Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Коми Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Журков «GoodWin Art» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ӳнерӗ) III пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ. Конкурса Македонири, Беларуҫ Республикинчи тата хамӑр ҫӗршыври нумай хулари (Мускав, Санкт-Петербург, Челепир, Екатеринбург, Симферополь, Чулхула, Ярославль, Барнаул, Тольятти, Самара, Ҫӗнӗ Уренгой, Сочи, Тула, Кострома, Йошкар-Ола) артистсем хутшӑннӑ. Вӗсене Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫей музыка академийӗн профессорӗсемпе вокал преподавателӗсем Екатерина Стародубровская, Ксения Шапиро, Владимир Бурлаков хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |