Ҫурт-йӗр
![]() Элӗк районӗнчи Тавӑтра пурӑнакан пилӗк ачаллӑ Саватинсем патшалӑх туса панӑ пӳрте пурӑнма куҫнӑ. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртлӑ пулас тесе 2012 ҫулта черете тӑнӑ. 3 ывӑлпа 2 хӗр ӳстерекен йыш паян ҫӗнӗ пӳрте пуҫласа ура ярса пуснӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе вырӑнти артистсем пухӑннӑ. Ҫурта кӗнӗ ҫӗре хӗрлӗ хӑю карнӑ. Юлашкинчен каланине касма тӳре-шара ҫитнӗ. Ҫурта вырӑнти МСО хӑпартнӑ. Шӑпах вӑл муниципалитет контрактне пурнӑҫа кӗртмелли конкурсра тивӗҫнӗ. Пӳртӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 71,3 тӑваткал метр. Унта шыв, ҫутӑ кӗртнӗ, газ пур. Ҫурта ҫемьене социаллӑ найм мелӗпе панӑ. Патшалӑх шучӗпе пӳртлӗ пулнӑ ҫемьене тӳре-шара саламланӑ, Саватинсем вара патшалӑха тав тунӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |