑнсӑртран тӗл пултӑмӑр.).

– Атнер Петрович пек Чӑвашра никам та ҫыраймасть, шухӑшлаймасть, – терӗм эп. – Ун пӗр тӗрленчӗкӗ (эссе), тен, пӗтӗм институтӑн вун ҫулхи ӗҫӗнчен сумлӑрах, чӑн ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗрех…

Чӑваш культуринчи пулӑмсене тараса ҫине хурса виҫме тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Тараса кам мӗне тӑнине кӑтартӗччӗ. Ак паянхи официаллӑ чӑваш культурин сцени ҫинче пӗрремӗш рольсенчен пӗрне вылякан Кипечех илер. Ват ҫын тӑват ҫынна тӑрать тенине асра тытса-ши вӑл кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать: пӗри тепринчен хулӑнрах.,,

– Канӑҫсӑр чӗреллисем, ҫӗннине тупас текенсем Юрий Скворцов патне туртӑннӑ. Ма асӑрхаман вара эсир ӑна? – ыйтрӑм эп Анатолий Ильичран ҫирӗм пиллӗк ҫул каялла «Парус» кафере.

– Асӑрханӑ, анчах унпа туслӑ пулма эрех ӗҫмеллеччӗ…

«Пирӗн писательсен шутласа кӑлармалла», – тет ялан Анатолий Ильич. «Генипе эрех ӗҫме чунра аташулӑх тупайман фикшн ҫыравҫӑн пурнӑҫ опычӗ пӗр ҫӳхе кӗнекеллӗх пур-ши? – шухӑшлатӑп эпӗ… – Ҫапӑҫса курман, ухмах ҫуртӗнче выртман, тӗрмере ларман, эрех черкки тӗпӗнче путман, делирий тременс ытамӗнче пулман, Айхи пек вуннӑ авланман, Достоевский пек арӑмӗн кӗписене картла выляса яман, Совет Союзӗн вӑрттӑн вӑрҫисенче (Никарагуа е Анголӑра) тар шӑршласа курман, Афган вӑрҫинче тыткӑна лекмен, Чернобыльре радиаципе эрӗмленмен, Геннадий Орков пек, Элли Юрьев пек парашютпа сикмен… Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче чикӗ леш енче те пулман (эппин Патшалӑх харушсӑрлӑх комитечен (КГБ) агенчӗ те мар)…»

В.П. Станьял чикӗ леш енче темиҫе те пулнӑ… «Ват ҫын вун тӑватӑ ҫын», – тет пулас вӑл. Ҫине-ҫине статья ҫырать. Статьисем пӗри тепринчен шӗвӗрех. Рецензийӗсем содержани шайӗнче. Виталий Петрович тишкерӳ-тӗпчев туса чӑрманмасть: ҫиелтен шӑйӑрттарса пултӑр….

– Мӗн хӑтланать вӑл? – пӗлтертӗм хам тӗлӗннине Б.Б. Чиндыкова. – Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ват ҫын… Ун пек ҫырма юрать-и вара?.. Нивушлӗ ман та ватлӑх ҫавӑн пек килӗ?..

– Ан тив, – терӗ Борис Борисович. – Ун пек ҫыракан та ҫук вӗт-ха…

– Ун пек ҫыриччен ҫырманни, – хирӗҫлерӗм эп. – Ачасене виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӑш класранах тишкерӳ тума хӑнӑхтараҫҫӗ… Станьялӑн, тен, суя ятпа пичетленмелле. Калӑпӑр, «Иван Иванов, иккӗмӗш класс ачи» тесе… Шур сухалӑн, ҫул кӑтартаканӑн, ҫулпуҫӑн, Вӗрентекенӗн, «Чӑвашлӑхшӑн, кирлӗ пулсан, хама хам ҫунтарса яма хатӗр» теекенӗн шай пулмалла пек… Хӑйӗн айван япалисене Станьял ятпа кун ҫути кӑтартса вӑл ирӗксӗрех чӑваш культурине пӗтерет. Вӗт ун ҫине пӑхаҫҫӗ…Вӗт вӑл ҫӑлтӑр… Вӗт вӑл хура халӑха кӑна мар – ҫӳлтисене, чи ҫӳлтисене (Владимир Путина, Николай Федорова, Анатолий Аксакова, Олег Николаева…) ӑс парать, вӗрентет… Шоу тӗлешӗнчен вӑл хӑйӗн ҫывӑх тусӗнчен, чикӗ леш енче нумай хут пулнӑ В.В. Туркайран иртрӗ ӗнтӗ… Ун хӑйне майлӑ фан-клуб та пур. «Чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар» теекен Улатимӗр Тяпкин, 70 ҫул хушшинче хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ ун кашни статйи умӗнче чӗркуҫленеҫҫӗ, пуҫ ҫапаҫҫӗ, мухтав юрри юрлаҫҫӗ…

«Эс вӗсене ан асӑрха. Ан тив – пулччӑрах!» – тет мана Б.Б. Чиндыков.

«Ан тив, хӑйсем пӗлнӗ пек хӑтланччӑрах!» – тетчӗ мана В.Г. Родионов (1994 –1999 ҫулсенче мана вӑл хӑй патӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш литература кафедринче ӗҫлеттерчӗ).

«Мӗнрен пулнӑ арҫури / Ял хыҫӗнчи ҫырмари?» – ыйтать Михаил Федоров.

«Ан тивсем» мӗнрен пулни паллӑ. «Критики у нас, чувашей, не существует…» (А.С. Пушкин П.А. Вяземский патне ҫырнӑ ҫыруран (1824). «Но сегодня у нас, истинных чувашей, действительно нет художественной, театральной и иной (не говоря уж о политической) критики» (Хузангай А. Тексты, метатексты & путешествия. Чебоксары, 2003. С. 384.).

«Ан тивсем» мӗн патне ҫитернине куратпӑр: пуш параппан пӑнтӑртатӑвӗ патне… Пуш параппан вилӗм кӗвви кӑларать. Кунта пуласлӑх, малашлӑх ҫук. Вӗсене курса намӑсланнипе ҫӗр тӗпне анса каяс килни вара пур… «Глупость сама по себе – это конец человеческого, это движение к концу» (Дугин А. Что ждет мир идиотов // Экспертиза Дугина. День ТВ, 4 декабря 2019 г.). Чунӗпе хытман, ӑс-тӑнӗпе чулланман чӑвашсем ҫакна туяҫҫӗ, ӑнланма сӗмленеҫҫӗ. «Чӑваш артисчӗсене, – тенӗччӗ 1991 ҫулта Олимпиада Васильевна Таллерова-Миттова, – чыс тени ҫитмест. Сӳпӗлтетсех каяҫҫӗ. Вӗсене пӑхса хам чӑваш пулнишӗн вӑтанса ларатӑп». «Чӑнах та, чылай чухне кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртен Кураков-Туркай-Кипеч-Станьял-Карягина тата ыттисем те чарӑнми «чӑваш, чӑваш, чӑвашлӑх» тесе калаҫа пуҫласан, хӑть те мӗнле йӗрекеллӗ ҫыннӑн та часрах чӑваш пулма пӑрахса вӗсен чӑвашлӑхӗнчен таҫта куҫ курман ҫӗре тарас килет. Анчах та Атнер Петрович Хусанкай ҫав япаласенех, анчах урӑхла кала пуҫлать те – чӑваш пулас килет каллех, анчах Туркай-Кураков-Кипеч йышши мар, Хусанкай йышши чӑваш пулас килет. Вӑт ҫапла» (Шухӑшлакан // Чӑваш халӑх сайчӗ. 2018.05.28.).

Пуш параппан пӑнтӑртаттарасси вӑл – ерекен чир пек. Ку чир официаллӑ (уйрмах официозлӑ) чӑваш культурине тӗпренех ярса илнӗ. Параппанҫӑсем паян хисепре. Пуш параппан сассипе нимле ҫӗнӗ шухӑш та, ҫӗнӗ идея та, идеологи те, философи те ҫуралма пултараймасть. Ҫеҫпӗл калашле, кӗсле сасси чӑваш юрри пултӑр… Чӑвашсем усала кӗсле сассипе хӑваланӑ (вирӗм). Ваттисене те кӗсле сассипе асӑннӑ. Хӑйӗн ӑшне путнӑ чӑваш кӗсле сассипе, хӑйӗн чунӗ патне ҫул шыранӑ – ҫул тупнӑ… Космос шайӗнче уҫӑлнӑ чӑвашӑн чунӗ кӗсле сассипе… Кӗслен космосла сасси-янӑрӑвне Ҫеҫпӗл тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартса панӑ:

Инҫе ҫинҫе уйра уяр

Карталанса чӑлтӑртатать,

Енчен енне ҫупса чупать...

Ҫук, уяр мар — ҫут уйра мар

Ман ҫамрӑк чунлӑ чӗрере

Хӗвел хӗлхемлӗ хӗлӗхсем

Ҫитмӗл ҫич чӗлӗхлӗн янраҫҫӗ..

Ма чун вылять? Е cap хӗре

Курса киленчӗҫ куҫӑмсем,

Е пӗлӗтсем чуна саваҫҫӗ?

Ҫук, ҫук...

Ҫӗршывӑм чӗрӗлет!

Пӗчик пӳртсемлӗ ялсенче,

Тӑван ҫӗр урлӑ уйсенче

Ҫӗн Сывлӑш чун уҫса вӗрет.

Ҫӗн Ҫул, Кун-ҫул, Ҫӗн Кун килет,

Ҫавна кура кӗвӗллӗ чун,

Кӗсле кӗввиллӗ вутлӑ юн.

Ман чӗрере уяр ури,

Хӗвел ури, хӗвел юрри,

Тӑри юрри! Шевле сарри!

Ҫӗн Сывлӑш, вӗр!

Ҫӗн Сывлӑш, вӗр!

Чӑваш ҫӗрне тӗреклӗх кӗрт!

Ҫӗн Сывлӑш, вӗр! Ҫӗнӗ вӑй пар,

Чӑваш чёри пултӑр кӑвар.

Чӗре, выля, ҫён юрӑ пар!

Инҫе ҫинҫе уйри уяр,

Тымарсенче хӗвеллӗн ҫун!

Хӗвеллӗн ҫун, кӑварлӑ юн!

Кӑвар чӗрем — пин ҫын чӗри.

Эп пӗр ҫын мар — эп хам пин-пин,

Эп пин чӑваш, эп пин-пин ҫын!

Чёрем юрри — пин ҫын юрри.

 

1918 султа Николай Александрович Бердяев «Философия неравенства» ҫырать. «О нации» сыпӑка Ҫеҫпӗл сӑввин парафразӗ теме пулать. Сӑвӑҫӑмӑр пирӗн чӑнах та кун-ҫул (бытие пӗлтерӗш) уттинчен юлман, тӗнчери чи сисӗмлӗ, чи инҫе куракан чунсемпе пӗр ретре пулнӑ…Вӗсемпе пӗр Ӗҫ тунӑ…

«Наци вӑл ку е тепӗр класс мар, халь пурӑнакан ҫынсен эмпирикӑллӑ йышӗ мар. Наци вӑл мистикӑллӑ организм. Ун вӑрттӑн пурнӑҫӗ пирки эпир хамӑр ӑшра, хамӑр тарӑнӑшра тавҫӑратпӑр. Ҫиелти пурнӑҫпа пурӑнма пӑрахсан, тулашри пурнӑҫпа кӑсӑкланма пӑрахсан, ҫынсене уйӑракан сийсен вышкайсӑр вӑйӑмӗнчен хӑтӑлсан – хамӑр ӑшра, хамӑр тарӑнӑшра нацин вӑрттӑн пурнӑҫӗ пирки тавҫӑрӑпӑр. Чи ӑста, пур енчен те лайӑх, чи ҫуллӗ шайри палӑрӑмне наци генире тупать. Гени яланах халӑхла, нацилле, унра тӗп-тымартан, наци пурнӑҫӗн тарӑнӑшӗнчен килекен сасӑ яланах илтӗнет. Вӑхӑт ҫитнӗ, вӑхӑт ҫитнӗ пирӗн «халӑх» патне мар – наци патне ҫаврӑнма. Ҫиелтинчен тарӑнӑша, шут-хисепрен пахалӑха куҫма вӑхӑт ҫитнӗ».

«Нация не есть тот или иной класс, не есть эмпирическое количество ныне живущих людей. Нация есть мистический организм, таинственную жизнь которого мы постигаем в собственной глубине, когда мы перестаем жить поверхностной жизнью, жизнью внешних интересов, когда мы освобождаемся от исключительной власти оболочек, разделяющих людей.Самого совершенного и высшего своего выражения нация достигает в гении. Гений всегда народен, национален, в нём всегда слышится голос из недр, из глубин национальной жизни.Пора, пора уже обратиться нам не к «народу», а к нации, т. е. перейти от поверхности к глубине, от количества к качеству».

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш тӗнчи, #философи, #культура, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем