Чӑвашстат ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, статистика органӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, ҫуралакансен хисепӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен пирӗн тӑрӑхра 142 ҫын ( 3,8%) сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вилекенсен шучӗ 33 ҫын нумайрах. Ҫапла вара вилнисен шучӗ ҫуралнисенчен 44,5% йышлӑрах (2019 ҫулхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче ҫак хисеп 38,1% пулнӑ).
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ҫуралнисенчен 1252 ача (мӗнпур ҫӗн кайӑкран 35,0%) — ҫемьери пӗрремӗш пепке, 1277 ача (35,7%) — иккӗмӗш, 781 ача (21,8%) — виҫҫӗмӗш, 269 ача (7,5%) — тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхи.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта ҫулталӑка ҫитмен 10 ача вилнӗ.
Мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 79, е
6,3% сахалланнӑ, уйрӑлакансен йышӗ 314 тӗслӗх, е 24,5% чакнӑ.
«Рейтинг» информаци агентстви Раҫҫейре пурӑнакан ҫемьесен тупӑшне тишкернӗ. Мӗнпур вычета шута илсен Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьен уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 26 496 тенкӗ юлать. Икӗ ачаллӑ ҫӗмьесенче вӑтамран 15 484 тенкӗ юлать. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршывра 55-мӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл енӗпе вӑл Крымран, Мари Элтан, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата ытти хӑш-пӗр субъектран иртейнӗ.
2019 ҫулхи ҫав танлаштарӑмра Ямал-Ненецк автономи округӗ чи малта. Унта мӗнпур вычет хыҫҫӑн пӗр ачаллӑ ҫемьесен тупӑшӗ 101,6 пин тенкӗпе танлашнине шутласа кӑларнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенчеи – Сахалин облаҫӗ (86,2 пин тенкӗ) тата Мускав (76,1 пин тенкӗ).
Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти ҫамрӑк пӗр кунхине амӑшне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, тӑван ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. Ӳсӗр ҫамрӑк 59 ҫулти амӑшне тата пӗрле пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтра лешсем ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑмсене кил хуҫи, каччӑн ашшӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах ҫамрӑк ҫын ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ: икӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Каччӑ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланман, халӗ те ӑнланмасть тесе пӗтӗмлетнӗ. Суд ӑна психитари пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме юрать. Ача ҫуртӗнче темле лайӑх пулсан та килтине нимӗн те ҫитмест. Унта ачасем ҫемьери хутшӑнусене кураҫҫӗ, пӗр-пӗринпе епле тытмаллине хӑнӑхаҫҫӗ. Ку ҫеҫ те мар. Ялан ача ҫуртӗнче пурӑнни йӑлӑхтарать-ывӑнтарать. Ҫемьере пурӑнни вӗсемшӗн уяв пекех. Унта йӑлтах урӑхла.
Каникул вӑхӑтӗнче тӑлӑхсене пӗр-пӗр ҫемьене илес тесен ача ҫурчӗсене ҫитсе заявлени ҫырмалла. Ачана иличчен ҫемьесен ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлеменнине тата чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнманнине справкӑпа ӗнентермелле. Ҫав справкӑна вӗсен ачана киле илсе кайиччен виҫ кун маларах илмелле.
«Манӑн ачамсем виҫҫӗрен ытларах, анчах сирӗн чухлӗ ҫук», – ҫапла каланипе пуҫланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нумай ачаллӑ Шишовсемпе йӗркеленӗ видеоҫыхӑнӑва. Асӑннӑ ҫемьен ҫичӗ ача иккен, халӗ вӗсем саккӑрмӑшне кӗтеҫҫӗ.
Ҫемьене республика ертӳҫи Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа саламланӑ. «Эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе мӗнле пурӑнмаллине, мӗнле юратмаллине тата пурнӑҫӑн кашни самантне епле йышӑнмаллине кӑтартса паратӑр», – тенӗ Олег Николаев.
Сергей тата Ольга Шишовсем 17 ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫемьере пурӑнаҫҫӗ.
«Кашни ачапа ҫӗнӗ вӑй хушӑнать, эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ нумай ачаллӑ ашшӗ Сергей Шишов.
Ҫемьене Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ «Шупашкарти — Ҫӗнӗ Тутаркасси» автоҫулӑн 27-мӗш километрӗнче инкек пулса иртнӗ. 21 ҫулхи хӗрарӑм-водитель «Форд-Фьюжн» автомобильпе ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫулпа пыракан «Скания» груз турттармалли машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫамрӑк хӗрарӑм-водителӗн упӑшки шар курнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Машинӑра пулнӑ ҫамрӑк ҫемьен виҫӗ тата пилӗк ҫулти икӗ ачине те пульницӑна ӑсатнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта ачасем суранланнине каламан, сывлӑх тӗрӗслеме ӑсатнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул йӗпе пулнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ.
Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать.
Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче урамра ҫапӑҫакан мӑшӑра ӳкерсе илнӗ видео сарӑлнӑ.
«Дзен|Чувашия» пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, видеона Йӗпреҫ поселокӗнче ӳкерсе илнӗ. Ҫуртӑн адресне те кӑтартнӑ. Кооператив урамӗ, 31-мӗш ҫурт. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ.
Кӗске видео тӑрӑх хакласан, кӳмери ачисемпе урама тухнӑ икӗ хӗрарӑм тата пӗр арҫын ҫурт умӗнчи сак ҫинче лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсем урамра эрех ӗҫеҫҫӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынпа (упӑшки-ши) ҫапӑҫма пуҫлать, лешӗ те маххӑ памасть. Пӗр ача ҫывӑхра чупса ҫӳрет, кӳмере – пепке.
Хӗрарӑм самай хӗрӗнки курӑнать. Арҫын та урах мар пулӗ.
Урамра ирпе-ирех ҫавӑн пек ҫапӑҫаҫҫӗ те, ытти чухне ку мӑшӑр епле пурӑнать-ши, ачисем мӗн курса ӳсеҫҫӗ-ши, опекӑпа попечительство органӗсем ҫав видеона курӗҫ-ши тесси ҫеҫ юлать.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара халӑхӑн хӑш-пӗр пайне пӗртте ҫӑмӑл мар. Уйрӑм усламҫӑҫемпе тепӗр пӗчӗк предприятисем хупӑннипе хӑшӗсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Патшалӑх пулӑшасси пирки пӗлтерсен те ыйтусем пӗрех ҫуралаҫҫӗ. Сӑмахран, 16 ҫула ҫитмен ачасене укҫа тӳлеҫҫӗ-ха, ҫав вӑхӑтрах 18 тултарнисем ҫеҫ ҫул ҫитнисем ҫеҫ шутланаҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсен те патшалӑх пулӑшӑвне илес килет. Ҫак тата ытти нумай ыйтӑва Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ министрӗ Алёна Елизарова, РФ Пенси фончӗн, РФ Социаллӑ страховани фончӗн республикӑри управленийӗсен специалисчӗсем хуравлӗҫ.
Халӑхӑн ыйтӑвне хуравламалли лапам — «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) паблик.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуравлӗҫ. Миҫерех тӳрӗ эфира тухассине хальлӗхе уҫӑмлатман. Ыйтусене пабликри пост айӗнче йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те ыйтма юрӗ.
«2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук», — ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчех хыпарланӑччӗ. Унтанпа икӗ ҫул ытла иртсен те лару-тӑру ырӑ енне ылмашман. Ҫак темӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хускатакан ыйтусемпе епле ӗҫлемелли пирки районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоканашлура хускатнӑ.
«Виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан пирӗн ҫемьене Муркаш районӗнчи Катикассинче пӳрт хӑпартма 2014 ҫулта ҫӗр уйӑрса пачӗҫ. Анчах никам та ним те тумасть, мӗншӗн тесен шыв та, газ та, ҫутӑ та ҫук. Шупашкарта пурӑнакан ҫӗршер ҫемьене таса уйра ҫӗр панӑ», — тесе ҫырнӑ халӑх ушкӑнӗнче.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ҫав ыйтӑва татма 3,5 млрд таран укҫа кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьесен 70 проценчӗ пӳрт тӑваймассине палӑртнӑ вӑл.
Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитет ялсене комплекслӑ аталантармалли программӑна хутшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |