Вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫемье газпа наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем – амӑшӗ тата унӑн икӗ ачи. Пӗр хӗрӗ – 11 ҫулта, тепри 6 ҫул тултарнӑ. Хӑй хӗрарӑм – 28-та.
Ҫемье Шупашкарти Пастрис Лумумба урамӗнчи 2/38-мӗш ҫуртра пурӑнать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонки ӗҫленӗ вӑхӑтра сӗрӗме туртакан тытӑм ӗҫлемен. Газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ ҫемьене пульницӑна илсе кайнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта кун пек тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Иртнӗ канмалли кунсенче Улатӑрти ҫемье газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ.
Чӑваш Енри пӗр ҫемье чутах газпа наркӑмӑшланса вилмен. Кун пирки "Про Город" хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку паян ҫӗрле Улатӑр хулинчи "Стрелка" микрорайонта пулнӑ. Хваттерте тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ - ачасем. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ. __
Халӑх корреспонденчӗ хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттерте газ кӑмаки юсавсӑр ӗҫлеме пултарнӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Моя чувашская семья» (чӑв. Манӑн чӑваш ҫемйи) фотоӗҫсен конкурсне ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева.
Конкурса 20 ҫемье хутшӑннӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх Афероноксен, Быковсен, Белковсен, Ваняркинсен, Ковалевсен, Машугинсен, Салминсен, Никифоровсен, Тимофеевсен ҫемйисем, сӑмахран, хӑйсем йӑла-йӗркене тытса пынине кӑтартас тенӗ курӑнать.
Кӑҫал пӗр кун хисепӗсем питӗ илемлӗ курӑнаҫҫӗ: 22.02.2022. Ку нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗ. Йӑлана кӗнӗ тӗрӑх, унашкал кунсенче пӗрлешекенсем нумай. Кӑҫал та ҫаплах.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра 91 мӑшӑр ҫемьеленӗ. Вӗсенчен 12-шӗ – Шупашкарта.
Сӑмах май. Паян та хитре хисепсем: 22.01.2022. Паян та мӑшӑрланакансем самай пулнӑ. 42 хӗрпе каччӑ мӑшӑрланнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – Шупашкарта.
Пӗлтӗр Раҫҫейре амӑшӗн капиталне 3,9% ӳстерме палӑртнӑччӗ. Халӗ вара ӑна 8,4% хӑпартма йышӑннӑ.
Кӑҫал пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 524,5 пин тенкӗпе танлашӗ. Иккӗмӗшне ҫуратнисене 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ. Анчах – пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илмен пулсан ҫеҫ. Пӗрремӗшӗшӗн илнӗ пулсан ҫемьере иккӗмӗш ача ҫуралсан 168,6 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Пӗлтӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ 503,2 тенкӗ пулмаллаччӗ. Иккӗмеш ачашӑн вара – 665 пин тенкӗ.
Иртнӗ ҫул Вӑрнар районӗнчи суд приставӗ Константин Григорьев машинӑпа киле кайма тухнӑ. Пӗр ял ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне вӑл пӗлӗтелле тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Унта пӗр хуҫалӑхра сарай ҫуннӑ-мӗн.
Константин ҫывӑхарах пынӑ. Таврара никам та курӑнман. Вӑл часрах пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Картишре ҫӑра тӗтӗм явӑннӑ. Ӑна хирӗҫ 72 ҫулти кил хуҫи тухнӑ. Вӑл пӳртре арӑмӗ тата сусӑр хӗрӗ пулнине пӗлтернӗ.
Малтанах пристав шока кӗрсе ӳкнине пула хӑй тӗллӗн утайман хӗрарӑма урама илсе тухнӑ. Унтан хӗрӗ патне кӗнӗ. Лешӗ вара тӗттӗмре алӑка шыраса тупайман. Ӑна та урама илсе тухнӑ.
Константин Григорьев хӑй паттӑрла ӗҫ тунӑ тесе шутламасть. Унӑн шухашӗпе, ун вырӑнӗнчен кирек мӗнле ҫын та ҫапла тӑвӗччӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ Никита Тӗнчесен велосипедне вӑрланӑ. Кун пирки кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Никита Ютубра пӗлтернӗ.
Икӗ урапаллӑ транспортпа Настя Тӗнче ӗҫе кайнӑ. Ӑна вӑл тимӗр решеткеллӗ картана питӗрсе хунӑ. Кайран пӑхать те — велосипед вырӑнта ҫук. Хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех вырӑна пырса ҫитнӗ. Велосипеда вӑрланине куракан та пулнӑ.
Анчах веосипед вӑррисене Никита хӑй асӑрханӑ. Ҫулпа пынӑ чух вӑл велосипедпа (хӑйӗн велосипечӗпе!) пыракансене курах кайнӑ. Ҫийӗнчех вӑл Настя патне шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫисене тепре чӗнсе илме каланӑ. Ҫапла вара велосипеда 1 сехет хушшинче тупма май килнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти каччӑна ашшӗне вӗлернӗ тесе тытса чарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Икӗ арҫын, аслипе ҫамрӑкки, тепӗр майлӑ каласан, ашшӗпе ывӑлӗ, малтан пӗрле ларса эрех ӗҫнӗ. Киккирикӗсем самай хӗрсен харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки ҫӗҫӗ ярса илнӗ, 52-ри ашшӗне кӑкӑр тӗлнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вырӑна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ-ха, анчах шар курни машинӑра вилсе кайнӑ.
25 ҫулти ҫамрӑк ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине ларӗ.
«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «ДНК» кӑларӑмра Паян Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ывӑлӗ пулчӗҫ.
Светлана Иванова – Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнчен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти аслӑ шкулта ветеринара вӗреннӗ. Унта Олег ятлӑ студентпа туслӑ пулнӑ. Кӑштахран Светлана качча тухнӑ, унӑн хӗр те ҫуралнӑ. Ун чухне Светлана пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ. Вӑл вӑхӑтра Олег та авланса ӗлкӗрнӗ. Вӑл пӗрле вӗреннӗ хӗрпе ҫемье ҫавӑрнӑ.
Пӗррехинче Светланӑпа Олег общежитири пӳлӗмре тӑрса юлнӑ. Кӑштахран ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ача, ывӑл, ҫуралнӑ. Ӑна Пётр тесе ят панӑ. Халӗ вӑл 41 ҫулта. Вӑл ҫемьеллӗ, хӗрпе ывӑл ӳстерет. Петя Шупашкарта пурӑнать.
Олег 2000 ҫултах вилнӗ, анчах арҫыннӑн тӑватӑ хӗр: Елена, Надежда, Дарья, Любовь – юлнӑ. Вӗсем – Чӗмпӗр облаҫӗнчи Красносельскран.
Телекӑларӑмра Петьӑн ашшӗ Олег, апла пулсан унӑн тӑватӑ хӗрӗ чӑваш арҫыннипе ашшӗ енчен пӗр тӑван иккенне ДНК-анализ ҫирӗплетсе пачӗ. Пӗр тӑвансем чунтан савӑнчӗҫ, пӗр-пӗринпе туслӑн хутӑшса пурӑнма шантарчӗҫ.
Чӑваш Енри паллӑ ҫулҫӳревҫӗн, Никита Тӗнчене, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ. Тепӗр енчен, тӗпленни пирки тата калама йывӑр-ха – туслӑ та йывӑрлӑхран хӑраман йыш пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳреме кӑмӑллать.
Нумаях пулмасть ҫемье хӑй туяннӑ машина ҫине ларса Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен ҫула тухнӑччӗ. Вӗсем вӑрманта та ҫӗр каҫнӑччӗ.
Пысӑках мар машинӑра (седанра) ҫемьепе ҫул ҫӳреме питех маррине Никита Ютубри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеора маларах палӑртнӑччӗ-ха. Халӗ ҫемье АПШри кӑнтӑр енчи штатра, Флоридӑра, чарӑннӑ.
Никитӑн мӑшӑрӗ Настя Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак утӑма тума вӗсене океан хистенӗ. Халӗ йыш океанпа юнашар вырнаҫнӑ хулара хваттер тара илсе пурӑнать. Питтсбургри ҫуртра пурӑннинчен унта хаклӑрах тӳлеме тивет иккен. Настя пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Никитӑпа иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ укҫи малтанхинчен пӗчӗкрех.
Сӑмах май каласан, Питтсбургран ҫемье сӗтел-пукан, япаласем, теттесем хӑварса тухса кайнӑччӗ. Анчах мӑшӑр пуҫ усмасть, ирӗклӗхпе киленсе пурнӑҫпа туллин савӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |