Шупашкарта депутатӑн ҫӳп-ҫапӗ ҫунать. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствинче тӑрӑшакансемпе полицейскисем ҫӳп-ҫапа саккуна пӑсса пухнине палӑртнӑ. «Экосервис» предприяти ячӗпе ун чухне санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнман тесе административлӑ материал шӑрҫаланӑ.
Анчах эрне иртсен те лару-тӑру улшӑнман: вырӑн ҫаплипех мӑкӑрланса тӑрать иккен. Ҫак факта каллех «Ҫыхӑнура» портал хыпарлать. Яваплисене черетлӗ хутчен чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Ҫутҫанталӑк министрествин ӗҫченӗсем сывлӑша тата ҫӳп-ҫап мӗн чухлӗ пуҫтарӑнса кайнине виҫсе кайнӑ.
«Экосервис» пуҫлӑхӗ — Алексей Никитин, вӑл — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Шупашкарти База проездӗнче ҫул-йӗр пӑрланса ларнине пӑхмасӑрах асфальт сарнине Пӗрремӗш каналпа та кӑтартнӑччӗ. Шупашкартисен опычӗпе вӑрнарсем те усӑ кураҫҫӗ темелле.
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн поселокри Ленин урамӗнчи 140, 142, 144-мӗш ҫуртсем патӗнче тротуар сарма пуҫланӑ. Тепӗр кунне ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫе малалла тӑснӑ. Чернышевский урамӗнчи шӑтӑк-путӑка та ҫавӑн пек меслетпе асфальт тултарнӑ.
Строительсен тӑрӑшӑвне курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, асфальт хытса ларман, ура ҫумне ҫыпӑҫать. Ҫул-йӗрҫӗсем: «Пире каланӑ та эпир саратпӑр», — тесе ӑнлантарнӑ. Вырӑнти администрацире видео ӳкерсе илсе Youtube видеохостинга вырнаҫтарма, мӗн те пулин килӗшмесен судлашма сӗннӗ-мӗн.
Шупашкарти хӑш-пӗр ҫынсем ҫӳп-ҫапа контейнера мар, ҫырмана пӑрахаҫҫӗ. Ҫавна май чиновниксем хысна укҫине ҫӳп-ҫапа пуҫтарас тесе тӑкаклама тивет.
Кӑҫалхи кӗркунне ирӗк памасӑр йӗркеленӗ 77 купана тӗп тунӑ. Ҫӳп-ҫапа ытларах чухне ҫырмана ывӑтаҫҫӗ, унтан вара пуҫтарма питӗ йывӑр. Илсе тухайманнине ҫӗрпе танлаштарма тивет. Тӗслӗхрен, пӗр ҫырмана 10 КамАЗ тӑпра килсе тӑкнӑ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӗр ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кайран ӑна тӗп тунӑ. Хӑш-пӗр вырӑна контейнер лартнӑ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухаҫҫӗ. Анчах ҫынсенчен чылайӑшӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухмашкӑн килӗшӳ ҫырма хирӗҫ. Нумай та укҫа кирлӗ мар ӗнтӗ — 50 тенкӗ ҫеҫ.
Теприсем ҫӳп-ҫапа ҫырмана пӑрахса ҫунтараҫҫӗ. Анчах вӗсем ҫутҫанталӑка та, хӑйсене те сиен кӳнине ӑнкармаҫҫӗ. Малашне администраци кам йӗркене пӑснине тупса палӑртмашкӑн видео лартасшӑн.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Александр Яковлев орнитолог ӗнер хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче: утравсемпе тинӗссем хӗрринче — кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпчекен маттур ҫак ҫынна ҫутӑ тӗнчене килнӗ ятпа Лӑпкӑ океан (Чукотка, Сахалин, Курил утравӗсем) хӗрринче пурӑнакансенчен пуҫласа Атлантика (Германи, Англи, Франци, Израиль...) таранах саламланӑ. Ӑшӑ сӑмахӗсем Раҫҫей, Казахстан, Украина, Беларуҫ урлӑ вӗҫнӗ. Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскере юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, фотографсем, ҫулҫӳревӗҫсем, кайӑк-кӗшӗке юратакансем, биологсем, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнӗсенче ӗҫлекенсем ырӑ суннӑ. Фейсбукри хӑйӗн страницинче пурне те тав тунӑ май Саша Яковлев малашне те хӑйӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе савӑнтарма тата ҫутҫанталӑк ҫинчен каласа кӑтартма шантарать.
Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ.
Ҫӗркаҫ Шупашкарти аэропортра чарӑнмалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулса иртнӗ. Бортри 184 ҫынтан, телее, пӗри те шар курман.
Самолет полосаран тухса кайнинче диспетчерсен е летчиксен айӑпӗ ҫук. Уншӑн ҫанталӑк айӑплӑ теме пулать — ӗнер ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр калама ҫук пӑрланса ларчӗ. Ҫапах та паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ ку пӑтӑрмаха республикӑн транспорт министрӗпе Михаил Резниковпа сӳтсе явнӑ чух аэропорт ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Вӑхӑтра реагентпа сапнӑ пулсан кӑлтӑк сиксе тухмӗччӗ.
«ЮТэйр» компанин кӑштахран Шупашкара ҫитмелли самолетне вара Хусана янӑ — Шупашкара килекен пассажирсене ҫапла вара кӳршӗлле регионта антарнӑ.
Пӑтӑрмаха тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Паянхи ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пирки республикӑри тӳре-шара селекторлӑ канашлӑва пухӑнса сӳтсе явнӑ. «Ҫанталӑк пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗслет. Теветкеллӗхе чакарас тесе мӗнпур мера йышӑнмалла», — тенӗ унта республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Республика тулашне тухса кайман пуҫлӑхсене (сӑмахӗ ҫулталӑкра пӗрре илекен кану пирки пырать) вӑл ӗҫе тухма чӗнсе каланӑ.
Асӑрхануллӑ пулма 2014 ҫулхи кӗркунне шар кӑтартнӑ пӑрлӑ ҫумӑр та хистет. Ун чухне республикӑри темиҫе ял электричество ҫутисӗр темиҫе кунлӑха тӑрса юлнӑччӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Председателӗ Иван Моторин та канашлура электрохуҫалӑх тата ҫул-йӗр япӑхнине асӑнса хӑварнӑ. Лару-тӑрӑва вӑл вырӑна тухса тӗрӗслемеллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев вара ҫул-йӗре вӑхӑтра тасатмаллине аса илтернӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Атӑлти кӗрхи палитра» курав уҫӑлнӑ. Унпа «Кӗмел ӗмӗр» галерейӑра паллашма пулать.
12 ӳнерҫӗ 3 куна тӑсӑлнӑ плэнерта 50 картина ӳкернӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Жуковское кану базине кайнӑ. Унта вӗсем кӗрхи ҫанталӑк илемне хут ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт нумаях пулман, ҫапах ӳнерҫӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Ӳнерҫӗсем чылай этюд хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ — живопиҫ тата графика. Пур ӗҫе те пейзаж жанрӗпе ӳкернӗ пулин те кашни расна пулса тухнӑ. Мӗншӗн тесен кашни ӳнерҫӗ ҫутҫанталӑк илемне хӑйне евӗр курать.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап купи ҫунни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах темиҫе хут та пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен каяш купине официаллӑ майпа хупнӑ, анчах вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа хӑшӗсем пӗрех пырса пӑрахма чарӑнман тенӗччӗ.
Темиҫе теҫетке ҫул пухӑнса пынӑ ҫӳп-ҫап утӑ уйӑхӗнче ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӳре-шара каяш вырӑнӗ патне ял ҫыннисене пулми-пулми пыма сӗнменнине те эпир хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Иван Моторин премьер-министр пулнӑ. Вӑл Илпеш патне те ҫитсе килнӗ. Унта ирттернӗ васкавлӑ канашлура яваплӑ ытти ӗҫченпе тата районти тӳре-шарапа ҫулӑма епле сӳнтермеллине сӳтсе явнӑ.
Тӗнче тетелӗнче Мӑн Катай хӳми пирки калаҫу пуҫланнӑ. Ҫумӑрсем иртнӗ хыҫҫӑн ҫав вӑрӑм хӳмен пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйӗпе Китай стенине ишнӗ хыҫҫӑн вӑл ытлашшиех авал пулманни палӑрнӑ. Сӑнсене пӑхсан ишӗлнӗ хӳме хальхи вӑхӑтра кӑларакан кирпӗчрен тӑни курӑнать. Шалта вара — хытарнӑ тӑм кӑна иккен. Вӑл кӗленче ванчӑкӗсемпе, пушӑ тата тутӑхнӑ консерва банкисемпе пуян имӗш. Ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх хӳмене XX ӗмӗрӗн 50–90-мӗш ҫулӗсенче кӑна, хӳмене «юсанӑ чухне» туса лартнӑ.
Реставрацилеме пуҫличчен чӑн хӳме вара хытарнӑ тӑмран (вырӑнӗ-вырӑнӗпе — хытарман та пулнӑ) тӑракан урсем пек кӑна пулнӑ. Сӑмахран, 17 ӗмӗрте китай сӑвӑҫисем вӗсен вырӑнӗнче йӑмраллӑ хӳме кӑна пулнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл чикке кӑна палӑртнӑ иккен. Аса илтеретпӗр, Мӑн Китай хӳмин тӑршшӗ 21 пин ҫухрӑм.
Китайра сӑмах май, тепӗр хӳме те пур. Вӑл стенана хальтерех туса лартнӑ пулин те хӑшӗ-пӗри ӑна Мӑн Китай хӳми тесе йышӑнать. «Суя» хӳме Китайӑн тӗп пайӗнчи Наньчанре вырнаҫнӑ. Ун тӑршшӗ 2 ҫухрӑм ҫурӑ кӑна пулин те туристсем унта сахал мар килеҫҫӗ.
Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.
Культура керменне ҫынсем канма ҫӳреҫҫӗ. Унта таса та илемлӗ пулмалла. Кермен хыҫӗнче вара тасамарлӑх хуҫаланать. Унта ҫуркунне пулма тӳр килнӗччӗ. Эрне варри пулсан та халӑх йышлӑччӗ. Пурте илемлӗ ҫанталӑкпа киленме, шашлӑк пӗҫерме тухнӑ. Анчах хӑтсӑр та тирпейсӗр вырӑнта епле чунран канма пулать-ши? Йӗри-тавра пластик кӗленчесем, савӑтсем, хут йӑванать. Ҫынсем хӑш вырӑнта каннӑ — ҫӳп-ҫапа ҫавӑнтах ывӑтса хӑварнӑ. Тӳрреммӗн каласан, унта ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, свалкӑра каннӑн туйӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |