Ухтер Мучи выляса ӳснӗ ҫырмана вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша ял халӑхӗ ҫырмана йӑтнинчен тӗлӗнмелле те мар пек. Ӗмӗрӗпех ҫапла тунӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тепӗр пӗчӗк ҫырма-путӑк тулса ларнӑ, симӗс курӑкпа ешерекен вырӑна хӑй тӗллӗнех ҫаврӑннӑ. Халӗ вара урӑхларах. Ӗлӗкрех пластмасса савӑт-сапа, ҫӗршер-ҫӗршер ҫул ҫӗрмесӗр выртакан материал пулман. Ҫырмана йӑлари каяша пенипе паян тавралӑх сӑнсӑрланать. Ухтер Мучин (халӑхра ӑна чылайӑшӗ ҫавӑн пек сӑнарпа астуса юлнӑ та сенкер экран ҫинчи ят ӑна ҫыпӑҫнӑ) РСФСР тата Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Терентьев выляса ӳснӗ Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ҫырми ҫӳп-ҫаппа тулнӑ иккен. Илемсӗрлӗхе «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатне Геннадий Терентьевӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ ҫын пӗлтернӗ.
Вырӑнти тӳре-шарапа паян «Хыпар» издательство ҫурчӗ хыпарсен служби ҫыхӑннӑ та вырӑнтисем ҫырмана тирпейлеме шантарнӑ.