Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасать. Ун хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 24 метра таран ҫитет.
Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ хуҫалӑха сахал мар сӑтӑр тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ак, тӗслӗхрен, «Элара» савутӑн ҫивиттине сӳсе илнӗ те Мускав проспекчӗ ҫине илсе пенӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта вара лавккана шар кӑтартнӑ — тӑррине тӗппипех вистесе вӗҫтерсе кайнӑ. Шупашкарти «Улатимӗр сӑрчӗ» чарӑну патӗнче тимӗр листисемпе кирпӗчрен тунӑ картана тӳнтернӗ, Эгер бульварӗнче пушатнӑ ҫуп-ҫап контейнерӗсене вӗҫтерсе кайма тапратнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑҫсем ӳкни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вӑйлӑ ҫил паян шӑматкун кӑна мар, ыран та пулӗ. Ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 14–17 метрпа танлашӗ, кассӑн-кассӑн 24 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрӗ.
Токио университечӗпе «Рикэн» естествӑлла ӑслӑлӑхсен институчӗн ӑсчахӗсем шыв айӗнчи скважинӑсем тавра питӗ тарӑнра пурӑнакан бактерисене тӗпченӗ. Вӑл вырӑнсенсе шыв чулпа сӗтӗрӗннӗрен электричество пулать.
Тарӑнри организмсене кантӑкран ӑсталанӑ савӑта хурса тӗпчевҫӗсем бактерисем ҫине 0,3 вольт хӑватлӑ электричество янӑ. Сӑнакансем хайхи тӗпчекен чӗрӗ организмсем аммиак, кӑмрӑк йӳҫек газне тата шыв кӑларма пуҫланине курнӑ. 8 кун сӑнанӑ хыҫҫӑн бактерисен йышӗ 20% таран ӳснӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйсене валли тӑранмалӑх сахӑр та кӑларнӑ.
Ӑсчахсем ҫапла май ҫак бактерисем энергие хими синтезӗнчен кӑна мар, пӗчӗк электричество разрядӗнчен те тупма пултарнине палӑртнӑ.
«Рикэн» институчӗн тӗпчев ушкӑнӗн ертӳҫи Рӳхей Накомура ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Хӗвел ҫутти ҫук тата тӑранмалли хими элеменчӗсем ҫук вырӑнта та организмсем хӑйсене пурӑнма майсем тупайраҫҫӗ. Пирӗн тӗпчев ҫакна кӑтартрӗ те».
Авӑнӑн 17-мӗшӗ Вӑрнарти «Березка» (чӑв. Хурӑн) ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансемшӗн чылайлӑха асра ҫырӑнса юлӗ. Ҫак кун ачасем «Салам, вӑрман!» юмахсен уҫланкине кайса курнӑ.
Пӗчӗкскерсене ача-пӑча литературин пайӗн заведующийӗ А.Кириллова кӗтсе илнӗ. Вӑл вӗсене хӑйне евӗр ҫулҫӳреве чӗннӗ. Вӑл ачасене пирӗн пуянлӑх — вӑрман — пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрмана ҫулсерен пулӑшу кирлине палӑртнӑ.
Юмахсен уҫланкинче ачасене юмахри сӑнарсем кӗтнӗ. Вӗсен рольне вулавӑш ӗҫченӗсем калӑпланӑ. Вӗсем вӑрманта пурӑнакан чӗрчунсем пирки, вӑл ҫынсене мӗнле усӑ кӳни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасемпе пӗрле вӑйӑсем те вылянӑ вӗсем.
Ачасемшӗн вӑрман пирки каласа кӑтартни интереслӗ пулнӑ. Кун пек экскурсисем вӗсене ҫутҫанталӑка упрама вӗрентеҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
«Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫейри регионсен экологи танлаштарӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ. Ӑна тишкерес тӗк, Чӑваш Ен чи лайӑххисен шутне кӗме пултарнӑ.
Рейтинга 85 регион хутшӑннӑ. Чӑваш Ен унта чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Пирӗн республика 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗлтӗр вара вӑл 9-мӗш вырӑнта пулнӑ. Апла Чӑваш Ен танлаштарӑмра 1 йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Рейтингра малти вунӑ йӗркене хӑш регионсем йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗнче, Алтай Республикинче, Белгород облаҫӗнче, Чукоткӑра, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Алтай тӑрӑхӗнче, Курск облаҫӗнче, Ростов облаҫӗнче, Тамбов облаҫӗнче экологи тӗлӗшӗнчен лару-тӑру лайӑх.
Аутсайдерсен йышӗнче Свердловск, Тула, Мускав облаҫӗсем пулнӑ. Экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗлӗшпе Тутарстан лайӑх ӗҫлени паллӑ пулнӑ. Вӑл 59-мӗш вырӑнтан 43-мӗшне куҫнӑ. Бурятипе Иркутск облаҫӗ вара рейтингра самаях чакнӑ. Унта вӑрмансем ҫунаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул ӗнер ҫивиттисӗр юлнӑ. Ӑна вӑйлӑ ҫил илсе кайнӑ. Ҫав ялти райпо лавккин те ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Инкек 18 хуҫалӑха пырса тивнӗ.
Шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантараҫҫӗ, строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ачасене хальлӗхе Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентме йышӑннӑ.
Ӗнерхи вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл патӑрьелсене кӑна мар, елчӗксемпе шӑмӑршӑсене те шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлнӑ, тӑватӑ ял ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Елчӗк районӗнчи Тип Тимӗшре хушма хуҫалӑхсен хуралтисене илсе кайнӑ, Тӑрӑмра 120 кил ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев инкеке лекнисене пӑрахмассине, пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермелли пирки канашлама пухӑннӑ паянхи канашлура палӑртнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 2017 ҫула мӗне халаллани паллӑ пулнине пӗлтерет. Республикӑра ун чухне ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑксен ҫулталӑкӗ пулӗ.
Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫурла уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Раҫҫейре кунашкал ҫулталӑк пӗрремӗш хут пулӗ. Вӑл ҫутҫанталӑк палӑкӗсене упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче республикӑра ирттермелли мероприятисен планне хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелӗҫ. Ведомствӑра ҫутҫанталӑк палӑкӗсене аталантарас, упрас енӗпе сӗнӳсем те кӗтеҫҫӗ. Сӗнӳсене minpriroda77@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт.
Ӗнер Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществинче Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров пулнӑ. Республика тата район шайӗнчи пуҫлӑхсем кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ.
Альбина Егорова Чӑваш Ен аталанни пирки каласа кӑтартнӑ май экономика ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тунине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ производство вырӑнӗсем уҫаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса параҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача пахчисем уҫнине те асӑнса хӑварнӑ Альбина Егоровна. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тесе тӑвакан ӗҫсен шутӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫнине асӑнса хӑварнӑ.
Георгий Егоров вара Шупашкар районӗнчи лару-тӑру пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хапрӑкра тӑрӑшакансем ҫул-йӗрпе, тӗплӗ юсавпа, ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртессипе тата ҫӳп-ҫаппа ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Сӑнсем (11)
Куславкка районӗнчи Кунер клубӗнче ҫуллахи каникулта ачасемпе ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем шӑпӑрлансене экологи культурипе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Акӑ нумаях пулмасть Кунер клубӗнче экологи куравӗ йӗркеленӗ. Ӳкерчӗксене ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес темӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсене ачасем хатӗрленӗ.
«Ҫутҫанталӑка упрӑр» курава хутшӑннӑ ӳкерчӗксем кашни хӑйне евӗр илемлӗ пулнӑ. Курав ачасене аталанма пулӑшать. Вӗсен хаклавӗ те ӳсет.
Куравра Даша Карасева, Катя Смолева, Кирилл Кузьмин, Гена Кашаев тата Антонпа Кирилл Черновсем темӑна уҫса пама пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче йӗпе-сапа пуҫланасран шикленнипе, хула ҫыннисем ыйтнипе... хулан 55-мӗш ҫуралнӑ кунне авӑн уйӑхӗн 3-мӗш вырсарникунӗнчен ҫак уйӑхӑн 30-мӗшне куҫарнӑ. Лайӑх мухмӑр виҫӗ куна пырать теҫҫӗ те, лайӑх уяв пӗр кунта вӗҫленмӗ. Хула ҫуралнӑ ятпа ҫӗнӗ шупашкарсем 29-мӗшӗнчех савӑнма тытӑнӗҫ — уяв икӗ куна тӑсӑлмалла.
Ҫуралнӑ куна ҫитичченех палӑртма хушмаҫҫӗ те, Ҫӗнӗ Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче ҫынсем авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк япӑхнине кура ҫулла уявлама ыйтаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула статусне 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Кун пирки РСФСР Аслӑ Канашӗ хушу кӑларнӑ. Малтанласа унӑн ҫуралнӑ кунне чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртнӑ. Шӑп та лӑп ҫавӑн чух хулари пӗрремӗш ҫурт никӗсне хывма тытӑннӑ. Пилӗк ҫул каялла хула депутачӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнине урӑх кун палӑртма йышӑннӑ. Кӑҫал, ав, авӑн уйӑхӗн вӗҫне кӗтсе тӑрас темен. Геодезистсем ҫурла уйӑхӗнчех химкомбинатпа пӗрремӗш урамсен вырӑнне палӑртнӑ-мӗн, апла пулсан хула ун чухнех ҫуралнӑ тесе шухӑшлама пулать.
Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ирӗк памасӑр йӗркеленӗ ҫӳп-ҫап куписене асӑрханӑ. Ҫав тӑрӑх администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑрхаттарнӑ.
Шӑнкӑртам, Тӑрӑн, Пикших ял тӑрӑхӗсен ҫывӑхӗнче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫӳп-ҫап куписем тупнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхсенче ҫӳп-ҫапа, йӑла каяшӗсене илсе тухман, ҫавӑнпа ҫӳп-ҫап купалансах кайнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене йӗркене пӑснине пӗтерес тӗлӗшпе предписании панӑ. Ҫӳп-ҫап илсе тухассишӗн яваплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ явап тыттарма йышӑннӑ.
Сӑмах май, суда санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтермешкӗн тавӑҫ тӑратнӑ. Иккӗшне тивӗҫтернӗ, тепӗр виҫҫӗшне пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |