2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Шупашкар — Сӑр» автоҫул ҫинче пысӑк авари пулнӑ. Унта виҫӗ иномарка ҫапӑннӑ. Инкекре «Хендай» водителӗ, унӑн арӑмӗ тӳрех вилнӗ. 4 ҫулти хӗрача 10 уйӑх комӑра выртнӑ хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. 10-ри арҫын ача чӗрех юлнӑ. Анчах вӑл сусӑрланнӑ, темиҫе йывӑр операци чӑтса ирттернӗ.
Ҫак аварире айӑплӑ водителе ун чухне 8 ҫуллӑха хупнӑ. Ҫемьене 2,5 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн 3 ҫул руль умне ларма юрамасть. Анчах нумаях пулмасть ҫав арҫынна ирӗке кӑларнӑ.
Ҫемье кун пирки пӗлсен питӗ тӗлӗннӗ. Уйрӑмах — сусӑрланса юлнӑ арҫын ача. Вӑл халӗ ҫӗнӗрен утма вӗренет. «Тӗрӗслӗх ӑҫта?» — тӗлӗнет ача. Малтанах арҫын ачана кун пирки каламан, анчах вӑл арҫынна УДОпа кӑларнине ҫавах пӗлнӗ. Халӗ тӑванӗсем суд йышӑнӑвӗ тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков нумай ачаллӑ ҫемьесене сертификат парасшӑн. Кун пирки вӑл Аталҫири хуласен Ассоциацийӗн пайташӗсен ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков нумай ачаллӑ ҫемьесене 300-400 пин тенкӗлӗх сертификат пама сӗннӗ. Ӑна амӑшӗн капиталӗпе тыттармалла. Ҫапла майпа ҫемьен 700-800 пин тенкӗ пулӗ. Ку вара пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатма пулӑшӗ.
Сертификата пама тытӑнсан строительство та аталаннине палӑртнӑ вӑл. Ҫапла налук пухса хыснана пуянлатма пулать. Хусанӑн сити-менеджерӗ Ильсур Метшин Алексей Ладыковӑн шухӑшне ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку ыйтӑва татса пама май ҫуккине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Проскун хушаматлӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Дарьйӑпа Николай ҫичӗ ачана воспитани параҫҫӗ: Анна, Изабелла, Элиана, Вениамин, Елизавета, Матвей, Семен.
Ачасем шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Аслисем музыка шкулӗнче ӑс пухаҫҫӗ. Пурте тӗрлӗ кружока ҫӳреҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри алӑ ӗҫӗпе аппаланать.
Амӑшӗ – ҫемье театрӗн режиссерӗ. Кӑҫал Проскунсем ҫемье театрӗсен фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. 2014 ҫулта вӗсем Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ хула конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫемье пуҫлӑхӗ социаллӑ ӗҫпе тӑрмашать. Вӑл ҫулсерен «Патриот» уйлӑх йӗркелет. Унта ачасем ҫарпа спорт енчен хатӗрленеҫҫӗ, парашютпа сикеҫҫӗ.
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен мӗнле пурӑнмалла? Укҫа-тенкӗ те ҫук-ҫке-ха. Халӗ ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.
Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 52 минутра МЧСа пушар тухни пирки шӑнкӑрав килнӗ: Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫунать иккен.
Вырӑна икӗ пушарнӑй машина ҫитнӗ. Пушар мӗнрен тухнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ.
Пӳртре виҫӗ ҫын пулнӑ: Александр Кошкин тата унӑн ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем ҫӑлӑннӑ, анчах йӑлтах ҫунса кайнӑ: ҫурт, ашшӗ-амӑшӗн паспорчӗ, япаласем, выльӑх-чӗрлӗх. Йытта та ҫӑлма май килмен. Халӗ ҫемье тӑванӗ патӗнче пурӑнать.
Пушарта шар курнӑ ҫемье халӑх тетелӗсенче пулӑшу кирли пирки репост тӑвать.
Ҫак кунсенче Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра йӗкӗрешсен уявӗ иртнӗ. Ҫак меропяритие Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.
Пӗр пек тумланнӑ, пӗр пек сӑнлӑ ачасем паркра чупса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен вӗсене курса чӑнах та савӑннӑ. Ашшӗсемпе амӑшӗсем вара пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Сцена ҫинче ачасем юрӑсем шӑрантарнӑ, тӗрлӗ хускану тунӑ.
Кунашкал тӗлпулӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗлтӗр вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Унта хутшӑнакансем чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗри ачасем валли ятарласа ҫи-пуҫ ҫӗлеттернӗ.
Тӗнче тетелӗнче йӗкӗрешсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ. Унтах ачасене воспитани парас, мӗнле апат ҫитерес ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ушкӑнра – 90 ҫемье.
Элӗк район администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх органӗн ӗҫченӗсем 20 тӑлӑх ҫемье ӑшшине кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Шӑпӑрлансене телейлӗ ачалӑх парнелес килет-и? Сире хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шутланӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнче 114 тӑлӑх пурӑнать. Вӗсенчен 94-шӗ ҫемье тупнӑ ӗнтӗ. Тӑлӑхсем ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туясшӑн, ытти ача пек савӑнса пурӑнасшӑн.
«Ҫемье ҫеҫ ку ҫивӗч ыйтӑва татса пама пултарать. Ачана ӑшӑлӑх, юрату ҫитменнине ҫемье параять. Пирӗн хушӑра ырӑ чунлӑ ҫынсем пурри савӑнтарать. Вӗсем хӑйсен чӗре ӑшшине пама хатӗр», - тенӗ опека органӗнче.
Ачасене ҫемье ӑшши парнелес килсен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(83535)22382.
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Ятман ялӗн уявӗ иртнӗ. Унта нумай-нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене те саламласа чысланӑ.
Культура ӗҫченӗсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Кӑҫал ятмансем ял уявӗнче нумай ҫул пӗрле пурӑнакансене чыслама палӑртнӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем хӑпарнӑ: Анатолий тата Римма Палишковсем (50 ҫул пурӑнаҫҫӗ), Герман тата Зоя Ивановсем (55 ҫул пӗрле). Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе район пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, тӑван колхозра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ. Хӑйсене лайӑх енчен кӑна кӑтартнӑ вӗсем, ҫавна май «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.
Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем Хисеп кӗнеки ҫине алӑ пуснӑ. Вӗсене Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятӗнчен ӑшшӑн саламланӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГСӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа хӑйне евер акци ирттерме палӑртнӑ. Ыран вӗсем мӑшӑрсене уйӑрмӗҫ.
«Пӗр кун – уйрӑлусӑр» ятлӑ мероприятие ҫемье хакне ӳстерес, статусне хӑпарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ыран арӑмӗпе упӑшки уйрӑлма шут тытсан ҫакна пурнӑҫа кӗртеймӗ. Мускав районӗн ЗАГСӗ вӗсене пур-пӗрех уйӑрмӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем мӑшӑра мирлешме сӗнӗҫ.
Лайӑх хыпар та пур: ыран асӑннӑ районта 7 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсем шӑпах Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун пӗрлешме палӑртнӑ.
Канаш районӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакансен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫуркунне ҫанталӑк чӗрӗлнӗ чухне вӗсем пылчӑк ӑшӗнче ҫӑрӑлса халтан каяҫҫӗ.
Муллаварта 130 пӳрт шутланать. Кашнин тенӗ пекех машина пур. Ял Канаш хулинчен инҫех мар, ҫавна май ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрсан ялта юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай ачаллисем валли 130 ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрленӗ ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри стройка ӗҫне пуҫӑннӑ.
Ҫамрӑксем Канаша ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Аслӑрах ӳсӗмрисем вӗсемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, ҫамрӑксем ялтан кайма тытӑнсан мӗн пулӗ?
Хучел ял тӑрӑхне кӗрекен Муллавар ҫыннисене ку ыйту кашни ҫулах пӑшӑрхантарать. Анчах вырӑнти хыснара асфальт ҫул сарма укҫа ҫук. 1 ҫухрӑм сармашкӑн 6 миллион тенкӗ кирлӗ. Проекта хатӗрлесе ЧР Транспорт министерствине ярса панӑ. Ял халӑхӗ халӗ хурав кӗтет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |