Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ икӗ ҫемьен пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх тӳлевсӗрех ҫурт туса панӑ. Кун пирки Улатӑр район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ҫемьесем валли республикӑри «Ҫурт-йӗр хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн туса панӑ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемье валли ҫурт тумашкӑн республика хыснинчен 1 миллион та 29 пин те 476 тенкӗ уйӑрнӑ. 6 ачаллӑ ҫемье валли вара 1 миллион та 343 пин те 581 тенкӗ уйӑрса панӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемьене те патшалӑх ҫурт туса пани пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |