Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи Оксана Балденкова «Эпӗ — хӗрарӑм» регионсем хушшинчи конкурса хутшӑнса топ-100 списока лекнӗ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм мӗн ачаран психолог пулма ӗмӗтленнӗ. Ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн вӑл 10 ҫул Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗринче психологра ӗҫленӗ, халӗ социаллӑ центрта тӑрӑшать.
«Чунӑма эпӗ ачасене паратӑп, вӗсем те манпа ҫавӑн пекех», — тет ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк хӗрарӑм. Специалист ачасене психологи пулӑшӑвӗ кӳнӗ май кашнинпе уйрӑммӑн ӗҫлет. «Ача-пӑча ҫулӗнчи нейропсихологи» курсра илнӗ пӗлӳпе те вӑл нумай усӑ курать.
Оксана Владимировна хӑйӗн 6 ҫулти хӗрӗпе Марийӑпа театрсене, куравсене, тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисене ҫӳрет. Ҫемьери тепӗр ырӑ йӑла — кӗнеке вуласси. Амӑшӗпе пӗчӗк хӗрӗ спортпа та туслӑ, вӗсем уҫӑ сывлӑшра фитнеспа аппаланма юратаҫҫӗ.