Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене ирхи апата чӗнеҫҫӗ.
Терӗссипе каласан, ку вӑл апатланас тӗллевпе ирттерекен мероприяти мар-ха. Ун пек ятпа пысӑк шайри тӳре-шара та ӗҫлӗ тӗрлӗ мероприяти те ирттеркелет.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти Ҫемье центрӗнче нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене пухса пурнӑҫа епле улӑштарма май пурри ҫинчен сӳтсе явма йышӑннӑ. Модераторӗ — Ирина Васильева, вӑл ҫиче ача амӑшӗ!
Унта лекес тесен 8 (8352) 51-02-68 телефонпа шӑнкаравласа ҫыранмалла. Центр 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗнчи 21-меш А ҫуртра вырнаҫнӑ.
Микулай // 9439.8.5559
2024.11.06 09:28 | |
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене ирхи апата ют чӗлхепе ҫеҫ чӗнеҫҫӗ-им? |