Ачасӑррисене налук тӳлеттересшӗн. Ҫак шухӑша РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Андрей Гурулев каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав укҫапа тӑлӑхсемпе ача ҫурчӗсене пулӑшма май пулать.
Евгений Федоров депутат ача ҫуккисене алимент тӳлекенсемпе пӗр шайра хакламалла, вӗсен тупӑшне кура тытса юлакан налука ӳстерме сӗннӗ.
Раҫҫей Правительствин социаллӑ пурнӑҫ тата экономика тӗпчев институчӗн директорӗ Алексей Зубец вара ашшӗ-амӑшӗ пулайманнисене 30-40 пин таран тӳлеттерме сӗннӗ.