Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче пурӑнакан Тимофеевсене ҫын прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева ҫӗнӗ хваттере куҫма пулӑшнӑ. Ҫемье пуҫӗ Александр Тимофеев нумаях пулмасть ӑна ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине чӗннӗ.
Арҫын тӑватӑ ачана пӗчченех ӳстерет. Арӑмӗ пӑрахса кайнӑ, ачисемпе те хутшӑнмасть, алимент та тӳлемест. Тимофеевсем амӑшӗн капиталне те илнӗ, анчах унпа усӑ курма май килмен, мӗншӗн тесен документа унчченхи арӑмӗ ҫине ҫыртарнӑ тата хваттер туянма 300 пин тенкӗ ҫитмен.
Ҫурла уйӑхӗнче Александр Тимофеев Надежда Прокопьевӑпа тӗл пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енри социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд тата Раҫҫей ача-пӑча фончӗ пулӑшнипе 300 пин тенкӗ тупма пултарнӑ. Кунсӑр пуҫне омбудсмен вырӑнти администрацие ҫемьене хваттер шырас ӗҫре пулӑшма ыйтнӑ. Акӑ халӗ ашшӗ ачисемпе ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ. Унччен вӗсем йывӑҫ пӗчӗк пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ.
«Чылайӑшӗ чӑвашсен йӑли-йӗрки пирки маннӑ, Хӗвеланӑҫрисене мала хурать, ҫавӑнпа эпир чӑваш туйне тума шухӑшларӑмӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Вероникӑпа Михаил. Вӗсем ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑксем Мӑшӑрлану керменне чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ.
Мӑшӑрлану керменӗнче чӑвашла та, вырӑсла та калаҫнӑ. Чӑвашсен йӑли-йӗркине мала хурса ҫемье ҫавӑрни ҫамрӑк мӑшӑрӑн асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта та чӑвашсен йӑли-йӗркипе туй иртнӗ. Унта та хӗрпе каччӑ чӑваш кӗпи тумланса пынӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: юлашки вӑхӑтра туя ҫакнашкал ирттернӗ тӗслӗхсем, сайра пулин те, пур.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа пырса ҫитнӗ.
«Нумай та пӗтӗ, сахал та ҫитӗ, тату пурӑннине мӗн ҫитӗ?», — тенӗ Михаил Игнатьев.
«Ҫулталӑк ҫемйи-2018» республикӑри конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкарти ултӑ ачаллӑ Ананьевсем ҫӗнтернӗ. Комсомольскинчи Павловсем «Социаллӑ яваплӑ ҫемье», Ҫӗмӗрлери Толстовсем «Спорт ҫемйи», Шупашкарти Яблоковсем «Туслӑ ҫемье», Етӗрне районӗнчи Васильевсем «Пултаруллӑ ҫемье», Элӗк районӗнчи Александровсем «Ӗҫчен ҫемье» номинацисенче палӑрнӑ. Вӗсене кашнинех сумлӑ парнепе хавхалантарнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗччӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире палӑртнӑ. Шупашкарти ҫак ҫемьере ултӑ ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнӗскерсем. Ҫемье унччен те тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑннӑ.
Львовсене тата Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ ытти ҫемьене чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мусквара чысланӑ. Хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ саманта ОТР телекурав ӳкерсе илнӗ. Апла пулсан маттур ҫемьесене телевизорпа кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм телеэфира раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухӗ.
Чӑваш Республикинче ҫитес вӑхӑтрах патшалӑхӑн тепӗр наградине вӑя кӗртесшӗн. Унӑн ячӗ: «Анне» мухтав палли (ун ҫине чӑвашла «Анне» тесе ҫырӗҫ). Ӑна пиллӗк е унран ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ е ҫитӗнтерекен хӗрарӑмсене пама палӑртнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Унсӑр пуҫне саккун проектӗнче тепӗр асӑрхаттару та пур: ҫемьен Чӑваш Енре 10 ҫулран кая мар пурӑнмалла. Ҫитес ҫул мухтав паллипе 80 хӗрарӑма наградӑласшӑн. 2020 ҫултан тытӑнса — ҫулсерен 28-шар амӑшне.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак наградӑпа чысламашкӑн влаҫрисен хысна укҫине пӑхса хума тивӗ. 2019 ҫулта кун валли 724 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ, ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче — ҫуллен 253 пин те 400-шер тенкӗ. Мӗншӗн тесен пӗр палла хатӗрлеме 9 пин тенкӗ расхутланать, удостоверени хатӗрлеме 50 тенкӗ кирлӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Васильевсем лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулара хӗрӗсем валли хваттер туянасшӑн.
Петрпа Ирина Васильевсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ: Елена, Наталья, Мария. Кил хуҫ хӗрарӑмӗ шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Шӑпах вӑл билет туяннӑ та.
«Эпӗ Шупашкара Мария вӗренекен колледжа ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне кайрӑм. Вокзал ҫывӑхӗнче лотерея киоскӗ куртӑм. Сутуҫӑ пӗр билет кӑна юлнине пӗлтерчӗ. Малтанах туянасшӑн марччӗ, ҫапах туянтӑм. Автобуса лартӑм та кун пирки пӗр эрнелӗхе манса кайрӑм», - аса илнӗ Ирина Васильева.
Лотерея вылявне телевизорпа вӑл пӑхман та. Кайран билета сайтра тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнине курсан ӗненмен те.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Ирина Федорова Мурманск хулин 9 ҫул каялла куҫса кайнӑ. Ӑна унта куҫма мӑшӑрӗ Александр, Ҫурҫӗр флотӗнче службӑра тӑнӑскер, ӳкӗте кӗртнӗ.
Федоровсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсен кушакӗ чӑвашла ӑнланать. Чӑннипе, малтан мӑр-мӑр вырӑс ҫемйинче пурӑннӑ. Анчах ку чӗлхене вӑл чӑваш ҫемйине лексенех манса кайнӑ. Халӗ кушак чӑвашла каласан ҫеҫ ӑнланать.
Чӑвашла пӗлекен Пушока Рекордсен кӗнекине кӗртмен, ҫапах ҫемье унпа мухтанать: Мурманск тӑрӑхӗнчи «Чӑваш тӗнчи» наци пӗрлешӗвӗнчи тусӗсемпе пӗлӗшӗсене кушак мӗн тума пултарнине кӑтартаҫҫӗ.
Палӑртмалла: Мурманск облаҫӗнче 4 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти карапсемпе шыв айӗнче ишекен кимӗсенче Чӑваш Енри ҫӗр-ҫӗр каччӑ ӗҫлет.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехетре Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫав каҫ упӑшкипе арӑмӗ, виҫӗ ачи ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ферми те ҫунса кайнӑ. Пушарта 800 яхӑн кӑркка, чӑх ҫунса вилнӗ.
Ҫулӑм тухнине кил хуҫи асӑрханӑ, вӑл арӑмне вӑратнӑ. Хӗрарӑм аслӑ ывӑлне тӑратнӑ, хӑй кӗҫӗннине йӑтнӑ. Асли вара вӑтаммине ҫавӑтнӑ. Ҫапла вӗсем ҫунакан пӳртрен тухнӑ.
Ҫемье документсене те илме ӗлкӗреймен. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ тата ачисем кӳршисем патӗнче вӑхӑтлӑх пурӑнаҫҫӗ. Лешсем унта кун кунламаҫҫӗ, сайра хутра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ.
Ял-йыш ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫемьене тумтирпе, атӑ-пушмакпа пулӑшнӑ. Ҫапах ку ҫителӗксӗр, ҫемьене пурӑнмашкӑн укҫа та кирлӗ. Вӗсем ҫунса кайнӑ ҫурта ҫӗнетсе унта пурӑнма кӗресшӗн.
2013 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан ҫемьесене виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Унта пӗтӗмпе 535 лаптӑк уйӑрнӑ. Анчах ҫав вырӑнта электричество та, шыв та, канализаци те, газ та ҫук.
Ку ыйтӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. ЧР Аслӑ сучӗ Шупашкар хула администрацине ҫемьесем валли уйӑрнӑ лапӑксем патне 10 уйӑхра инженери инфратытӑмне илсе ҫитермелле тесе йышӑннӑ.
Паян патшалӑх закупкисен сайтӗнче унта шыв илсе ҫитермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 3 990 071 тенкӗ. Аукциона заявкӑсене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Подрядчике юпан 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 400 кунра вӗҫлемелле.
Красноармейски районӗнче Мефодьевсем тӑрӑшнипе кедр рашчи ӳсет. Хунавӗсене вӗсем хӑйсемех лартнӑ. Ҫемье ҫамрӑк йывӑҫсене ҫынсене тӳлевсӗрех парать. Калама кӑмӑллӑ: юлашки икӗ ҫулта районта 1500 кедр лартнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кедр йывӑҫӗ нумаях мар.
Мефодьевсем кедр йывӑҫне виҫӗ ҫул каялла килӗштернӗ. Светлана Матвеевна унӑн сиплӗхӗ пирки нумай илтнӗ. Хӑйсем те ӳстерме шутланӑ: йӑрансем ҫинче халӗ хунавсем ҫитӗнеҫҫӗ.
«Упӑшкапа халӗ тин пурнӑҫ валли ҫуралнине туятпӑр. Плансем пысӑк. 1,5 гектар ҫинче вырнаҫнӑ кедр рашчине заповеднике ҫавӑрасшӑн. Ун тавралла 28 гектар ҫӗр никама кирлӗ мар выртать», - ҫапла пӗлтернӗ «Трак ен – кедр тӑрӑхӗ» проект тата «Виҫӗ хӗвел» этнопарк пуҫаруҫи «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне.
Мефодьевсем рашчана кӗнӗ ҫӗрте телейлӗ ҫемьене сӑнлакан скульптура лартасшӑн. Эскизӗ пур, анчах ӑна пурнӑҫа кӗртме 150 пин тенкӗ кирлӗ. Мефодьевсем ҫынсем этнопарка килӗштерессе, вӑл вӗсен юратнӑ вырӑнӗ пуласса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |