Паян канмалли кун мар пулсан та республикӑра ҫемье ҫавӑракан йышлӑ. Пӗтӗм тӗнчери Савнисен кунӗнче Шупашкарта 21 мӑшӑр регистрациленнӗ.
Паян Шупашкарти мӑшӑрлану керменне 21 мӑшӑр ҫитнӗ. Чи ҫамрӑкки — 19 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ вара — 59-та, хӗр — 54-ра. Пӗрре пӗрлешсе уйрӑлнӑ икӗ мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Аякран килнӗ каччӑ та пур. Ҫак кун Тунис арҫынни Шупашкар хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ.
Сӑмах май, ку уяв пирӗн пата Хӗвеланӑҫран килнӗ. Ҫак кун пӗр-пӗрне юратакансем пӗрлешме шухӑшлаҫҫӗ, мӑшӑрлану керменне каяҫҫӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.
«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ.
Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ.
Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ».
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарнине, вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер панӑ. Анчах вӑл хваттер хӑйӗн балансӗ ҫинче тесе Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ суда тавӑҫпа тухнӑ. Малтанхи инстанцири суд йышӑннӑ тӑрӑх, ҫемьен хваттертен тухса каймаллаччӗ. Суд администрацие ҫемьене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтнӑ. Анчах Людмила Соломонова юсав ирттерме укҫа хывнӑ тесе турткалашма тытӑннӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн хваттер ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ, сусӑр ача амӑшне кӑларса ямалла мар йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.
Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет.
Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Малашне ҫемьери ҫывӑх ҫынсене ҫапнине пуҫиле ӗҫсен йышне кӗртмӗҫ. Куншӑн административлӑ явап тыттарӗҫ.
Анчах пӗрремӗш хут хӗнесен ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче ҫирӗпрех явап ҫав-ҫавах тытма лекӗ.
Саккун проектне РФ Патшалӑх Думи ырланӑ. Хӗнени ӳт-пӗве ҫапса ыраттарнине пӗлтерет. Сывлӑха шар кӑтартнине, ҫынна ӗҫлейми тунине ҫакӑн йышне кӗртмеҫҫӗ, унашкалли чухне хытӑрах явап тыттарӗҫ.
2015 ҫулхи статистика пӗлтернӗ тӑрӑх ҫемьери харкашусенче 50,8 пин ҫын асап тӳснӗ. Вӗсен шутӗнче 36,5 пинӗшӗ — хӗрарӑмсем, 11,8 пин — ачасем. Арҫынсене йышӗ 5% кӑна пулнӑ.
ЧР Юстици министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри виҫӗ ачана Италири ҫынсем усрава илнӗ.
Республикӑри 168 ачан ашшӗ е амӑшӗ — ют ҫӗршыв ҫынни. Вӗсенчен 30-шӗ — аякри ют ҫӗршывран. Ведомство статистикине ӗненес-тӗк, ют ҫӗршыври 69 граждан ҫемьере мар ҫуралнӑ ачасен ашшӗ пулнине йышӑннӑ.
Пӗлтӗр ют ҫӗршыври 120 ҫын Чӑваш Енри ЗАГСра ҫемйине регистрациленӗ. 36-шӗ — Украина, 17-шӗ — Узбекистан, 13-шӗ — Таджикистан, 10-шӗ — Азербайджан, 10-шӗ Беларуҫ ҫыннисем. Арменири, Молдовӑри, Грузири, Казахстанри, Туркменистанри хӗрсемпе каччӑсем те пирӗн патра ҫемье ҫавӑрнӑ.
2016 ҫулта ют тӑрӑхри 20 гражданин уйрӑлнӑ. Пӗр ҫын ятне улӑштарнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи ачалӑха сыхлакан пай ку эрнинче виҫӗ тӑлӑха тупса палӑртнӑ. Кун пирки вӗсен пресс-служби пӗлтерет.
Ачасем валли халӗ ҫемье шыраҫҫӗ. Ачасем 3-ре, 12-ре тата 6 ҫулта. Иккӗшӗ — хӗрача, тепри арҫын ача.
Ачасен амӑшӗ пулнӑ. Анчах вӑл нумаях пулмасть вилнӗ. Ашшӗ вара ҫук. Шӑпӑрлансем тӑлӑха юлни пирки опека органне тӑванӗсем пӗлтернӗ. Халӗ тӳре-шара вӗсен прависене тата интересӗсене хӳтӗлӗ.
Опекӑпа попечительлӗх органӗ ачасене вырнаҫтармалли ҫемье шырать. Сӑмах май, кӑҫал ачалӑха сыхлакан пай ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 6 ачана тупса палӑртнӑ.
Ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пымасть. Ҫак сӑлтава пула виҫӗ хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине пульницӑрах хӑварасси пирки хут ҫырнӑ.
Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче виҫӗ хӗрарӑм ачине пӑрахса хӑварнӑ. Икӗ хӗрача тата пӗр арҫын ача сывах ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӗсем ача ҫуратмалли ҫуртрах-ха. Вӗсем валли ашшӗ-амӑшне шыраҫҫӗ.
Тин ҫуралнӑ ачана усрава илессишӗн 75 ҫемье черетре тӑрать. Ҫавӑнпа ҫак ачасем ашшӗ-амӑшӗсӗр, ахӑртнех, юлмаҫҫӗ. Вӗсене ача ҫуртне ямасӑр ҫемьене парасшӑн.
Асамлӑ уяв вӑл – Ҫӗнӗ ҫул. Ҫав кун кашни ачах Хӗл Мучирен парне кӗтет. Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ледонид Чернов нумай ачаллӑ ҫемьесенчи шӑпӑрлансене парне валеҫнӗ. Вӑл кашнине палак ҫимӗҫ тыттарнӑ. Ачасем куншӑн питӗ савӑннӑ, ку вӗсен пурнӑҫне юмахри асамлӑха илсе кӗнӗ.
Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье – 34. 22 ҫемьере – 3, 5 ҫемьере – 4, 4 семьере – 5, 3 ҫемьере 6 ача ӳстереҫҫӗ. Пӗтӗмпе асӑннӑ ҫемьесенче 124 шӑпӑрлан шутланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |