Елчӗк районӗнчи Кипеҫ ялӗнче туслӑ ҫемье пурӑнать. Галина тата Петр опекӑна илнӗ 8 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Хӑйсен вара – виҫӗ ача. Анчах хуйхӑ вӗсен алӑкӗнчен шакканӑ – ывӑлӗ сарӑмсӑр вилнӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем ача ҫуртӗнчен шӑпӑрлан илнӗ. Андрей ун чухне 8 ҫулта пулнӑ.
Унтан ҫемьене Кемӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ 14 ҫулти Владислава илнӗ. Халӗ вӑл ҫара кайса килнӗ ӗнтӗ. Кайран мӑшӑр Кристинӑна, Анастасийӑна, Ангелинӑна тата Аринӑна ӑшӑлӑх парнеленӗ. Кун хыҫҫӑн Алексейпе Сергея опекӑна илнӗ.
Ачасене ӗҫпе пиҫӗхтерсе ӳстереҫҫӗ. Анчах малтанах ҫӑмӑл килмен. Асли, тӗслӗхрен, содержани те каласа кӑтартайман. Ашшӗ-амӑшӗ унпа ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен урок тунӑ. Халӗ вӑл лайӑх паллӑсемпе вӗренет.
Галинӑпа Петр тӑлӑхсене чун ӑшшине парнелеме хӗрхенмеҫҫӗ. Вӗсем тата та ача илме хирӗҫ мар.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр амӑшӗ патне опека органӗсем тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Хӗрарӑм ачисене пӑхманни, хӑй сиенлӗ йӑласемпе тусли пирки кӳршисем ҫӑхавланӑ-мӗн.
Анчах тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетмен: ҫемьере йӑлтах йӗркеллӗ. Кӳршисем ҫӑхавланӑ тӑрӑх, амӑшӗ эрех ӗҫет, ачисене пӑхмасть, вӗсем ҫине пӗрмай кӑшкӑрать.
Опека органӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ суя пулнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ӳстерет, пурӑнмалли условисем пур. Ачисем тутӑ, амӑшӗ эрех-сӑра ӗҫмест, ӗҫлет. Амӑшӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем питӗ «чӗрӗ», пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, ишме ҫӳреҫҫӗ.
Нумай ачаллӑ, ипотека илнӗ ҫемьесемшӗн ку ҫӑмӑллӑх тинех ҫитет. Кун пирки кӑҫал нумай калаҫрӗҫ-ха, анчах саккун вӑя кӗменччӗ. Сӑмах – нумай ачаллӑ ҫемьесене ипотекӑна тӳлемешкӗн 450 пин тенкӗ парасси пирки.
Халӗ паллӑ: ку саккун авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ку тӳлеве ҫемьесем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн тивӗҫеҫҫӗ. Укҫапа ипотекӑн тӗп парӑмне тӳлеме май пулӗ. Ку сумма 450 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан – процентсемшӗн.
450 пин тенке илмешкӗн ҫемьесен банка пырса заявлени ҫырмалла.
Элӗк районӗнчи Тавӑтра пурӑнакан пилӗк ачаллӑ Саватинсем патшалӑх туса панӑ пӳрте пурӑнма куҫнӑ.
Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртлӑ пулас тесе 2012 ҫулта черете тӑнӑ. 3 ывӑлпа 2 хӗр ӳстерекен йыш паян ҫӗнӗ пӳрте пуҫласа ура ярса пуснӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе вырӑнти артистсем пухӑннӑ. Ҫурта кӗнӗ ҫӗре хӗрлӗ хӑю карнӑ. Юлашкинчен каланине касма тӳре-шара ҫитнӗ.
Ҫурта вырӑнти МСО хӑпартнӑ. Шӑпах вӑл муниципалитет контрактне пурнӑҫа кӗртмелли конкурсра тивӗҫнӗ.
Пӳртӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 71,3 тӑваткал метр. Унта шыв, ҫутӑ кӗртнӗ, газ пур. Ҫурта ҫемьене социаллӑ найм мелӗпе панӑ.
Патшалӑх шучӗпе пӳртлӗ пулнӑ ҫемьене тӳре-шара саламланӑ, Саватинсем вара патшалӑха тав тунӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьепе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртне Шупашкарта пурӑнакан Черновсене йыхравланӑ. Ҫемье Чӗмпӗр хулинче авӑн уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче иртнӗ Ҫемье йӑлисен фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.
Ирина тата Николай Черновсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа — 13 ҫул. Вӗсем тӑватӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫемьере пӗрне-пӗри хисеплеҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ.
«Ҫулталӑк ҫемйи – 2019» конкурсра вӗсем муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ, халӗ финалти ӑмӑртӑва хатӗрленеҫҫӗ. Чӗмпӗрти конкурсра Черновсем чӑвашсен йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ, ҫемье йӑлипе паллаштарнӑ, авалтан упранса пынӑ, хӑйсен ашшӗ-мӑшӗ вӗрентнине ӑша хывса пурӑннине кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫемьене республика чысне хӳтӗленӗшӗн мухтаса тав тунӑ, ачасене юратса, тӗрӗс тӗкел ура ҫине тӑратнӑшӑн ырланӑ.
«Чӑвашсен хитре кӗписене эсир тӑхӑннӑ. Чӑвашлӑха юратни курӑнать. Йӑла-йӗркене тытса пыни пушшех хавхалантарать. Раҫҫей культурин уйрӑлми пӗр пайӗ ҫакӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ.
Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк.
Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Германире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Ирӗклӗ сӑмах» сайта пуҫарнӑ Александр Савельевпа (Сантӑр Савкилта) мӑшӑрӗ Мария тата вӗсен ывӑлӗ тӑван ҫӗршыва таврӑнӗҫ. Ҫакӑн пирки Мария Фейсбукра пӗлтернӗ. Савельевсем Германие тухса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: Савкилта «Eurasia3angle» тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ. Вӑл ушкӑн алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерес тӗллевпе йӗркеленнӗ, Германири Йена хулинче тӗпленнӗ.
Мария пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр арҫын пурнӑҫламалли виҫӗ тӗп тӗллеве виҫӗ ҫулта пурнӑҫланӑ: тӗрӗк чӗлхисен классификацийӗн йывӑҫне компьютер меслечӗпе хатӗрленӗ, ывӑлӑн ашшӗ пулса тӑнӑ, Мускавран 18 километрта хваттер туянмалӑх укҫа ӗҫлесе илнӗ.
Мария хӑй те ӗҫсӗр ларман. Ача пӑхнипех ҫырлахман вӑл. Виҫӗ ҫул каялла «хенде хох» тата и «Гитлер капут» тенисӗр пуҫне нимӗҫле тек ним пӗлменскер Германири университетра ӗҫлеме ирӗк илмелӗх ӑша хывнӑ, ҫавӑн ҫинчен калакан С1 сертификата тивӗҫнӗ. Сантӑр Савкилта вара акӑлчан чӗлхине ӑша тарӑннӑн илсе те ӗлкӗрнӗ.
Макаровсен ҫемйинче йыш палӑрмаллах хушӑннӑ: виҫӗреш ҫуралнӑ! Ачасем Президент амӑшлӑх центрӗнче кун ҫути курнӑ.
Макаровсен халӗ пилӗк ача. Виҫӗреш ҫӗртме уйӑхӗнче, срокран маларах, ҫуралнӑ. Пӗчӗскерсене нумаях пулмасть ҫеҫ киле илсе кайма ирӗк панӑ. Ачасем малтан реанимаци тата интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче пулнӑ, унтан тепӗр уйӑх амӑшӗ пӗрле выртнӑ. Пепкесем вӑй илсен киле илсе кайма ирӗк панӑ.
Амӑшӗ Оксана каланӑ тӑрӑх, тухтӑр виҫӗреш пулассине пӗлтерсен тӗлӗннӗ, анчах савӑннӑ. Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе икӗ виҫӗреш кун ҫути курнӑ.
Ҫемьесене упраса хӑварас тӗллевпе Чӑваш Енре «Сохраним семью» (Чӑв. Ҫемьене упрар) проект пурнӑҫланать. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви шухӑшласа кӑларнӑ.
Проект тӗллевӗ — ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене, уйрӑлас патне ҫитнӗ арӑмӗпе упӑшкине психологи пулӑшӑвӗ парасси. Проекта загс органӗсен ӗҫченӗсем, Шупашкарти Ҫул ҫитмен ачасене социаллӑ реабилитаци пулӑшӑвӗ кӳрекен центр психологӗсем, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗнче тӑрӑшакансем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, семинарсемпе психологи тренингӗсем ирттереҫҫӗ, ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.
Проекта пурнӑҫланӑ май шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене те ҫемье пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарасҫӗ.
Сӑмах май каласан, ҫемьесем арканасси пирӗн республикӑра юлашки 5 ҫулта пӗчӗк тесе ӗнентерет ЧР Юстици министерстви. Ҫемье арканнин 1000 ҫын пуҫне илнӗ кӑтартӑвӗпе пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхри коэффициент 2,9 пулнӑ. Ку вӑл Федерацин Атӑлҫи регионӗнче чи пӗчӗкки иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |