Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ.
Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана.
Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче районти чи лайӑх ҫемьесене чысланӑ. Кӑҫал район шайӗнче иртнӗ конкурса 12 ҫемье хутшӑннӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, финала Барышниковсем тата Максимовсем тухнӑ.
Финалта вӗсем хӑйсен ҫемйи пирки хӑтлав кӑтартнӑ, хӑйсен йӑлисем пирки каласа панӑ. Икӗ ҫемье те маттур пулнӑ. Анчах жюрин пӗрне ҫеҫ палӑртма тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Максимовсем тивӗҫнӗ. Олегпа Людмила 33 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, тӑватӑ ача ура ҫине тӑратнӑ. Икӗ ачи — усрава илнисем.
Ольгӑпа Алексей Барышниковсен — пилӗк ача. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнисем. Ҫемье кӑҫал пӗрле 10 ҫул пурӑннине паллӑ тӑвать.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Васильевичпа Валентина Михайловна Васильевсем пӗрле 55 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ.
Мӑшӑр хӑйӗн пурнӑҫӗн пысӑк пайне педагогика ӗҫӗнче ирттернӗ. Ӗҫне кура иккӗшне те Раҫҫей тата республика наградисемпе чысланӑ. 2013 ҫулта Васильевсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ.
Мӑшӑр 55 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ывӑлпа хӗре ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 2 мӑнукӗпе киленеҫҫӗ.
Ҫӗмье телейӗ мӗнре-ха? Васильевсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, шаннинче тата ӗҫченлӗхре». Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС мӑшӑра ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Владимир Владимировича регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулура ача пахчинчи черетсене пӗтересси, регионти ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу парасси пирки калаҫнӑ.
Михаил Васильевич республикӑри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулнине пӗлтернӗ, Чӑваш Енре 2013 ҫултанпа ҫын вилесси ача ҫуралассинчен сахалраххине палӑртнӑ. Кунашкалли юлашки 20 ҫулта пулман. Ача пахчисенче 13600 вырӑн хатӗрленӗ, тепӗр 6700 тумалла-мӗн.
Владимир Путин регионта ҫамрӑк ҫемьесене мӗнле пулӑшу панипе кӑсӑклансан Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн 15 программи ӗҫленине палӑртнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв Президентне Чӑваш Енри экономикӑпа та паллаштарнӑ.
«Рейтинг» РИА» агентство Раҫҫейри ҫемьесене мӗн чухлӗ укҫа тивнине шутласа кӑларнӑ. Рейтинга палӑртнӑ чух вӑл икӗ вӑй питтиллӗ, икӗ е виҫӗ ачаллисене тӗпе хунӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫемьере миҫе тенкӗ юлнине палӑртнӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкак шутне агентство пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене кӗртнӗ. Тупӑш вырӑнне вӑл Раҫҫейӗн вӑл е ку регионӗнчи вӑтам ӗҫ укҫине шутланӑ.
Чӑваш Ен ку рейтингра 62-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пурӑнма кирлӗ тӗп тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн пирӗн республикӑри тӑватӑ ҫынлӑ (ҫав шутра иккӗшӗ — ачасем) ҫемьен аллинче 13 782 тенкӗ юлать имӗш, виҫӗ ачаллисен — 7 724 тенкӗ. Раҫҫейӗпе вӑтамран илсен ку цифрӑсем пысӑкрах: икӗ ачаллӑ ҫемьере — 30 134 тенкӗ, виҫӗ ачаллинче — 23 111 тенкӗ.
Тӗпчеве ирттернисем чылай регионта пӗлтӗр ҫынсен пӗтӗмӗшле тупӑшӗ ӳснине палӑртнӑ. Ҫапах та тупӑш шайӗ ҫӗршывӑн пур субъектӗнче пӗр пек мар. Чи пуян ҫемьесем Ямал-Ненецк тата Чукотка окургӗсемпе Мускавра пурӑнаҫҫӗ, чи чухӑннисем — Калмӑк Республикипе Дагестанра. Икӗ ачаллӑ ҫемьесенче вӗсенче «пурӑнмалӑх» 7 пин тенкӗ ытларах кӑна юлать. Пуян шутланакан регионсенче вара — 70 пин ытла.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса Йӗпреҫ поселокӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттерет. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫынсене тӑхӑр ыйтӑва хуравлама ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсен ятне кӑтартмалла мар. тепӗр мйалӑ каласан, йӑлтах анонимлӑ.
Ҫапла тӗпчес шухӑш патне йӗпреҫсем пӗрлешекенсенчен 65 проценчӗ кайран уйрӑлнӑран пырса тухнӑ иккен. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫемье мӗншӗн арканнине пӗлес тӗллевпе лартнӑ иккен.
Нарӑс–ҫу уйӑхӗсенчи ыйтӑма тишкерсен, унта хутшӑннӑ уйрӑлма шут тытнӑ 14 ҫынтан ҫурри характер пӗр килменнипе сӑлтавланӑ. 3 ҫын мӑшӑрӗ урӑххипе улталанипе ҫырлахайман. Тепӗр ҫавӑн чухлӗ вара пурнӑҫа кашни расна хакланипе пӗр-пӗюринпе тек пурӑнма май килмест тесе уйрӑласси патне ҫитнӗ. Пӗр ҫын вара эрех ӗҫекен ҫынпа пурӑнас темен.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра Йӗпреҫре 38 мӑшӑр пӗрлешнӗ, 28-ӑн уйрӑлнӑ.
Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Вениамин Карповичпа Агриппина Васильевна Карповсем кевер туя паллӑ тунӑ.
Карповсем 1954 ҫулта пӗрлешнӗ, 60 ҫул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Кевер туя Красноармейскинче ЗАГС уйрӑмӗнче паллӑ тунӑ. Карповсем зала кӗнӗ чухне Мендельсон кӗвви янӑранӑ.
Вениамин Карповичпа Агриппина Васильевнан пурнӑҫӗ ветеринарипе ҫыхӑннӑ. Вӗсем Вениамин Карпович ертсе пыракан ветеринари участокӗнче тӗл пулнӑ. Халӗ иккӗшӗ те — ӗҫ ветеранӗсем. 1973 ҫулта Вениамин Карповича «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ» ята панӑ.
Мӑшӑр пӗр хӗре пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен икӗ мӑнук, икӗ кӗҫӗн мӑнук. Ачисем вӗсемшӗн — чӑн-чӑн кевер.
Сӑнсем (5)
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ултӑ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсене тата медальсене тивӗҫнӗ.
«Ашшӗ-амашӗн мухтавӗ» ордена Куславкка районӗнчи Маркидановсем тата Улатӑрти Савенковсем тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне панӑ. Вӗсем — Патӑрьел районӗнчи Бурчаклысем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Григорьевсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Егоровсем тата Вӑрмар районӗнчи Силлеровсем (вӗсем пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ).
Ҫак ҫемьесем ачасене воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Акӑ Маркидановсен 7 ача, Савенковсен вара — ытларах. Хӑйсем те, ашшӗ-амӑшӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ, ачисемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Силеровсен ҫемйи «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Раҫҫей Президенчӗ ку хушӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Орден медальне ачасене воспитани парас тата ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тесе тӑрӑшакансене параҫҫӗ.
Силеровсем 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ иккен. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтрах паллашнӑ вӗсем. Кил хуҫи хӗрарӑмне, Татьянӑна, пулас упӑшки, Игорь, шӳтлеме юратни кӑмӑла кайнӑ иккен. Нумай кулнипе пит ҫӑмарти ыратма пуҫлатчӗ тесе аса илет иккен вӑл паян. Малтан Татьяна анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшнӑ. Кайран бухгалтер ӑсталӑхне алла илнӗ те халӗ хӑй фирминче ӗҫлет. Кил хуҫи стоматологи поликлиники уҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. Унтан хӗр пултӑр тенӗ те тепӗр икӗ хӗр ҫуралнӑ. Ывӑлӗсем халӗ ишме юратаҫҫӗ-мӗн, наградӑсене те тивӗҫнӗ. 2012 ҫулта ҫемье республикӑра «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр пани пирки пӗлетпӗр-ха. Ӑна илме ирӗк пуррисенчен хӑшӗсем пӳрт лартма ӗмӗтленеҫҫӗ, теприсем — хушма хуҫалӑха аталантарма, виҫҫӗмӗшсем — дача вырӑнне усӑ курма. Илнӗ хыҫҫӑн кирлӗ мар тесе ҫӗре каялла паракансем те пур-мӗн. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Наталья Тимофеева Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗр илес кӑмӑллӑ нумай ачаллӑ 3 702 ҫемьене шута илнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсенчен 42 проценчӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫӗрлӗ пулса тӑнӑ 1 569 ҫемьерен 1191-шӗ тивӗҫлӗ хутсене туса ҫитерсе ҫав тупрана регистрациленӗ. Нумай ачаллӑ 80 ҫемье вара панӑ хыҫҫӑн «ҫӗр кирлӗ мар» тесе ӑна илме килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |