Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ.
Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать.
Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ.