Паян Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене ятарлӑ удостоверени пама сӗннӗ.
Мӗн тума кирлӗ-ха ҫак удостоверени? Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене влаҫӑн тӗрлӗ органне черетсӗр кӗме ирӗк парать.
Ку сӗнӗве Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче депутатсем сӳтсе явӗҫ. Вӑл вара авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Депутатсем ҫак сӗнӗве ырласан ӑна саккун евӗр йышӑнӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннӑ. Ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе палӑртнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн 85 суъектӗнчен 329 заявка ҫитнӗ. Шупашкарти Львовсем палӑрнӑ «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе 74 заявка пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑк ҫемье» ята тивӗҫме 69-ӑн ӗмӗтленнӗ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацие – 70-ӗн, «Ялти ҫемье» пулма 68-ӑн ҫунатланнӑ. «Раҫҫейӗн ылтӑн ҫемйи» номинацие 48 пухӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Львовсем тӑхӑр ача ӳстереҫҫӗ. Ҫав шутран виҫҫӗшӗ — хӑйсем ҫуратнисем, тепӗр улттӑшне вӗсем усрава илнӗ. Маларах ҫемье республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗ нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ. Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявӗ умӗн ҫемьесене паян, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, саванӑҫлӑ мероприятие чӗннӗ.
Алексей Георгиевичпа Зоя Петровна Печниковсем 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вениамин Аверкиевичпа Римма Алексеевна Аверкиевсем пӗрлешнӗренпе вара 55 ҫул ҫитнӗ. Валентин Егоровичпа Мария Ивановна Пеньковсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Сумлӑ мӑшӑрсене ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Вязов тата Игнатий преосвященнейший саламланӑ.
Ҫак кун ҫамрӑксем, Александр Кочетовпа Екатерина Михайлова, ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсене те ҫак уявпа саламланӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан Агриппина Трофимова 100 ҫул тултарнӑ. Хӑйӗн ҫулне пӑхмасӑрах вӑл ӑспа-тӑнпа калаҫать, паянхи кунчченех эмел ӗҫсе курман.
«Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Агриппина Трофимова пилӗк ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, ҫав пилӗк ачаран виҫҫӗшӗ усрава илнӗскерсем пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр шывӗ хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Машӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Яков Трофимовпа, пилӗк ачана ура ҫине тӑратнӑ. Шел те, мӑшӑрӗн те, ачисен те ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман.
Палӑртса хӑвармалла, халӗ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ мӑнукӗн Юрӑн ҫемйипе пурӑнать. Унӑн паянхи кун 24 мӑнук тата 31 кӗҫӗн мӑнук. Ҫавӑнпах Агриппина Егоровна хӑйне чи телейлӗ ҫын тесе йышӑнать.
Шупашкар хула администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене таса уй ра ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Унта инфратытӑм пачах ҫук.
Лаптӑксене Муркаш районӗнчи Катикасси ял тӑрӑхӗнче уйӑрса панӑ. Унта вара ҫурт хӑпартмашкӑн условисем ҫук: инженери инфратытӑмне йӗркелемен. Ҫемьесем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах мэри пӗрех хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫламан, ҫӗр лаптӑкӗсем патне инфратытӑм илсе ҫитермен.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче пиговор ҫемьесене хӳтӗленӗ: Шупашкар хула администрацине 9 уйӑхра поселок таран коммуникаци илсе ҫитермелле тесе палӑртнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Улатӑр хулинче 98 ача ҫуралнӑ, вилекенсен йышӗ вара, ҫут тӗнчене килнисемпе танлаштарсан, темиҫе хут нумайрах — 231 ҫын.
Улатӑр сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, хулара кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 47 арҫын ача тата 51 хӗрача кун ҫути курнӑ. 30 ача — ҫемьери пӗрремӗш ача, 44-шӗ — иккӗмӗш, 19-шӗ — виҫҫӗмӗш, 5-шӗ — тӑваттӑмӗш. Унсӑр пуҫне асӑннӑ тапхӑрта хулара пӗр йӗкӗреш ҫуралнӑ, икӗ ачана усрава илнӗ.
Улатӑрта кӑҫал демографи лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ: ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ 231 ҫынран 102-шӗ — арҫын, 129-шӗ — хӗрарӑм. Пурнӑҫ тӑршшӗ арҫынсен вӑтамран — 66, хӑрарӑмсен 78 ҫулпа танлашнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, хулара уйрӑлакан та мӑшӑрланакансенчен ытларах. Отчетлӑ тапхӑрта 49 мӑшӑр ҫырӑннӑ, 56 ҫемье саланнӑ.
«РИА Рейтинг» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫемьесем мӗнле пурӑннине тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Чӑваш Ен унта пилӗк йӗрке хӑпарнӑ.
Пӗлтӗр пирӗн республика 65-мӗш вырӑнта пулнӑ, кӑҫал вара 5 йӗрке ҫӳлерех йышӑннӑ.
Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса хатӗрленӗ-ха? Калӑпӑр, ҫемье шалу илет, ҫав укҫапа пурӑнма кирлӗ япаласене туянать. Кун хыҫҫӑн мӗн чухлӗ нухрат юлнине шута илсе хакланӑ та ҫемьесен пурнӑҫне.
Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьере кирлӗ япаласене туяннӑ хыҫҫӑн вӑтамран 22 пин те 225 тенкӗ юлать-мӗн. Икӗ ачаллисен сахалрах – 13 пин те 530 тенкӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи пирӗн регион 10-мӗш вырӑн йышӑнать.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравларӗ. Тем ҫинчен те ыйтрӗҫ темелле ҫынсем. Ҫав шутра унччен илнӗ ипотекӑн процент ставкине чакарассипе ҫыхннӑ ыйтӑва хускатакан арҫын та тупӑнчӗ. Иваново хулинче пурӑнакан нумай ача ашшӗ Раҫҫей Правительстви иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 1711-мӗш номерлӗ хушу пирки аса илтерчӗ.
Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн тӑххӑрмӗш пунктӗнче унччен илнӗ ипотекӑн процент ставкине кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫемьере иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан чакарассине каланӑ. Тӑваттӑмӗш таат ун хыҫҫӑнхи ҫуралакансене ҫӑмӑллӑх лекмест пулса тухать.
Владимир Путин ку кӑлтӑка тӳрлетме шантарчӗ. Апла пулсан ачаллӑ ҫемьесене «ҫӗнӗ кайӑк» килсен унчченхи пысӑк процент ставкисене 6,5 процент таран чакарма май килӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин «тӳрӗ линие» пуҫличчен икӗ минут юлчӗ. Раҫҫей ҫыннисем унран пулӑшу ыйтса видео ӳкреҫҫӗ, ыйтусем яраҫҫӗ. Шупашкарти «Садовый» микрорайонта хваттер пая кӗрсе туяннӑ ҫынсем те Владимир Владимировичран пулӑшу кӗтеҫҫӗ.
Вӗсем видео ӳкернӗ, ӑна Youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. «Хисеплӗ Президент! Пая кӗнӗ ҫынсен ячӗпе пире хваттер уҫҫисене илмешкӗн пулӑшма ыйтатпӑр, мӗншӗн тесен хута каякан 5 ҫурта 1 ҫул та 3 уйӑх кая юлса хӑпартаҫҫӗ. Ҫемьесем тара илнӗ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ, банка ипотекӑшӑн процентсем тӳлеҫҫӗ», - тенӗ видеороликра.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, застройщик строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламасть, пайҫӑсемпе тӗл пулма хирӗҫлет. ЧР Строительство министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Б.Хмельницкий урамӗнчи 17-21 позицири ҫуртсене кая юлса хӑпартаҫҫӗ.
Паян 16 сехетре федераци каналӗпе Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемье пирки кӑтартӗҫ. «Мужское\Женское» кӑларӑмӑн официаллӑ ушкӑнӗнче кун пирки анонс панӑ.
Хальхинче кӑларӑмра Мария Падиаровӑн ҫемьйи пирки калаҫӗҫ. Палӑртмалла: хӗрарӑм 2012 ҫулта «Раҫҫей миссисӗ» конкурс финалне лекнӗ. Вӑл 13 ачана воспитани парать: 9-шӗ хӑйӗн, 4-шӗ опекӑна илнисем.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Мария 16-ри Даринӑна тата унӑн 14 ҫулти шӑллӗне Даниила каялла ача ҫуртне парасси пирки пӗлтернӗ, анчах хӗрарӑм кайран куншӑн ӳкӗннӗ. Кая юлнӑ: опека органӗсем Даньӑна илсе кайнӑ, кӗҫех Дарина патне килӗҫ, ӑна урӑх ҫемьене парӗҫ.
Унччен ҫак кӑларӑмра Марийӑпа опекӑна илнӗ ачасен хушшинчи хутшӑну пирки калаҫнӑ. Ун чухне хӗрарӑм куҫҫульеннӗ. Халӗ хӗрарӑм ҫемйери лару-тӑру лайӑхланнине ӗнентересшӗн.
Кӑларӑма пушӑн 7-мӗшӗнче ӳкернӗ. Халӑх тетелӗнче Дарина акӑ мӗн ҫырнӑ: хӗр амӑшӗпех килте пурӑнать, унтан ниҫта та каясшӑн мар. Опека органӗсем вара хӑратаҫҫӗ имӗш. «Мана ку кӑларӑм хама ӑнланма пулӑшрӗ, халӗ эпӗ урӑхла. Халӗ ӑнланатӑп: анне маншӑн пӑшӑрханнӑ, эпӗ вара ҫакна хӑнӑхман, мӗншӗн тесен эпӗ тӑван аннепе кукамая кирлӗ пулман», - ҫырнӑ Дарина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |